Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Краснова паян юбилейне паллӑ тӑвать.
Светлана Николаевна — культурӑпа ӳнер институтӗнче актер ӑсталӑхӗпе режиссура кафедрин доценчӗ. Вӑл 1985 ҫулта Куйбышеври культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫамрӑкскере направленипе Шупашкарти Агрегат савучӗн клубне ӗҫлеме янӑ. Светлана Краснова «Танц-клуб Модерн» хореографи коллективӗ йӗркеленӗ. Кайран вӑл ушкӑн халӑх коллективӗ ята тивӗҫнӗ. Тӗрлӗ ҫулта коллектив Мускава, Хусана, Магнитогорска, Нурлата тата ытти хулана конкурссемпе концертсене ҫӳренӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи хӑш-пӗр спектакль валли ташӑ лартнӑ.
2012 ҫултанпа Светлана Краснова хореографсене вӗрентет.
Валери ТУРКАЙ // 2634.07.8657
2021.02.07 05:46 | |
Тавах сана, Светлана Николаевна, Каҫал Енӗн хастар каччине Петӗр Краснова качча тухнӑшӑн!
Телей сунса,
Валери Туркай