Ӗнер Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш пайташӗсем чӑваш чӗлхи пирки калаҫрӗҫ.
Лару пуҫланас умӗн тӗрлӗ вырӑнтан пухӑннӑ чӑвашсемпе пӗрле Иван Яковлев палӑкӗ умне чечек хучӗҫ. Чӑваш чӗлхин хальхи алфавитне хатӗрленӗ Кӑнна Кушки чӑвашне асӑнса чечек Михаил Васильевич Игнатьев та хучӗ.
Мӑн Канаш пайташӗсем чӑваш чӗлхине мӗнле упраса хӑвармалли пирки калаҫрӗҫ, ҫак ӗҫе туса пыма мӗн чӑрмантарнине пӗлтерчӗҫ, малалла мӗн тумаллине палӑртрӗҫ. Мӑн Канаш ларӑвӗн йышӑнӑвӗпе каярах ЧНК сайтӗнче паллашма май пулӗ.
Унсӑр пуҫне ларура Президиум йышне улшӑнусем кӗртрӗҫ. Константин Яковлева (хӑй ыйтнипе) хӑйсен ретӗнчен кӑларчӗҫ те, ун вырӑнне ҫӑмрӑксен театрӗн директорне кӗртрӗҫ.
Паян Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Чӑваш Республикинчи ӗҫ тӑвакан влаҫӑн чӑваш чӗлхине малалла аталантарас тата лайӑхлатса пырас ыйтусене татса памашкӑн пӗрле килӗштерсе ӗҫлемелли орган шутланакан пӗрлӗх Вӗренӳ министерствин лару пӳлӗмӗнче пухӑнчӗ.
Пурӗ икӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ — комисси ҫумӗнчи орфографи ушкӑнӗ йышӑннӑ проекта пӑхса тухасси тата Шупашкар хулинчи тӗрлӗ палӑксем ҫине икӗ чӗлхепе ҫырнисене тишкересси.
Чи хӗрӳ калаҫу пӗрремӗш ыйту ҫуратрӗ. Пӗрисене халиччен уйрӑм ҫырма сӗнекен сӑмахсене пӗрле ҫырма йышӑнни килӗшмерӗ, теприсене — 1990-мӗш ҫулсенче йышӑннӑ правилӑччен пӗрле ҫырма хӑнӑхнӑ сӑмахсене уйрӑм ҫырма сӗнни. Ҫавах та орфографи комиссийӗ йышӑннӑ проектӑн никӗсне чӗлхе комиссийӗн ытларах пайӗ ырлас терӗ. Комисси пайташӗсем тӑратнӑ сӗнӳсене те пӑхса тухрӗҫ, вӗсене ытларах пайӗпе йышӑнас терӗҫ: 75§ уйрӑмах тавлашу ҫуратакан тӗслӗхсене (утмӑл турат, чӑрӑш тӑрри) кӑларса пӑрахас терӗҫ (вӗсене мӗнле ҫырмаллине тӗплӗ тӗпчев туса йышӑнас терӗҫ); 73-мӗш параграфри 3-мӗш пунктри тӗслӗхсене улӑштарма йышӑнчӗҫ (ООН вырӑнне тахҫанах ПНО тесе ҫырма пуҫланӑ; ГИТИС вара ытла кивӗ тӗслӗх); 74-меш параграфӑн 5-мӗш пайӗнче дефиспа ҫырмалли татӑксен йышне -тӑк (-тӗк) кӗртме пулчӗҫ.
Республика кунӗ умӗн, ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн Мӑн канашӗ черетлӗ лару ирттерме палӑртать. Унта пурӗ виҫӗ ыйту пӑхса тухмалла — «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккун епле пурнӑҫланса пынине тишкерни; ЧНК Президиумӗ туса ирттернӗ ӗҫсене пӑхса тухни тата ЧНК Президиумӗн йышне улшӑнусем кӗртессине.
Мӑн Канаш пайташӗсене пухнӑ май ЧНК вӗсене ҫыру валеҫсе панӑ. Пирӗн алла лекнӗ копине ӗненес пулсан ӑна вӗсем вырӑсла хатӗрленӗ.
Ларура чӑваш чӗлхи пирки калаҫма планланине шута илсен тӑван чӗлхешӗн чӑннипе ҫунакан ҫынсем ҫакна ӑнланма пултарайманни пирки пӗлтерчӗҫ. Общество организацийӗн адресне вырӑсла тата акӑлчанла ҫеҫ ҫырса чӑвашла варианта кӗртменнине асӑрхакансем те пулчӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пирӗн республикӑра халӑх сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ регионсем хушшинчи наукӑпа практика конференци иртнӗ. Михаил Игнатьев Элтепер конференцине килнӗ хӑнасемпе тӗл пулнӑ.
Раҫҫей тата тӗнче шайӗнче паллӑ медицина ӗҫченӗсем пирӗн тӑрӑхра медицина ҫӳллӗ шайра аталанса пынине каланӑ тесе пӗлтерет Элтепер Администрацийӗн пресс-служби.
Чӑваш Енре тин ҫеҫ кун ҫути курнӑ пепкесен вилеслӗхӗ пачах ҫук тесен те йӑнӑш мар. «Республикӑра тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ ача ҫураласлӑх, нумай ҫул пурӑнакансен йышӗ ӳссе пырать», — тенӗ маларах асӑннӑ хыпарта.
Чӑваш Енри тепӗр ырӑ тӗслӗх пирки те чарӑнса тӑнӑ Михаил Игнатьев. Пирӗн тӑрӑхра тӑлӑха юлнӑ ачасене ҫемьесем усрава йышлӑн илеҫҫӗ, вӗсене кил ҫемье ӑшши параҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерстви терроризмпа кӗрешессине ахӑртнех хӑй ҫине илӗ. Ятарлӑ службӑсем вырӑнне тимлеме тытӑнмӗ-ха паллах, анчах ҫав енпе хӑш-пӗр тивӗҫ ун ҫине куҫма пултарать.
Ӗнер республика правительствин черетлӗ ларӑвӗнче Информаци тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви хӑйсен положенине улшӑну кӗртме хатӗрленӗ саккун проектне пӑхса тухнӑ. Ӗҫлӗ ҫак хута яваплисем 2006 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче федераци шайӗнче йышӑннӑ 35-мӗш номерлӗ «О противодействии терроризму» (чӑв. Терроризма хирӗҫ тӑрасси) саккунпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Саккуна йышӑнсан министерствӑна хушма яваплӑх тивӗ, унӑн терроризма хирӗҫле саккунпа ҫыхӑннӑ самантсемпе те тимлеме тивӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Чӑваш чӗлхе комиссийӗн ҫумкомиссийӗн — Чӑваш чӗлхин орфографи комиссийӗн — черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна ҫак ҫумкомиссийӗн председателӗ Петр Яковлев ертсе пычӗ. «Манӑн тӗллев — уйрӑм ҫырассин тата пӗрле ҫырассин ытлашши идиоатизмӗнчен хӑтарасси», — терӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Ытларахӑшне ҫырлахтаракан правилӑсем йышӑнма сӗнчӗ.
Пухӑннӑ йыш ҫирӗп йышӑну турӗ. Ӗҫ ушкӑнӗ тунӑ ӗҫе комисси тӗпрен илсен пӗр саслӑн йышӑнчӗ, кун ячӗсене пӗрле ҫырассипе Юрий Виноградов ҫеҫ килӗшмерӗ. Тӗпрен илсен ӗҫ ушкӑнӗ ҫапларах ҫӗнӗлӗхсем кӗртме йышӑнчӗ:
- ҫӑлтӑрпа палӑртнисене пӗтермелле;
- «ӑ», «ӗ» тухса ӳксен пӗрле ҫырмалла: т-хрен, «ҫӑлкуҫ» — пӗрле; «ҫӑл куҫӗ» — уйрӑм;
- кун ячӗсене, горизонт енӗн ячӗсене тата пӗрле ҫырма хӑнӑхнӑ ҫын ячӗсене (арҫын, хӗрача, арҫури) пӗрле ҫырмалла; ытти иккӗлентерекен сӑмахсене орфографи словарӗпе тӗрӗслемелле;
- рим цифри хыҫҫӑн аффикс хушмалла мар (ку пункта хальхи орфографире сиктерсе хӑварнӑ пулнӑ);
- ҫак глагол майлашӑвӗсене пӗрле ҫырмалла: кӗлту, пуҫҫап, сӑхсӑх, чупту (ытти иккӗлентерекен тӗслӗхсене орфографи словарӗпе тӗрӗслемелле);
- хӑй пӗлтерӗшлӗ сӑмахпа пулӑшу пӗлтерӗшлӗ сӑмах ҫумне сӑмах улӑштаракан аффикс хушӑнсан уйрӑм ҫырмалла (эсӗ ялта иккенне хальтерех илтрӗм); сӑмах тӑвакан аффикс хушӑнсан пӗрле ҫырмалла (пӗрпеклӗх, тасамарлӑх, тӗрӗсмарлӑх).
Ҫитес шӑматкун, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Исток» историпе йӑх тӗпчевҫисен клубӗ черетлӗ ларӑва пухӑнать.
Кун йӗркинче:
• «Основы генеологии» (чӑв. «Йӑх тӗпчевӗн никӗсӗ») вӗренӳ пособийӗн хӑтлавӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор Л.А. Ефимов ҫырса хатӗрленӗ. Хӑйӗн йӑхне тӗпчекенсемшӗн вӑл кӑсӑклӑ кӗнеке пулма тивӗҫ, ӑна автортан туянма май пур.
• Чӑаш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн йӑх тӗпчевҫисен секци ертӳҫи А.Н. Пояндаев хатӗрленӗ хӑтлавпа паллашни. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Улхаш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ Фёдор Тихонов пирки каласа парӗ.
Тӗлпулура кашни йӗх-нӗсӗле тӗпченӗ чухне сиксе тухакан ыйтусем ҫине хурав тупма, шырав меслечӗсемпе паллашма пултарӗҫ. Клубӑн ларӑвӗ ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче иртӗ. Сире 10 сехетре 137-мӗш пӳлӗмре кӗтеҫҫӗ.
Чӑваш Ен чиновникӗсем тата наркополицейскисем наркотикпа туслисене ятлӑ сертификат парас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Унпа усӑ курса сипленме май пулӗ.
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче сывлӑх сыхлавӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен правительство комиссийӗ пухӑннӑ. Регионта наркотикран хӑпайман ҫынсем валли пулӑшу йӗркелесшӗн, реабилитаци центрӗсемпе программӑсем суйлӗҫ.
Наркотикпа туслисене сипленмешкӗн ятлӑ сертификат пама тытӑнӗҫ. Канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗршывра накортик тутанакансем нумайланнӑ, вӗсене сиплев кирлӗ. Пушӑн 1-мӗшӗччен суд органӗсем 350 ытла ҫынна сипленме янӑ.
«Патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри, паллӑ — чиновниксен шутне пӗчӗклетесси. Муниципалитет администрацийӗсенче ӗҫлекенсен шутне чакармалла. Ытларах пысӑк квалификациллӗ специалистсемпе ӗҫлесси ҫине тимлӗх уйӑрмалла», — тесе асӑрхаттарнӑ Михаил Игнатьев Элтепер республикӑн Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче.
Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑва пурнӑҫлама республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен Комплекслӑ ӗҫ планне йышӑннӑ. «Ӗҫ хучӗ социаллӑ политикӑна тухӑҫлӑ тытса пыма, экономикӑна вӑйлатма, бюджета шайлаштарма пулӑшӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме, халӑха пахалӑхлӑ медицина, вӗренӳ, ял тӑрӑхӗсенче культура учрежденийӗсене хута яма Чӑваш Енри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем умне тӗллев лартнӑ», — тесе пӗлтерет лару пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ.
Ҫуркунне ҫывхарнӑ май ейӳ пирки калаҫма тытӑннӑ. Чӑваш Енре ятарлӑ комисси ларӑвӗ иртнӗ.
Ларӑва ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Павлов ертсе пынӑ. Специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 56 яла ейӳ илме пултарать. Ларура унран хӳтӗленмелли майсем пирки калаҫнӑ.
ЧР МЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ейӳ 16 районти 56 ялта сарӑлма пултарать. Унта — 903 ҫурт, 2270 ҫын пурӑнать. Ҫавна май унран сыхланмалли мероприятисен планне хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |