Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Депутатсем Лебедев ячӗллӗ лицей ыйтӑвне хускатнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Вика Сорокина 17.08.2016 10:00 | 1843 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернат унччен ҫакӑнта пулнӑ
Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернат унччен ҫакӑнта пулнӑ

Шупашкарта вырнаҫнӑ Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ шӑпи тахҫанах калаҫтаракан тема пулса тӑнӑ май Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫак ыйтӑва вӗҫӗмех хускатса пычӗ.

Ҫак уйӑхӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ протест акцине тухнине те эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗсем унччен Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пулнӑ ҫурта юсамашкӑн республика хыснинчен укҫа уйӑрманнине пӗлсен кӑмӑлсӑрланса пикета пухӑннӑ.

Наци сӗмӗллӗ лицей шӑпипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва ӗнер иртнӗ чӑваш парламенчӗн ларӑвӗнче те хускатнӑ. ЧР финанс министрӗ Светлана Енилина ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, лицей-интерната муниципалитета (ку вӑл Шупашкара тенине пӗлтерет) панине кура асӑннӑ шкула тӑвассишӗн муниципалитет кӑна яваплӑ. Енчен хула ку ыйтӑва татаймасан бюджета тепӗр хут пӑхса тухнӑ чух республика пулӑшма хатӗр тесе ӗнентернӗ республикӑри тӗп финансист.

Лицей музыка училищи ҫумӗнче пулмалла. Анчах ҫӗр ыйтӑвӗ те хальлӗхе татӑлман, лицей йышӑнмалли лаптӑкӑн пӗр пайӗн хуҫи — уйрӑм ҫын.

«Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков лицей-интерната прокуратура иртнӗ ҫулах уҫма хушнине аса илтернӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Юрий Попов кун пек ӳпкеленипе килӗшмен: «Халӗ эпир бюджет сӳтсе яватпӑр, вӗренӳ ыйтӑвне мар», — тесе хуравланӑ.

#Министрсен Кабинечӗ, #ларусем, #прокуратура, #партисем, #депутатсем, #Патшалӑх Канашӗ, #укҫа-тенкӗ, #чӑвашлӑх, #вӗренӳ, #Финанс министерстви, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем