Ӗнер республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата ведомство ҫумӗнчи Общество канашӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта иртсе кайнӑ ҫулталӑка тишкернӗ, малашлӑхри плансене палӑртнӑ.
Ларура клубсене, культура ҫурчӗсене, вулавӑшсене юсанине палӑртса хӑварнӑ. 2018-2020 ҫулсенче Элӗк, Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Етӗрне, Тӑвай районӗсенчи культура эткерлӗхӗн 21 объектне юсаса ҫӗнетнӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ялсенчи культура учрежденийӗсен пултарулӑх йышне вӑйлатасси пирки калаҫнӑ. Ку ӗҫе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле тухса ирттермелле.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пысӑк концертпа вӗҫленӗ. «Вместе-Пӗрле!» пӗрлехи ҫемьере» фестивале Трактор тӑвакансен культура керменӗ тата Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ ЧР Культура министерстви пулӑшнипе ирттерет.
Концерт раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Унта тӗнче шайӗнчи балет артисчӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем нумай нациллӗ патшалӑх историйӗпе паллаштарӗҫ.
Уяв программи пуян. «Нумай енлӗ Чӑваш Ен» наци костюмӗсен кӑтартӑвӗ пулӗ. Ҫавӑн пекех республикӑри наципе культура пӗрлешӗвӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем савӑнтарӗҫ. «Елка. Вместе-Пӗрле» хӑтлав пулӗ.
Фестиваль Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ.
Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра чӑвашла кӗнекесем кӑларасси йышланӗ. Ҫакӑн пирки социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литература кӑларассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче калаҫнӑ.
Унта Чӑваш кӗнеке издательствин гендиректорӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Журавлева сӑмах илнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта издательствӑра тӗрлӗ ятпа 102 кӗнеке 145 пине яхӑн тиражпа пичетленӗ. Вӗсенчен 53 кӑларӑмне кӑларма патшалӑх пулӑшнӑ.
2021 ҫулта тӗрлӗ ятпа 52 кӗнеке пичетлеме палӑртнӑ, вӗсенчен 18-шӗ чӑвашла пулӗ, 19-шӗ — вырӑсла тата чӑвашла, 15-шӗ — вырӑсла. Сӑмах май, Шупашкарта ҫуралнӑ, Мускавра ӗҫленӗ, халӗ унтах пурӑнакан Надежда Павлова балерина ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа та кӗнеке пичетлӗҫ.
Пушкӑртсанри чӑваш, Ирина Саригель (Сухарева), ученӑй-историк, истори наукисен докторӗ, Пушкӑртстанри патшалӑх медицина университечӗн философи, социаллӑ-гуманитарлӑ дисциплинӑсен кафедра профессорӗ ҫеҫ мар, юрлама та ӑста. Вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай ҫул хушши ҫырнӑ хӑйӗн хӑш-пӗр юррисемпе сӑввисемпе Ютубра паллаштарать. Унта вӑл «Ирина Саригель» канал йӗркеленӗ.
«Наука ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ май хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене тивӗҫлипе тимлӗх кӳреймерӗм. Вӑхӑчӗ те хӑвӑрт иртет. Хам ҫырнӑ юрӑсемпе сӑвӑсем нумай, юрӑсем ҫеҫ ҫӗр ытла пулса кайрӗҫ... 2019- мӗш ҫулта хам ҫырнӑ юрӑсен "Тӗлпулӑва мухтав" ятлӑ сборникне (унта 50 юрӑ) кӑларма вӑхӑт тупӑнчӗ. Сӑвӑсен пуххине кӑларма ӗмӗтленетӗп ҫеҫ», — тесе ҫырнӑ Ирина Ирина Саригель (Сухарева).
Чӗмпӗр облаҫӗнчи Димитровградра пурӑннӑ поэт-фронтовик, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗн кавалерӗ Евгений Ларин вилнӗ. Кун пирки Николай Ларионов ҫыравҫӑ, публицист, поэт Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче паян пӗлтернӗ.
Евгений Степанович 1926 ҫулта Ҫӗнӗ Малӑкла районӗнчи Малаел ялӗнче ҫуралнӑ.Сӑмах май каласан, ку ялта 30 процент чӑваш пурӑнать.
Ухсай Яккӑвӗн юлташӗ пулнӑ. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче вӑл Николай Ларионова Ухсайпа Мускавра съездсенче ялан ҫумлӑн ларнине, пӗрле ҫӳренисене каласа кӑтартнӑ. «Ларин хӑйӗн поэмисене пӑхмасӑр каласа паратчӗ. Тӗлӗнмелле ҫын», — тенӗ Николай Ларионов.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа халӑхсем хушшинчи телемарафон иртӗ. Ӑна «Чӑваш Республикин ют ҫӗршывсенчи культура кунӗсем» ят панӑ. Вӑл паян, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 18 сехетре пуҫланӗ.
Телемарафон тӗллевӗ – тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑ чӑвашсене пӗрлештересси тесе ӗнентереҫҫӗ. Ӳнерӗн, культурӑн, мультимедиа технологийӗсен хальхи вӑхӑтри хатӗрӗсем пулӑшнипе калӑпӑшлӑ проект хатӗрлеме йышӑннӑ.
Онлайн-телемарафон 6 сехет пырӗ. Унта Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи чӑвашсен культурӑпа наци пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑнӗҫ, чӑваш тымарӗллӗ паллӑ ҫынсем ҫыхӑнӑва тухӗҫ.
Трансляци НТРКн «Контактра» ушкӑнӗнче тата YouTube каналӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
Паян «Раҫҫей чӑваш пики-2020» конкурс иртнӗ. Ӑна ытти ҫулхи пек пысӑк йышпа — тулли залпа — ирттерме май килмен пулин те ӑна пӑхакансем йышлӑ пулнӑ. Онлайн-мелпе йӗркеленӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ епле пынине тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен трансляциленӗ.
Аса илтерер: конкурса хутшӑнакан хӗрсем паян сцена ҫине тухман. Ӗҫсене вӗсем видео ӳкерсе ярса панӑ.
Конкурсра вице-пике ятне Шупашкар хулинчи Виктория Леонтьева тивӗҫнӗ, «Тараватлӑ пике» — Шупашкарти Инесса Шашкина, «Чӑваш Ен тулашӗнчи илӗртӳллӗ пике» — Чӗмпӗр облаҫӗнчи Алина Борисова. «Куракансем килӗштернӗ пикене» куракансем интернет сасӑлав мелӗпе суйланӑ. Вӑл — Елчӗк районӗнчи София Ананьева (Елчӗк районӗ). «Раҫҫей чӑваш пики— 2020» вара — Канаш районӗнчи Анна Беллиева.
Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Святыни Чувашского края: национальный костюм» документлӑ фильм кӑтартӗҫ.
Ҫутта кӑларакан фильма «Лаптева и партнёры» PR-савут республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, «Чӑвашкино» киностуди пулӑшнипе ӳкернӗ.
Кинолента чӑваш наци тумӗн хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарать. Тӑван халӑхӑмӑр ҫипуҫӗн элеменчӗсемпе, вӗсен социаллӑ пӗлтерӗшӗпе паллаштарать. Тума кура ҫын юрлӑ е пуян пурӑннине, вӑл ҫын ҫемьеллӗ е ҫемьесӗр пулнине тавҫӑрма пултарнӑ.
Кино курма кӑмӑл пуррисене пурне те акт залне 14 сехете йыхравлаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Виталий Яковлев художникӑн куравӗ уҫӑлассинеэпир иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: курав кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Куравра пулса курнӑ Марина Карягина тележурналист художникӑн темиҫе картинине ӳкерсе илсе Фейсбука лартнӑ.
«Тӗллӗн-тӗллӗн тӗнче ҫине ачаннилле тап-таса та ачаш куҫпа пӑхать Виталий Яковлев художник. Мана лайӑх вӑл ҫак хайлавӗсенче сӑнарлакан хӑтлӑ хутлӑхра», — тесе пӗлтернӗ вӑл.
Виталий Яковлев 1949 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче ҫуралнӑ. 1977 ҫулта Виталий Николаевич И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл – живопись ӑсти, художник-сатирик.
Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн «Кевер» хореографи ансамблӗ 5 ҫул тултарнӑ.
Ушкӑна асӑннӑ хулари хастар хӗрсемпе каччӑсем пуҫарнӑ. Ансамбль ертӳҫи — Ян Федоров, хореографӗсем — Татьяна Абдуллина (пилӗк ҫул каялла унӑн хушамачӗ Петрова пулнӑ), Надежда Васильева. Ансамбле йӗркеленме тата аталанма Питӗрти чӑвашсен пӗрлӗхӗ те пулӑшнӑ.
«Кевер» хореографи ансамблӗ — пӗтӗм тӗнчери тата ҫӗршыври фестивальсемпе конкурссен лауреачӗ. Вӑл Питӗрти «Октябрьский» пысӑк концерт залӗнче, Раҫҫейри этнографи музейӗнче, Раҫҫейӗн наци вулавӑшӗнче, Питӗрти Национальноҫсен ҫуртӗнче хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Питӗрте тата Ленинград облаҫӗнче иртекен фестивальсене вӗҫӗм хутшӑнать.
Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хореографи ансамблӗ йӗркеленнӗренпе 5 ҫулхине уявланӑ. Ҫав ятпа ушкӑна Питӗрти Национальноҫсен ҫурчӗн пайташӗ Станислав Зорин, «Юрату» фольклор ансамблӗ, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн Питӗрти уйрӑмӗн ертӳҫи Анастасия Бахматова, Чӑваш наци конгресӗн Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи тулли полномочиллӗ пайташӗ Валериан Гаврилов саламланӑ.
Сӑмах май каласан, ансамбле хальхи вӑхӑтра 10 ҫын ҫӳрет: Ян Федоров Ян, Татьяна Абдуллина,
Екатерина Белошеева, Валентина Матвеева, Ольга Жукова, Светлана Васильева, Раиса Кадеева, Апполинария Долгова, Екатерина Захарова, Екатерина Данилова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |