Василий Кервен (Кошкин) поэт тата ҫыравҫӑ паян, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 70 ҫул тултарнӑ.
Ялан ӑш пиллӗ ҫак ҫын — СССР Писательсен союзӗн пайташӗ, Трубина Мархви ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, журналист.
Патӑрьел районӗнчи Упамса ялӗнче ҫуралнӑскер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти 29-мӗш вӑтам шкулта, Шупашкарти коопераци институтӗнче тӑрӑшнӑ. Калем ӑсти пурнӑҫӗн сумлӑ пайне тӗрлӗ пичет кӑларӑмӗнче ӗҫлесе ирттернӗ: «Пионер сасси» (хальхи «Тантӑш»), «Хатӗр пул» (хальхи «Самант»), «Тӑван Атӑл» журналсенче ӗҫленӗ.
Василий Кервен ҫулне кура мар чӗрӗ те вӑр-вар: республикӑри тӗрлӗ хаҫат-журналпа туслӑ, унӑн хайлавӗсем вӗҫӗмех пичетленеҫҫӗ.
Ыран Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче 15 сехетре Василий Кервенӗн пултарулӑх каҫне пухӑнӗҫ. Унтах «Аслати чечекӗ» повеҫсемпе калавсен ҫӗнӗ кӗнекине хӑтлӗҫ.
Ҫитес уйӑхра, пушӑн 23-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче актер ӑсталӑхӗ енӗпе ӑсталӑх сехечӗ ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки культура учрежденийӗ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Актер ӑсталӑхӗпе Раҫҫейӗн театрпа киновӗн паллӑ актерӗ, театр режиссёрӗ, Раҫсей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Игорь Яцко паллаштарӗ.
Театртисем ӑсталӑх сехетне хутшӑнма чӗнсе калаҫҫӗ, мероприяти кӑсӑклӑ та усӑлла пулассине шантараҫҫӗ.
Сцена ҫинчи вӑрттӑнлӑхпа паллаштаракан ӑсталӑх сехечӗ 12 сехетре пуҫланӗ. Кайса курас текенсем валли вырӑнсем нумаях мар-мӗн. Тӳрех пӗлтерер: ӑсталӑх сехетне тӳлевлӗ кӗртеҫҫӗ. Пӗр ҫыннӑн 1000 тенкӗ тӳлемелле. Билетсене халех туянма пулать. Артистсене тата артист пулас текенсене Игорь Яцко пултарулӑхӗпе паллашма кӑсӑклӑ пулӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗсенче Парижра чӑвашсен тӗлпулӑвне йӗркелесшӗн. Кун пирки Виктор Чугаров Шупашкар режиссерӗ «Idelreal.org» сайтра пӗлтернӗ.
Ярсубай Янгаров автор режиссёр каланине тӗпе хураса хыпарланӑ тӑрӑх, Парижри тӗлпулӑва Чӑваш культурин Францири «Avan-T-garde» ассоциацийӗн ертӳҫипе Ольга Николаевӑпа йӗркелесшӗн. Виктор Чугаров унта «Чӑваш чӗлхи» фильма малалла ӳкерӗ. Ӑна Берлинта ӳкернине эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Сӑмах май каласан, кӑрлач уйӑхн вӗҫӗнче Германири чӑвашсен пӗрремӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Унта 15 ҫын пухӑннӑ. Йышра ҫӗнӗ шухӑш авторӗ Ян Шрёдер нимӗҫ журналисчӗ тата эпир маларах асӑннӑ Виктор Чугаров режиссер та пулнӑ. Ян Шрёдер И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУра нимӗҫ чӗлхи вӗрентнӗ, кунти телеканалта ӗҫленӗ, чӑваш рэпне вуланӑ.
Нумаях пулмасть Мускаври «Эфир» арт-центрта кӗске метражлӑ темиҫе фильма кӑтартнӑ. Сумлӑ списока Елена Рябцева режиссерӑн «Юман» фильмӗ те лекнӗ.
Киноӗҫпе фильмра ӳкерӗннӗ Вероника Айги артист паллаштарнӑ. Вӑл — Геннадий Айхи хӗрӗ. Сӑмах май каласан, фильм валли кӗввине сӑвӑҫӑн ывӑлӗ Алексей хайланӑ.
Кӗске метражлӑ ӗҫе Муркаш районӗнче ӳкернӗ. Унта чӑваш сценин паллӑ ӑстисем Нина Яковлева, Иосиф Дмитриев та выляҫҫӗ. Елена Рябцева ӗҫне тӗрлӗ ҫӗршыв сцени ҫинчи фестивальсенче кӑтартма ӗлкӗрнӗ.
«Эфир» арт-центрти кинокурава Раҫҫейӗн халӑх артисчӗ Юрий Назаров тата Горький ячӗлле Мускаври художество академи театрӗн художество ертӳҫин ҫумӗ Захар Прилепин писатель, филолог, публицист та хутшӑннӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче «Кӗмӗл Чӑваш Ен» проект ӗҫлеме пуҫланӑранпа 3 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Чӑваш наци телекуравӗн ӗҫченӗ Мальвина Петрова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «Кӗмӗл тумлӑ халӑх» коллекцийӗпе тата Чӑваш Енри чи чаплӑ ювелирсен ӗҫӗсене курма пултарнӑ. В. Николаев ӑста туса хатӗрленӗ тата Балтай лаҫҫинчен тухнӑ капӑрлӑхсене тӑхӑнса пӑхма тата туянма май килнӗ. «Паянхи ҫипуҫпа ӗлӗкхи эрешлӗ капӑрлӑхсем мӗнле илемлӗ пулнине хӑвӑр курса туйса илӗр!», — анонсланӑ Мальвина мероприяти иртиччен.
Каҫӑн пӗтӗм вӑрттӑнлӑхне уҫса паман вӑл, анчах интереслӗ пуласса шантарнӑ. Кӗмӗл тумлӑ тӑван халӑхӑмӑр пуянлӑхӗпе паллаштаракан мероприяти вулавӑшӑн иккӗмӗш хутӗнчи вулав пӳлӗмӗнче 16 сехетре пуҫӑннӑ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче Александр Мясниковӑн «Ту леш енче ҫил макӑрать» кӗнекине тишкернӗ. Кун пирки вулавӑшӑн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ольга ҫырнӑ тӑрӑх, калаври тӗп сӑнар — Канаш районӗнчи Ачча ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Руслан Желудкин паттӑр пограничник. Вӑл 11 ҫула яхӑн Дагестанра хӗсметре пулнӑ. Шел пулин те, чӑваш каччи килне таврӑнайман. 2010 ҫулта Руслан паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн Руслан Желудкин подполковника Хӑюлӑх орденӗпе наградӑланӑ... Вилнӗ хыҫҫӑн тивӗҫнӗ вӑл ӑна.
Вулавӑш ӗҫченӗ ларӑва пограничниксем хутшӑнни уйрӑмах паха пулнине палӑртнӑ, ҫавӑншӑн вӑл вӗсене тав тунӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкара Раҫҫей культура министрӗ Владимир Мединский килнӗ. Кун пирки влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Кунта вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ, юбилейсене республика епле хатӗрленнине пӗлме йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне ирттернӗ, филармонире юсав ӗҫӗсем епле пынипе паллашнӑ, искусствӑсен академийӗнче пулнӑ. Каҫхине министр культура ӗҫченӗсемпе курнӑҫӗ.
«Шупашкар йӗркеленнӗренпе 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче— 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫӗ пулса кайнӑранпа 2020 ҫулта пӗр ӗмӗр ҫитет. Юбилейсене паллӑ тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене регион пуҫлӑхӗпе Михаил Игратьевпа сӳтсе яврӑмӑр», — ҫырнӑ Владимир Мединский халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ сӑн айне.
Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ 98 ҫул тултарать. Ҫавна май ку шӑматкун ҫак уява халалланӑ мероприятисем пуҫланӗҫ.
Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче В.И.Чапаев музейӗнче «Чапаев ӑҫта – унта ҫӗнтерӳ» видеокӗпер, «Шашка Чапаев» Пӗтӗм чӑвашсен турнирӗ, «Чапаев пирӗнпе» кинолектори иртӗ.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫар мухтавӗн музейӗнче «Суворов мӑнукӗсем, Чапаев ачисем» канмалли кун иртӗ. Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче вара «Музей мӗнле ҫуралнӑ?» интерактивлӑ заняти пулӗ. Тепӗр кунхине К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Пушкина вулатпӑр» флешмоб йӗркелӗҫ.
Тӗп мероприятисем нарӑсӑн 12-мӗшӗнче пулӗҫ. Ҫак кун Чӑваш наци мезейне тата унӑн филиалӗсене тӳлевсӗрех ҫитсе курма май пулӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Юлия Линберг «Пятница» телеканал эфирне тухакан «Пацанки-4» шоу кастингне хутшӑнать. Унӑн ҫамрӑксен кӑларӑмӗн ҫӑлтӑрӗ пулма майсем пур. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫулла асӑннӑ проектӑн ҫӗнӗ сезонне кӑтартӗҫ. Хальхи вӑхӑтра Мускавра иртекен кастинга ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти Юлия Линберг. Унӑн чун киленӗҫӗ те хӑйнеевӗрлӗ. Вӑл — ММА боецӗ. Профессипе вара — ӳкерӳ учителӗ. Аслӑ пӗлӗве Мускавра илнӗ.
«Пӗтӗм Раҫҫейри питӗ правур арҫынаппасене пуҫтарнӑ кунта. Телешоура вӗсене ырӑ енне улӑштарма палӑртнӑ. Ҫак хӗрсен наркотиксем, пирус тата эрех-сӑра пирки манма тивӗ», — палӑртнӑ Юлия Линберг.
Шупашкарта «Мир» радиостанци ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, «Мир» телерадиокомпанин председателӗпе Радик Батыршинпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кун пирки «МИР 24» хыпарлать.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта 96,5 FM хумсем ҫинче талӑкӗпех ҫак радиона итлеме май пулӗ. Эфирта пӗтӗм тӗнче хыпарӗсемпе пӗрлех халӑх кӑмӑллакан юрӑ-кӗвӗ те пулӗ. Хыпарсене вырӑсла кӑна мар, чӑвашла та вулӗҫ. Малашне эфира автор программисемпе те пуянлатма палӑртнӑ.
«Чӑваш чӗлхи – тӗрӗк чӗлхисен ушкӑнне кӗрекен чи авалхи чӗлхесенчен пӗри. Эпир вӑл пирӗн хумсем ҫинче тивӗҫлӗ вырӑн тупасса, чӗлхене аталанма пулӑшса пырасса шанатпӑр», – палӑртнӑ «Мир» МТРК председателӗ Радик Батыршин.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |