Чӑваш кӗнеке издательствинче «Энциклопедия музыкально-театрального искусства Чувашии» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Паян 14 сехетре ҫав кӑларӑма Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» музыка тӗпелӗнче хӑтлӗҫ.
Аса илтерер: кӗнеке авторӗ — Раҫҫей халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Юрий Васильев. Кӗнекене 500 экземпляр тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ. Ӑна пичетлеме РФ Цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пулӑшнӑ. Кӗнекен ӑслӑлӑх редакторӗ — музыковед, искусствоведени кандидачӗ Любовь Бушуева.
Турцинче пичетленӗ кӗнекеyе чӑваш юмахӗсене кӗтнӗ. Ку хыпара эпир Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ, драматург, сценарист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.
390 страницӑллӑ кӗнекене Синан Гӳзель ҫамрӑк турккӑ ӑсчахӗ чылай чӑваш юмахӗ кӗртнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма автор Марина Карягинӑна та ярса панӑ.
«Парнешӗн тав! Нумаях пулӑшаймарӑм, вуласа йӑнӑшсене тӳрлетме кӑна хутшӑннӑччӗ, анчах пархатарлӑ автор мана та тав тума чун ӑшши ҫитернӗ», — хыпарланӑ Марина Карягина.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинчи «Варкӑш» клубра Ольга Васильеван (Фёдорован) «Килсӗр йытӑ» кӗнекине сӳтсе явӗҫ.
Вулавӑшра хыпарланӑ тӑрӑх, калав-повесть ҫырма Ольга Васильева Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче вӗреннӗ чухне пуҫланӑ. Пӗрремӗш кӗнеки 2018 ҫулта «Юхать ҫӑлкуҫ…» ятпа пичетленсе тухнӑ. Каярах унӑн хайлавӗсем «Шурӑ туй кӗпи», «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр», «Кӗтмен юрату», «Саламлӑр аннӗре», «Куҫукпа Хураҫка. Потеряшка» кӗнекесенче кун ҫути курнӑ.
«Варкӑш» клуб ларӑвӗ 18 сехетре пуҫланӗ.
«Вулакана тӗлӗнтерекен кӗнеке» кун ҫути курни пирки Чӑваш кӗнеке издательствинче хыпарланӑ. Унта сӑмах нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ «Удивляюсь я всему. Пӗтӗмпех тӗлӗнтерет» сӑвӑ пуххи пирки пырать. Кӗнекене кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли хатӗрленӗ.
Кӗнеке авторӗ – Любовь Петрова. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе – вырӑсла тата чӑвашла – хатӗрленӗ. Чӑвашла Лариса Петрова куҫарнӑ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Виктория Самарина.
«Кашни сӑвӑ сюжечӗ – хӑйне уйрӑм кӑсӑклӑ истори, хайлавсенчи сӑнарсен ӗҫӗсемпе хӑтланкаларӑшӗсем тӳрех куҫ умне тухаҫҫӗ», – тесе хакланӑ кӗнекене кӗнӗ хайлавсене М.Н. Павлова филологи наукисен кандидачӗ.
«Чӗлхи чӗрӗ, илемлӗ те сӗтеклӗ», — ҫакӑн пек хакланӑ Людмила Сачкова ҫыравҫа пултарулӑхне Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Австрийская. «Чӑн-чӑн профессионал писатель пек ӑста ҫырать вӑл», — ырланӑ калем ӑстине И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова.
Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине нумаях пулмасть Республикин Наци библиотекинчи «Варкӑш» литература клубӗнче тишкернӗ.
Унта Раиса Воробьева, Анатолий Кипеч, Василий Кервен, Лидия Сарине, Ара Мишши, Нина Артемьева ҫыравҫӑсем те хутшӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Научное наследие Н.И. Ашмарина» (чӑв. Н.И. Ашмаринӑн ӑслӑлӑх еткерӗ) ҫавра сӗтел ирттерет.
Ун вӑхӑтӗнче «Н.И. Ашмарин – корифей чувашской филологии» монографие сӳтсе явӗҫ. Темиҫе автор хатӗрленӗ ҫав ӗҫ 2020 ҫултах кун ҫути курнӑ-ха. Монографие 2022 ҫулшӑн ӑслӑлӑхпа техника енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премине илме тӑратнӑ.
Ҫавра сӗтеле ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Музыка композицийӗн ӳнерӗнчи чӑваш халӑх юрри» ятпа ҫавра сӗтел иртӗ. Вӑл ыран, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 15 сехетре пуҫланӗ.
Ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннисем Л.И. Бушуеван «Чувашская народная песня в творчестве композиторов: композиторский фольклоризм, фольклорные «волны», жанр обработки» монографине сӳтсе явӗҫ. Кӗнеке 2021 ҫулта кун ҫути курнӑ.
Асӑннӑ ӗҫе, сӑмах май каласан, Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер енӗпе пашалӑх премине илме тӑратнӑ.
Ҫавра сӗтелте искусствоведени кандидачӗ Антонина Мордвинова тата ыттисе мтухса калаҫӗҫ.
Паян, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Марк Терентьев (Аттай) (1905-1942) ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ.
Марк Аттай хальхи Красноармейски районӗнчи Ҫӗньял Упи ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл — поэт, журналист. Унӑн пурнӑҫӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче татӑлнӑ. Марк Аттайӑн «Хӗрлӗ сӑнӑ» кӗнеки 1927 ҫулта кун ҫути курнӑ, «Ҫамрӑк хунав» ятли — 1932 ҫулта.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вулавӑшӗнче аслӑ шкул преподавателӗн тата ҫыравҫӑн Елена Нарпин «Телей патне пин ҫухрӑм» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ.
Вӑл кӗнеке пӗлтӗр кун ҫути курнӑ. Ӑна аслӑ ӳсӗмри ачасем валли ҫырнӑ.
Хӑтлавра Николай Осипов литература тӗпчевҫи, Марина Карягина сӑвӑҫ тата тележурналист; Ольга Туркай ҫыравҫӑ, журналист; Римма Прокопьева ҫыравҫӑ тата «Халӑх шкулӗ» журнал редакторӗ, Ольга Австрийская Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, Лариса Петрова «Хыпар» хаҫат журналисчӗ тата аслӑ шкута ӗҫлекенсем тухса калаҫнӑ.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшӗнче кӗнеке фондне ҫӗнетме палӑртнӑ. Ҫак ӗҫ валли 1 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Муркаш муниципаллӑ округӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх вулавӑша ҫӗнӗ кӗнекесем ҫитме те пуҫланӑ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви, ҫавӑн пекех Раҫҫейпе паллӑ «Эксмо», «Треола» йышши издательствӑсем кӑларнӑ кӗнекесем. Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекисене илес пулсан Муркаш тӑрӑхӗнчи вулавӑш Елена Нарпи, Николай Ишентей, Ева Лисина тата ытти авторсен кӑларӑмӗсене суйланӑ.
Кӗнеке фондне ҫӗнетес ӗҫ «Культура» наци проекчӗ шайӗнче пурнӑҫланать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |