Чӑваш кӗнеке издательствинче Ольга Савандееван «Пысӑк чӗпӗ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли кӑларнӑ. Редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Мария Ермолаева.
Ҫӗнӗ кӗнекене алла илсен ачасем чӗрчунсем ҫинчен ҫырнӑ калавсемпе паллашайӗҫ. Тӗп сӑнарсем — ырӑ кӑмӑллӑ та ӗҫчен ачасем. Вӗсем ашшӗ-амӑшне пулӑшаҫҫӗ, ӑмӑртмалла ӗҫлеҫҫӗ, пушӑ вӑхӑта савӑк та усӑллӑ ирттереҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть Николай Ишентейӗн ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Ыранхи кун вӗҫевӗ» кӑларӑма 600 экземплярпа кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене Светлана Бритвина художник илемлетнӗ.
Кӑларӑма повесть, повесть-юмах, калавсем, сӑвӑсем кӗнӗ. Вӗсене ҫыравҫӑ вӑтам шкул ҫулӗсенчи ачасем валли шӑрҫаланӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Ишентей хайлавӗсене ачасем те, аслисем те юратса вулаҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ кӗнеке премьерипе паллаштарӗ. Общество организацийӗн ертӳҫи Валериан Гаврилов пухӑннисене «Календарь знаменательных и памятных дат землячества Санкт-Петербурга и Ленинградской области», А.К. Салминӑн «Древние праздники чувашей» тата А.Г. Арсентьевӑн «На одном дыхании» кӗнекисем ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Антон Салмин — этнолог, религиовед, истори наукисен докторӗ. Вӑл чӑваш халӑхӗн этнологине, религине тата фольклорне тӗпчет.
70 ҫулти Александр Арсентьев — Мурманскри скульптор. Вӑл унти чӑвашсен «Чувашский край» (чӑв. Чӑваш ен) общество оргнаизацине ертсе пырать.
Кӗнекесен хӑтлавӗ 11 сехетре пуҫланӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон 23-02-17 (хушса наборламалли номер 147).
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Тинӗс-ҫар флочӗн кунне паллӑ турӗҫ. Ҫав ятпа темиҫе ялта палӑк уҫнӑ.
Канаш районӗнчи Вӑтапуҫ ял тӑрӑхӗнче Тинӗс-ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ ентешсене асӑнса палӑк лартнӑ.
Канаш районӗнчи Ухманта вара Раҫҫей морякӗсене асӑнса палӑк уҫнӑ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре Тинӗс Ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнисен ячӗпе палӑк уҫнӑ.
Патӑрьелсем Тинӗс-ҫар Флотӗнче хӗсметре тӑнисен энциклопедине пичетленӗ.
«Центр И2Т» (чӑв. Инклюзивлӑ информаци технологийӗсем) коммерцилле мар организаци куҫ курманнисене компьютера вӗренмелли аудио-лекцисене итлеме сӗнет.
Лекцисен авторӗсем — тифлоинформаци технологийӗсен Раҫҫейри чи лайӑх преподавателӗсем. Вӗсен йышӗнче — Калининградри Сергей Кислицкий, Йошкар-Олари Алексей Смоленцев, Красноярскри Степан Кузнецов, Екатеринбургри Сергей Катаев тата Шупашкарти Николай Парахин. Кӗнекене Иркутскри Эльвира Апсалямова редакциленӗ. Николай Парахин пирки каласан, вӑл — Республикӑри суккӑр ҫынсен библиотекин ӗҫченӗ, унӑн хӑйӗн те куҫӗ курмасть.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чувашская археология» (чӑв. Чӑваш археологийӗ) статьясен пуххин 4-мӗш кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ.
Кӗнекене Чӑваш Енри археологи палӑкӗсене тӗпчесси тата упраса хӑварасси ҫинчен ҫырнӑ статьясем кӗнӗ. Чул ӗмӗрӗнчен пуҫласа Ҫӗнӗ саманачченхи тапхӑр таранах.
Кӑларӑмӑн ӑслӑлӑх редакторӗсем — Н.С. Березина, Е.П. Михайлов.
Кӗнекене археологсем, историксем, краеведсем, студентсем тата археологипе кӑсӑкланакан ытти ҫын валли хатӗрленӗ.
Чӑваш Енре йышӑннӑ «Чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн республикӑн Наци вулавӑшӗ библиотекӑсене чӑвашла 4 786 экземпляр кӗнеке ҫитерсе парӗ.
Кӗнеке фончӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ тӗрлӗ ятлӑ 11 кӗнекепе пуянланӗ. Ҫав списокра, сӑмахран, Владимир Степановӑн «Великие битвы наших предков = Пирӗн несӗлсен аслӑ вӑрҫисем», Юлия Николаеван «Вӑрҫӑ ҫӑкӑрӗ» кӗнекисем, Сергей Журавлевӑн «Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии = Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ» альбом-справочникӗ пур.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Ларионовӑн «Анне пилӗ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Татьяна Бурдина.
Кӗнекене «Анне пилӗ» повесть тата калавсем кӗнӗ. Повесть пултаруллӑ тата мал ӗмӗтлӗ чӑваш хӗрӗ Эрнеби Сетнерова пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать. Хӗр – марафонҫӑ-спортсменка. Кашни ӑмӑрту хыҫҫӑн вӑл тӑван амӑшӗ патне васкать, мӗншӗн тесен вӑл ӑна тек курас мартан хӑрать. Повеҫре амӑшӗн пилӗпе малалла талпӑнакан хӗрӗн пирвайхи юратӑвӗ, тренерӗ ҫинчен те каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ай юрлар-и, ай ташлар-и» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Алевтина Петрова-Пирогова.
Кӑларӑм темиҫе пайран тӑрать: инсценировкӑсенчен, музыка вӑййисемпе нотӑсемлӗ юрӑсенчен. Кӗнекере Ҫӗнӗ ҫул, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне ирттермелли, ача пахчипе сывпуллашмалли сценарисем вырӑн тупнӑ. Чӑваш вӑййисенче автор хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗнчи – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти – фольклорпа усӑ курнӑ.
Алевтина Петрова-Пирогова 1951 ҫулта Шуршӑлта ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ, Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче ӗҫленӗ. 1975 ҫулта тӑван ялне таврӑнса «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) ача пахчинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Мероприятисене чӑвашла ирттерессипе нумай ҫине тӑнӑ. Ача пахчинче 34 ҫул тимленӗ вӑхӑтра чӑвашла нумай сценари ҫырнӑ, вырӑсларан та чӑвашла куҫарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Людмила Смолинан «Шӑпӑрлан. Постреленок» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
Республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑвашла ҫырнӑ сӑвӑсене Анатолий Смолин вырӑсла куҫарнӑ.
Илемлӗ кӗнекене Екатерина Васильева художник ӳкерчӗкӗсемпе хитрелетнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ – Ольга Федорова.
Пӗчӗк вулакансем хӑйсен тантӑшсен тыткаларӑшне хаклайӗҫ, ҫутҫанталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑчӗ ҫинчен те вуласа пӗлейӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |