Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура

Культура

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче кӑҫалхи пӗрремӗш премьерӑна хатӗрленеҫҫӗ.

«Инкеклӗ телей» спектакле Юлия Николаева калавӗ тӑрӑх Сергей Павлов инсценировкипе лартӗҫ. Ӑна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавма хутшӑннисен ӗҫне халалланӑ.

Спектакль режиссерӗ тата художник-постановщикӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Ҫӗнӗ ӗҫе ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче куракан патне ҫитерӗҫ. Валерий Яковлев каланӑ тӑрӑх, «Инкеклӗ телей» спектакль пирӗн ҫӗршывӑн тата республикӑн историйӗнчи ҫӗнӗ страницӑсене уҫса парӗ. Окоп чавнӑ хӗрарӑмсемпе ачасем чирленӗ, шӑнса пӑсӑлнипе, выҫлӑхпа нушаланнӑ, леш тӗнчене ӑсанакансем те пулнӑ.

 

Ҫурт-йӗр

Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви республикӑн истори палӑкӗсен реестрне тата тепӗр икӗ ҫурта кӗртме сӗнет. Вӗсем Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ.

Культура министерстви хатӗрленӗ приказ проектне Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнчи 14/5 адреспа тата Шупашкар районӗнчи Иккассинче вырнаҫнӑ ҫуртсем кӗнӗ.

Шупашкартине 1840 ҫулта хӑпартса лартнӑ. XIX-XX ӗмӗрсенче унта уесри тӗн училищи вырнаҫнӑ. Вӑл объект хула строительствипе архитектура палӑкӗ шутланать.

Шупашкар районӗнчи Иккассинчи йывӑҫ ҫуртра (ӑна XIX ӗмӗр вӗҫӗнче туса лартнӑ) Иван Яковлев 1902 ҫулта уҫнӑ шкул вырнаҫнӑ.

Асӑннӑ ҫуртсене регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутне кӗртесшӗн.

 

Культура
nashazhizn21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
nashazhizn21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Анатолий Данилов художникӑн «Зов земли родной» (чӑв. Тӑван ҫӗр йыхравӗ) куравӗ уҫӑлӗ.

Анатолий Васильевич — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, педагогика наукисен кандидачӗ, ЧППУн профессорӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни.

Ҫак тарана ҫитсе Анатолий Данилов пилӗк теҫеткене яхӑн курав йӗркеленӗ. Вӗсене хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсенче те уҫнӑ. Паянхи курав шучӗпе шӑп та лӑп аллӑмӗш пулӗ. Унта художник тӑван тӑрӑхне, Хӗрлӗ Чутай районне, сӑнланӑ ӳкерчӗксем пулӗҫ. Вӗсене пейзаж тата натюрморт жанрӗпе ӳкернӗ.

 

Культура

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина 50 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ.

Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче юбилей каҫӗ иртнӗ. Унта такам та пухӑннӑ: тӳре-шарапа депутатсем, юрӑ-ташӑ ӑстисем, пултаруллӑ артистӑн тата педагогӑн ентешӗсем. Сӑмах май каласан, «Ҫӗмӗрлесем» ентешлӗхӗн правленине Августа Уляндина ертсе пырать. Ытти район ентешлӗхӗн ертӳҫисем те ӑшӑ салампа пырса ҫитнӗ.

Юбиляра «Ҫӗмӗрле районӗн хисеплӗ ҫынни» ят панӑ. Капла йышӑнӑва Ҫӗмӗрле районӗнчи Депутатсен пухӑвӗнче нумаях пулмасть тишкерсе пӗр саслӑн ырланӑ.

 

Культура

«СССРта туса кӑларнӑ» музей 10 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ, ҫав вӑхӑтрах ӗҫлӗ тӗлпулу иртнӗ.

Николай Адёр Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, музея 2011 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗнчи «Сувар» культура центрӗнче йӗркеленӗ. Уява нумайӑшӗ парнесемпе, СССР тапхӑрӗнчи япаласемпе пынӑ. Ҫӗмӗрле хулинчи туризмпа музейсен центрӗн ертӳҫи Сергей Иванов музей коллективне саламланӑ май асӑнмалӑх парнесем панӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Миша Григорян ӳкерчӗксен галерейине хӑйӗн «Кӑмаша юханшывӗ ҫумӗнчи виҫӗ юман» ӳкерчӗкпе пуянлатнӑ. Музея йӗркеленӗ Николай Адёр та сӑмах каланӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Тӗмен тӑрӑхӗнчи Анат Тавта районӗнчи Канаш ялӗнче тӑван чӗлхе кунне уявланӑ.

Ӑна унти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.

Ассоциаци ертӳҫи Николай Герасимов тата Анат Тавта районӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗ тӑрӑшнипе ачасем те уява чылайӑн хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрланӑ та, ташланӑ та.

Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ мероприятирен аслисем ие, ачасем те хавхаланса саланнӑ. Тӑван тӑрӑхран аякра пурӑнсан та пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма май пурри ентешӗмӗрсене савӑнтарать, чунра чӑвашлӑх туйӑмне аталантарать.

 

Персона

Пушкӑртстанри чӑваш, ученӑй-историк, истори наукисен докторӗ, Пушкӑртстанри патшалӑх медицина университечӗн философи, социаллӑ-гуманитарлӑ дисциплинӑсен кафедрин профессорӗ Ирина Сухарева (Саригель) Галимзян Ибрагимов ячӗллӗ преми лауреачӗн хисеп паллине тивӗҫнӗ.

Ирина Сухарева Пушкӑртстанри чӑвашсен историне тӗпчессипе тата асӑннӑ тӑрӑхри халӑхсен наци культурипе йӑли-йӗркине упраса хӑварассипе нумай ӗҫленине палӑртнӑ.

Ирина Витальевна Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, Хисеп ячӗсемпе наградӑсемшӗн ӗҫлемест, ҫын ҫине тухма та питех кӑмӑлламасть. «Юратнӑ ӗҫӗме лӑпкӑн ҫеҫ пурнӑҫлама юрататӑп», – тесе ӗнентерет вӑл. Ҫав вӑхӑтрах кӗтмен ҫӗртен чыслани кӑмӑллине пытарман.

 

Чӑваш чӗлхи

Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче «Чӑваш чӗлхи» фильм кӑтартӗҫ. Ҫак документлӑ ӗҫе Виктор Чугаров хамӑр патра ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсене ҫитсе те ӳкернӗ.

Фильм ӳкерес шухӑш пуҫа ӑнсӑртран килсе тухнине, ҫӳлти хӑватсем кирлӗ ҫынсемпе паллаштарнине пӗлтерет вӑл.

Чӑвашла калаҫма Виктор шкулта тата ҫуллахи каникулта яла кайсан вӗреннӗ. Чӑвашла пӗлнипе тата ку чӗлхепе калаҫма пултарнипе Виктор Чугаров хӑпартланать-мӑнаҫланать.

«Чӑваш чӗлхи» фильма курас текенсене ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 17 сехете, Наци вулавӑшне чӗнеҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗ ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Фейсбука чӑваш тӗрриллӗ тумпа ӳкерӗннӗ хитер сӑн ӳкерчӗк лартнӑ. Ун айне вӑл «Ҫӗр пин тӗрӗш ҫӗршывӗ» ятпа пост ҫырса хунӑ. Вице-премьер «Паха тӗрӗ» художество промыслисен фирминче пулнӑ иккен.

Министр палӑртнӑ тӑрӑх, тӗрӗ Чӑваш Ен кун-ҫулӗпе тан аталаннӑ. Тӗрӗ вӑл — истори. Вӑл таҫта та пулнӑ: йӑла-йӗркере, тумра... Хӗре суйланӑ чухне вӑл тӗрленине пӑхнӑ. Типтерлӗрех тӗрлекен пике кил-ҫурчӗ те тирпейлӗ тесе шухӑшланӑ. Тӗрленӗ хӑш-пӗр япалана ламран лама парса пынӑ.

 

Культура

Пушкӑртстанри Якты Кул (вырӑсла ӑна Якты-Куль теҫҫӗ) ялӗнче пурӑнакансем тӗрлӗ уява хаваслӑн паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Aznakaevo-rt.ru сайтра Лиза Нурлыева пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван чӗлхесен тата халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа музыка каҫӗ иртнӗ.

Уява хатӗрленсе вырӑнти ӑстасем ҫулталӑк элемне кӑтартакан ӳкерчӗксем тӗрленӗ. Якты Култи юрӑ-ташӑ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Сцена ҫинче тӗрлӗ халӑх юрри-кӗвви янӑранӑ. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе, тус-тӑванлӑн пурӑнаҫҫӗ, хӑна-вӗрле пухса пӗр-пӗринпе пӗр кӗрекере савӑнаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 163, 164, 165, 166, 167, 168, 169, 170, 171, 172, [173], 174, 175, 176, 177, 178, 179, 180, 181, 182, 183, ... 467
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 05

1900
125
Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть