«Ҫамрӑксемшӗн ҫул пур ҫӗрте те уҫӑ, ватӑсене пур ҫӗрте те хисеплеҫҫӗ», — ҫапларах йӗркесемлӗ вырӑсла юрӑ пулнине пирӗнтен чылайӑшӗ пӗлет. Чӑваш Енре те ҫамрӑксем валли ҫул уҫӑлать, ваттисен вара хӑйсене сума сунишӗн савӑнасси ҫеҫ юлать. Сӑмахӑмӑр — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗнче пулас улшӑнусем пирки.
Асӑннӑ парти ертӳҫи Дмитрий Медведев регионсенчи уйрӑмсен секретарӗсем пулма тивӗҫ кандидатсемпе, пурӗ 13 ҫынпа, тӗл пулнӑ. Кун пирки партин сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫав йышра РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова та пулнӑ. Ӑна Чӑваш Енри уйрӑма ертсе пыма шанасшӑн иккен.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарӗ Юрий Кислов отставкӑна кайӗ.
Вӑрҫӑ ачисем пирки юлашки вӑхӑтра час-часах калаҫаҫҫӗ. Патшалӑх хӑйсене пулӑшасса ашшӗсем ҫапӑҫу хирӗсенче пуҫ хунисен ывӑл-хӗрӗ уйрӑмах кӗтет.
Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче республикӑн Патшалӑх Канашӗнче Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитетӑн ӗҫ ушкӑнӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ Александр Андреев пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва асӑннӑ партин парламентри фракцийӗ сӗннипе пухӑннӑ.
«О детях войны» (чӑв. Вӑрҫӑ ачисем) саккун проектне сӳтсе явма депутатсем, влаҫра ӗҫлекенсем, юристсем пухӑннӑ. Ҫак ыйтӑва ветерансен организацийӗсемпе те маларах, пуш уйӑхӑн 13-мӗшӗнче, сӳтсе явнӑ.
Саккун проектӗнче вӑрҫӑ ачисен статусне тата вӗсене социаллӑ пулӑшу парассине пӑхса хӑварнӑ.
Вӑрҫӑ ачисен йышне 1927 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ҫуралнисене кӗртме палӑртнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен пӗр ушкӑнӗ Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнӑ. Кун пирки республикӑри Профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.
Ҫыравҫӑсемпе ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов тӗл пулнӑ. Вӗсем, сӑмах май каласан, иккӗшӗ те — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем.
Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем РФ Патшалӑх Думин тата Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе хальхи чӑваш литературин хӑш-пӗр ҫивӗч ыйтӑвне сӳтсе явнӑ.
Ӗҫлӗ курнӑҫу Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче иртнӗ. Унтан вӗсем асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн сайтӗнче Саккунлӑх тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комисси ертӳҫин Игорь Иголкинӑн ҫырӑвне ӗнер пичетленӗ. Унта сӑмах муниципалитет служащийӗсен шалӑвне ӳстересси пирки пырать. Хула пуҫлӑхӗ тата депутатсем ҫапла шухӑшланине палӑртнӑ унта.
Асӑннӑ категорие кӗрекен тӳре-шаран шалӑвӗ пӗчӗкки пирки нарӑсӑн 14-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва Игорь Иголкин (вӑл — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ) Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ӑсатнӑ.
Политика вӑййине тӗшмӗртекенсем ҫак ҫырӑва провокаци тесе хаклаҫҫӗ. Олег Николаев пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫине чакарма хирӗҫ пулнине, вӑрҫӑ ветеранӗсене республика хыснинчен Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне 25-шер пин тенкӗ пама йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ-ха. Социаллӑ пурнӑҫ енчен халӑхӑн сахал хӳтлӗхлӗ пайне пулӑшма тӑрӑшнӑ вӑхӑтра тӳре-шара шалу ӳстерме ыйтни, чӑн та, тӗлӗнмелле пек туйӑнать.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗпе Алена Аршиновӑпа тӗл пулнӑ. Енсем республикӑн Правительство ҫуртӗнче курнӑҫнӑ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, регион ертӳҫи тата парламентари республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе тата экономика аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, «Вӗренӳ» наци проектне пурнӑҫламалли ҫинчен тӗплӗн канашланӑ.
«Пирӗн пурин те пӗр-пӗринпе лайӑх ҫыхӑнса килӗшсе ӗҫлемелле. Ҫак ӗҫе эпир республикӑри мӗнпур представительсене, РФ Патшалӑх Думинче, Федераци Канашӗнче тӑрӑшакансене явӑҫтарма палӑртса хуратпӑр. Тивӗҫлӗ ӗҫлӗ ҫыхӑнусем пуҫланчӗҫ ӗнтӗ», — Олег Николаев сӑмахӗсене чӑвашла куҫарса кӑтартнӑ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
Икӗ ен малашне те проектсене пурнӑҫа кӗртессипе пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ.
Чӑваш Енри паллӑ политика, «Тӗрӗслехшӗн Раҫҫей» парти пайташне Игорь Молякова РФ Патшалӑх Думине сӗннӗ. Кун пирки асӑннӑ парти ертӳҫи Сергей Миронов каланӑ.
«Пӗлӗвӗпе вӑл — философ, ман пекех Питӗрти университетра вӗреннӗ», – ырланӑ Миронов Молякова. Тӗп суйлав комиссине документсене ҫывӑх вӑхӑтра ҫитеррӗҫ.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин РФ Патшалӑх Думинчи манданчӗ Олега Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.
Игорь Моляковпа калаҫса курнисем вӑл ӑслине палӑртаҫҫӗ. Вӑл 1961 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Ленинградра ҫуралнӑ. Вырӑс. Ҫемьеллӗ. Икӗ ача ашшӗ. 1983 ҫулта Лениградри А.А. Жданов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн философи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Философи наукисен кандидачӗ, доцент. 4 монографи тата ӑслӑлӑх журналӗсенчи 30 статья авторӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподавательте ӗҫленӗ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне мӗнпур ултӑ созывра суйланнӑ пӗртен-пӗр депутат вӑл.
Ӗнер, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа паллаштарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ ӗнтӗ.
Паллаштару хыҫҫӑн журналистсем Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗн комитечӗн ертӳҫинчен, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗнчен Анатолий Аксаковран кӗске интервью илнӗ. Аса илтерер: Олег Николаевпа Анатолий Аксаков — пӗр партири ҫынсем.
«Эсир, партири аслӑ юлташ евӗр, Николаевпа Министрсен Кабинечӗн ҫӗнӗ йышне сӳтсе явман-и?» — ыйтнӑ, тӗслӗхрен, МИХсем. «Калаҫатпӑр, канашлатпӑр, палӑртса хунисем, паллах, пур. Команда пуҫтарӑнать, команда, пӗтӗмӗшле илсен, хатӗр. Эпир яваплӑха хамӑр ҫине илме хатӗр тесе яланах каланӑ», — хуравланӑ Аксаков.
«Министрсен Кабинечӗн унчченхи йышӗнчен ҫӗнӗ правительствӑна кам та пулсан кӗрӗ-и?» — кӑсӑкланнӑ журналистсем. «Унта профессиналсем пур, вӗсене аталанма май парсан ҫӗнӗ условисенче усӑ кӳме пултараҫҫӗ тесе шухӑшлатӑп. Эп шухӑшланӑ тӑрӑх, ун пек ҫынсем шӑпах ӗҫлеме пултарӗҫ», — пытарман Анатолий Аксаков.
Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева партирен кӑларма пултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑн та, 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ Михаил Игнатьевшӑн ҫӑмӑл пулмарӗ. Пӗрре вӑл Пичет кунӗнче ӑнӑҫсӑр каланӑ сӑмахпа ята кӗчӗ, тепре — МЧС офицерне машина уҫҫине тыттарнӑ чух. Пӗрремӗшӗ хыҫҫӑн журналистсенчен каҫару та ыйтрӗ, икккӗмӗшӗ хыҫҫӑн шӳтлерӗм, Инкеклӗ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсене капашсӑр хисеплетӗп тесе тесе ӑнлантарчӗ.
Апла-и,к апла-и, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партире «шӳте» ӑнланмарӗҫ. Машина уҫҫине панӑ чух офицерӑн ҫӳлелле сиксе илме тивнине хурларӗҫ. Парти пайташӗн ятне ярать тесе йышӑнчӗҫ. Паян Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчен кӑларма йышӑннӑ.
Президент администрацине ҫывӑх ҫынсенчен пӗлнӗ информаци тӑрӑх Игнатьев Михаил Васильевич ку е тепӗр эрнерех отставкӑна кайӗ. Ку пирки пӗлтерекен РБК кӑларӑм палӑртнӑ тӑрӑх ыйтӑва татса панӑ.
Игнатьев влаҫран кӗске вӑхӑт хушшинче пулса иртнӗ икӗ пӑтӑрмах шӑв-шавӗ вӑхӑтӗнче каять. Малтанах вӑл республика влаҫне критиклекен журналистсемпе блогерсем пирки ӑнӑҫлах мар сӑмах каланӑччӗ, кайран вара ИӖМ офицерне ҫӑраҫҫи панӑ чухне пӑтӑрмахлӑ шӑв-шава лекнӗччӗ.
Игнатьев айӗнчи ӑшӑ пукан пушанасси ӑна партирен кӑларма пултарасси ҫинчен калаҫусем пуҫланнӑ хыҫҫӑн палӑрнӑччӗ. Тунтикун «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партийӗн этика тӗлӗшӗпе парти комиссийӗ пухӑннӑ, вӑл вара Чӑваш Ен Пуҫлӑхне хӑйсен партийӗнчен кӑларма сӗннӗ. Игнатьева партирен кӑларассине тӗп канашӑн президиумӗ йышӑнмалла, вӑл хӑҫан пухӑнасси хальлӗхе паллӑ мар-ха.
РБК ҫӑлкуҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх Чӑваш Ен Элтеперне оставкӑна яма пӑтӑрмахсем сиксе тухичченех йышӑннӑ пулнӑ. Сӑлтавсен йышӗнче Игнатьевӑн рейтингӗ хавшакланнине тата унӑн сывлӑхӗ чиперех мар пулнине пӗлтернӗ.
Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗн комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма Олег Николаев тивӗҫ тесе шухӑшлать. Ҫакӑн пирки кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче 360tv.ru пӗлтернӗ. Парламентари каланӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ депутатсемпе килӗштерсе ӗҫлемест, вӗсен пулӑшӑвне йышӑнмасть. Хамӑр енчен ҫакна пӗлтерер: Анатолий Аксаков та, Олег Николаев та — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем.
Олег Николаев пирки Аксаков: «Вӑл хӑвӑрт аталанать, чӑвашла пӗлет, ялта ӳснӗ, республика правительствинче ӗҫленӗ, бизнес ыйтӑвӗсене лайӑх пӗлет, строительство тата экономика пӗлӗвӗ илнӗ. <…> Вӑл республикӑна урӑхла пултарасшӑн», — тенӗ.
Ҫак эрнере Олег Николаев РФ Патшалӑх Думин Национальноҫсен енӗпе ӗҫлекен комитетне ертсе пыма тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |