Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова «Фейсбукра» пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал вӑл ҫынсене пуҫласа йышӑннӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин йышӑну пӳлӗмне депутат патне «паллӑ чӑваш ҫыравҫи тата общество деятелӗ Михаил Юхма» пынине пӗлтернӗ. Алена Аршиновӑна ҫыравҫӑ хӑйӗн ӗҫӗсенчен пӗрне парнеленӗ. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл кӗнеке — Чӑваш Республики Раҫҫее кӗни ҫинчен. Халӗ ҫыравҫӑ республикӑри шкулсем валли чӑваш чӗлхин пособине хатӗрлессипе ӗҫлет-мӗн.
Маларах Юхма Мишши Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗпе Николай Федоровпа тӗл пулнӑччӗ. Наци музейӗнчи курнӑҫура ҫыравҫӑ хӑйӗн «Авалхи пӑлхар-чӑвашсем» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекине хӑтланӑччӗ. Ӑна Николай Федоров пулӑшнипе кӑларнӑ. Юхма Мишши Николай Васильевича чӑваш культурине аталантарма пулӑшнӑшӑн тав тунӑччӗ, пӗрремӗш президента Иван Яковлевӑн премине панӑччӗ.
Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӗнӗ сӑмах пуххисем кӑларса савӑнтарчӗ.
Чи малтанах вулакансем патне Г.И. Фёдоровӑн «Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» 2-мӗш томӗ («СУМ» лавккара вӑл 270 тенкӗ тӑрать) ҫитрӗ. Унта Ҫ-Я саспаллирен пуҫланакан фраземӑсем кӗнӗ. Вӗсене стиль тӗлӗшӗнчен, эмоциллӗ, экспрессиллӗ хаклав енчен пахаланӑ, вӗсемпе усӑ курнин уйрӑмлӑхӗсене тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ, фраземӑсен синонимӗсене кӑтартнӑ. Ку словарь тӗпчевҫӗсемшӗн те, культура ӗҫченӗсемшӗн те, студентсемпе шкул ачисемшӗн те усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех сӑмах хаклавҫисем патне «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» 3-мӗш томӗ те ҫитнӗ. «СУМ» лавккари хакӗ — 330 тенкӗ. Ку тома К, Л, М, Н, О тата П саспаллисенчен пуҫланакан сӑмахсем кӗнӗ. «Ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки хатӗрлесси — чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗшӗн ҫӗнӗ пулӑм», — тесе пӗлтернӗ кӗнекен умсӑмахӗнче.
«СУМ» электрон лавккара вара эсир ӑнлантару сӑмахсарӗн харӑс виҫӗ томне те туянма пултаратӑр — хакӗ 610 тенкӗ кӑна.
Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан Микулай Павловский чӑваш «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче Николай Ашмарин словарьне туянасшӑннине пӗлтернӗ. Ку калаҫу: «Ҫыркаланӑ чух чӗлхе хыттине, ҫаврӑнкалайманнине туятӑп... Ӑна мӗнпе туптамала, ислетмелле, ҫапкаламалла, ҫемҫелтӗр тесен?:)) Хӑш меслет вирлӗрех, тухӑҫлӑрах?» — тесе вӑл пост ҫырнинчен пуҫланнӑ.
Микулай Павловские Иосиф Дмитриев паллӑ режиссер Ашмарин словарӗпе усӑ курма сӗннӗ. Чӗмпӗр чӑвашӗ ҫав кӗнекене кӗтсе илейменнине хыпарланӑ. «Шупашкартан Кӗнеке издательстви ярса паратӑп терӗ... Ҫухалчӗҫ, хуравне памаҫҫӗ. Пӗтӗм томӗсене илесшӗнчӗ... 400 тенкӗпех выртать тет. Эпӗ кунта тарӑхса вилетӗп», — малалла тӑснӑ Микулай Павловский. Ӑна ӑнланнине палӑртса Николай Кондрашкин скульптор: «Ҫапла ӗнтӗ, Шупашкар чӑвашӗсем пире ӑнланмаҫҫӗ...», — тесе хуравланӑ.
Сӑмах май, Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххине «СУМ» лавккара туянма пулать, унти хакӗ — 750 тенкӗ. «СУМ» лаввка урлӑ тавара пирӗн патшалӑхӑн хуть те хӑш кетесне илсе ҫитерме пулать.
2011 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче Дмитрий Григорьевӑн «Кровь или 72 часа» мистикӑлла романӗ пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке авторӗ – врач-генетик. Ун чухне вӑл Америкӑри Джонс Хопкинс институтӗнче (Балтимор хули) ӗҫлесе пурӑнатчӗ, ҫулсерен пӗр-икӗ хутчен Шупашкара килсе кайма май тупатчӗ. Пӗррехинче ҫыравҫӑ-медик кӗнеке корректурине вулама килчӗ, пысӑк калаҫу пуҫлас тӗллевпе хӑйпе илсе килнӗ пысӑках мар чӑматанне уҫса кӑтартрӗ. Унта туллиех темле пробиркӑсем лартса тухнӑччӗ, вӗсене… юн ярса тултарнӑ иккен. Чӑваш юнӗ! Ҫакна Дмитрий Николаевич палӑртсах каларӗ. Пробиркӑсене Шупашкарти юн илекен станцире хатӗрленӗ, вӗсене океан леш енне илсе ҫитерсе генетиксене параҫҫӗ, лешсен вара хӑш ген мӗн енӗпе этеме витӗм кӳнине тупса палӑртмалла.
«Чувашская полицитемия» текен чир пур иккен, унпа ытларах чӑваш ҫыннисем аптраҫҫӗ иккен, ҫавӑнпа ҫапла ят панӑ иккен ку чире. Генетикӑна тӗпчекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак чир 62 пин ҫул каяллах пулнӑ, анчах ӑна 1960 ҫулта кӑна шыраса тупнӑ. 1977 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче Лидия Полякова вырӑс храрӑмӗ ҫӗр ытла пациентӑн юнне тӗрӗслесе пӑхнӑ, хӑшӗсен хӗрлӗ пайӑркасем ытла та нумай пулни палӑрнӑ.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла кӗнеке ҫыракансем хушшинче конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.
Конкурса ал ҫырӑва уйрӑм автор ӗҫне те, темиҫе ҫын пӗрле пуҫтарӑнса ҫырнине те йышӑнӗҫ. Материалсене ҫак номинацисемпе тӑратма юрать: шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ хайлавшӑн 50 пинлӗх 1 грант уйӑрӗҫ, вӑтам ҫулсенчи шкул ачисем валли хайлавшӑн 75,0 пин тенкӗ парӗҫ, аслӑ классенче вӗренекенсем валли ҫырнишӗн ҫӗнтерӳҫӗне 75,0 пин тенкӗ лекӗ.
Конкурса хайлавсене ака уйӑхӗн 1–15-мӗшӗсенче йышӑнӗҫ. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен кая юлмасӑр пӗтӗмлетме шантараҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 64-20-97 хушма номер 2537, e-mail: info37@cap.ru.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча музыка шкулӗсемпе ӳнер шкулӗсем валли «Чувашская музыкальная литература. Часть 1. «Традиционная музыкальная литература» ятпа вӗренӳ кӗнеки кун ҫути кӑтартнӑ. Унӑн авторӗ — Л.И. Бушуева.
Кӗнекере чӑвашсен музыка культурин хӑйне евӗрлӗхне уҫса паракан темӑсене ҫутатнӑ. Автор чӑваш халӑх юррисен жанрне кӗскен тишкернӗ. Тӗслӗхрен, вӑйӑ юррисене, хӑна юррисене, туй юррисене тата ыттисене те.
Кӗнекере чӑваш халӑхӗн музыка инструменчӗсемпе: хӑма купӑспа, кӗслепе, сӑрнайпа, кавалпа, хӳпхӳпе тата ыттипе — паллаштарнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмри материал ҫителӗксӗр тесе шухӑшлакансем хушма литературӑна шӗкӗлчеме пултараҫҫӗ. Унӑн списокне автор вӗренӳ пособийӗн вӗҫӗнче кӑтартнӑ.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров республикӑна килнӗ. Вӑл чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши тата пултарулӑх интеллигенцийӗ ирттернӗ тӗлпулӑва хутшӑннӑ.
Тӗлпулу Наци музейӗнче иртнӗ. Юхма Мишши хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекине, «Авалхи пӑлхар-чӑвашсем» ятлӑскере, хӑтланӑ. Ӑна Николай Федоров пулӑшнипе кӑларнӑ. Тӗпчев публикацине кӑларнӑ ҫӗре Мускав, Тутарстан, Ҫурҫӗр Кавказ ҫыннисем те хутшӑннӑ.
Юхма Мишши хӑйӗн ӗҫне Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президентне халалланӑ. Тӗлпулу кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче иртни те ахальтен мар. Ҫак кун, 1994 ҫулта, Николай Федоров президент должноҫне йышӑннӑ.
Юхма Мишши Николай Васильевича чӑваш культурине аталантарас ӗҫ тӗлӗшпе тимлӗ пулнӑшӑн тав тунӑ, Иван Яковлевӑн наци премине панӑ.
Николай Федоров вара Шупашкар районӗнчи вулавӑшсене 1000 кӗнеке парнеленӗ. Куншӑн вӗрентекенсем питӗ савӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть «Праздники, обряды и верования чувашского народа» ятпа кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн тиражӗ — 1500 экземпляр. Издательствӑн аслӑ редакторӗ Ольга Федорова ку ӗҫе ытти ҫавӑн йышшисенчен туллирех тата никӗс ӗҫ тесе хаклать. Кӗнеке авторӗ — истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей наукӑсен академийӗн Антропологипе этнографи музейӗн пайӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Антон Салмин.
Антон Салмин хӑй ӗҫӗнче чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки тата хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кӗнеке ултӑ сыпӑкран тӑрать. Йӑла-йӗркене, ҫи-пуҫа тата пӗлтерӗшлӗ ытти хӑш-пӗр ене уйрӑммӑн халалланипе пӗрлех ҫутҫанталӑкпа та туллин паллаштарнӑ. Кӗнекене илемлӗ ӳкерчӗксем пуянлатнӑ.
Кӑларӑма кун ҫути кӑтартма РФ Пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентстви укҫа уйӑрса пулӑшнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви Г.И. Комиссаров-Вантерӑн «Чӑваш халӑхӗн историйӗ» кӗнекине 1 пин экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ. Редакторӗ В.Н. Алексеев, ӳнерҫи В.В. Литаврин.
Г.И. Комиссаров-Вантер (1883–1969) тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ тӗпчевҫӗ пулнӑ, вӑл этнолог, чӗлхеҫӗ, философ, историк, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ тата халӑха ҫутта кӑларакан пек палӑрнӑ. «Чуваши Казанского Заволжья» (1911), «К этнографической карте Козьмодемьянского, Цивильского, Чебоксарского и Ядринского уездов Казанской губернии» (1912), «Религиозное состояние чуваш в ХIХ веке (1913), «Смысл мировой истории» (1915), тата ытти ӗҫӗсенче чӑваш халӑхӗн иртнӗ кун-ҫулне тӗпчес ӗҫӗн ҫул-йӗрне тӗрӗс палӑртнӑ. Ҫак кӗнекене кӗнӗ «Чӑваш халӑх историйӗ» (1921) тата «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» (1918) очерксенче вӑл тӑван халӑх аваллӑх тымарӗсене хӑй вӑхӑтӗнчи ӑслӑлӑх шайӗнче хаклама тӑрӑшнӑ, унта каланӑ шухӑшсем паян кунччен те кивелмен.
Раштавӑн 23-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри организацийӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнӗ. Унта пуҫтарӑннисем патне Геннадий Тафаев профессор хӑйӗн кӗнекисемпе ҫитнӗ. Вӗсене вӑл пӑлхарпа чӑваш историйӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене сӗннӗ. Анчах делегатсем кӗнекешӗн хыпса ҫунни сисӗнмен.
Профессор Александр Белов журналиста суту-илӳ япӑх пынине пӗлтернӗ. Кӗнеке авторӗ каланӑ тӑрӑх, «Ҫамрӑк Ермолаев (сӑмах Чӑваш Енри паллӑ усламҫӑн Владимир Ермолаевӑн ывӑлӗ Кирилл пирки пырать. Вӑл Лапсарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне ертсе пырать. — Авт.) 2,5 пин тенкӗлӗх кӗнеке туяннӑ, тата тепӗр депутат — 600 тенкӗлӗх».
Геннадий Тафаев шухӑшланӑ тӑрӑх, наци шухӑшлавӗпе ҫыхӑннӑ тема урӑх никама та кӑсӑклантарман, апла пулсан чӑваш халӑхӗ ҫухалса пынинчен тӗлӗнме кирлех мар. Хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетме профессор пӗр ҫыравран тепӗр ҫыравччен 500 пин ҫын ҫухалнине илсе кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |