Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен Дима Еремеев паян «Россия 1» кӑтартакан концета хутшӑнӗ. Концерта Пӗлӳ кунне халалланӑ. Ҫамрӑк ентешӗмӗр унччен Кремль сцени ҫине тухнӑ.
Унта лекес тесен яш кастинга хушӑннӑ. Ӑна Шаман, Лариса Долина, Лев Лещенко, Наташа Королева, Александр Панайотов тата Раҫҫейӗн ытти ҫӑлтӑрӗпе пӗрле хора лекме май килнӗ.
13 ҫулти Дима вокал ӑсталӑхне хулари 1-мӗш шкулӗнчи «5 октав» вокла студийӗнче (педагогӗ – Татьяна Шереметьева) туптать.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 100-мӗш сезона уҫма хатӗрленет.
Пултарулӑх коллективӗн пухӑвӗнче илемлӗх ертӳҫи Светлана Белова пӗлтернӗ тӑрӑх, юбиейлӑ сезонӑн тӗп пулӑмӗ — «Ҫул хыҫҫӑн – ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» театризациленӗ концерт программи. Унта ҫӗнӗ постановкӑсем, ансамблӗн йӑлана кӗнӗ репертуарӗнчен уйрӑлса тӑракан музыка пулӗ. Проектпа юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче паллашма май килӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ансамбль «В семье единой» (чӑв. Пӗрлехи ҫемьере), «Я – артист» (чӑв. Эпӗ — артист), «Виртуоз» программӑсене хатӗрлет. Паллӑ чӑваш композиторӗ Анисим Асламас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫинине халалласа «Край родной – навек любимый» (чӑв. Тӑван кӗтес — ӗмӗр юратнӑскерӗм) концерт лартасшӑн.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ пысӑк концерт хатӗрлет. Куракансем ӑна кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче хаклама пултарӗҫ.
Ӑна валли вӑл республика Элтеперӗн укҫипе (халь сак сӑмаха грант теме юратаҫҫӗ. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) усӑ курӗ. Пурӗ 5 милллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Ҫӗнӗ программӑна «Ҫул хыҫҫӑн — ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» ят панӑ. Ӑна пултарулӑх ушкӑнне йӗркеленнӗренпе пӗр ӗмӗр ҫитнине халалланӑ.
Ҫӗнӗ программӑпа Мускав патшалӑх культура институчӗн педагогӗ, сценарист тата режиссер Анна Ангарова ӗҫлӗ. Юрӑпа ташӑ ансамблӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн ашшӗ Александр Ангаров чӑваш халӑх ташшине аталантарассипе нумай тӑрӑшнӑ иккен, патшалӑх ансамблӗнче тӗп балетмейстерта 30 ҫул ӗҫленӗ.
Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Пултарулӑх ҫуркунни» отчёт мероприятийӗсен ярӑмӗ иртнӗ. Концертсене ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен лартнӑ.
Сцена ҫине «Тайны Востока» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ вӑрттӑнлӑхӗ) ташӑн халӑх шкулӗ; «Сувар» тата «Суварята» (чӑв. Суварҫӑсем) халӑх ташшисен халӑх ансамблӗсем; «Golden Flash» эстрада ташшин халӑх ансамблӗ; «Солнцеклеш» эстрада ташшин халӑх шкулӗ; «Фантом» эстрада ташшин халӑх ансамблӗ; «Этуаль» халӑх хореографи студийӗ; «Ҫӑлкуҫ» халӑх театрӗ; «ART NOVA» халӑх пултарулӑх студийӗ; «Бэби-шлягер» вокал халӑх эстрада студийӗ;
«Парне» чӑваш юррин ансамблӗ; «Кульминаци» театр студийӗ; «Феерия» хальхи вӑхӑтри ташӑ студийӗ тухнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли ҫӗнӗ программа хатӗрлет. Куракансем ӑна, «Белые мелодии» (чӑв. Шурӑ кӗвӗ) ят панӑскере, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, хаклама пултарӗҫ. Ҫӗнӗ программӑпа сцена ҫине «ДЖАЗ-ТОНиКа» эстрадӑпа джаз оркестрӗ тухӗ. Дирижёрӗ — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Яклашкина.
Кашни пысӑк ӑста кӗвӗ-ҫемме хӑйне май илемлетнӗ. А. Скрябин-и е Н.Римский-Корсаков-и, Ф. Лист-и е Р. Вагнер-и, Г.Берлиоз-и е А. Шенберг-и — кашни композиторӑн хӑйӗн ҫемми.
«Музыкӑн янӑравӗ ҫеҫ мар, хӑйне евӗр тӗсӗ те пур. Классика музыкине юратакансемпе рокпа джаза кӑмӑллакансем пӗр концерта пуҫтаӑнма пултарӗҫ», — тет Наталья Морисовна.
Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти Текстильщиксен урамӗнчи скверта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ. Вӗсене оркестр, ансамбльсемпе тӗрлӗ ушкӑн концерт лартса панӑ.
Ҫав кун скверта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юрӑсем янӑранӑ. Ветерансене парне, хӗрлӗ гвоздика парса савӑнтарнӑ. Сквера пухӑннисене вара пурне те Георги хӑйӑвӗ валеҫсе панӑ.
Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине Китайпа Японире пулнӑ пултарулӑх коллективӗ тухӗ. Ун чухне пирӗн пата Чӗмпӗрти патшалӑх академи симфони оркестрӗ килсе ҫитӗ.
2023-2024 сезонта ҫав оркестр 55 ҫулхине уявлӗ. Юбилей умӗн коллектив гастрольпе пирӗн республикӑна килес тенӗ.
Программӑра вырӑс музыкин классики янӑрӗ. Концерта кайсан Сергей Танеевӑн «Иоанн Дамаскин» кантатипе, Александр Бородинӑн «Князь Игорь» оперин сыпӑкӗпе тата ытти илемлӗ номерпе киленме май килӗ.
55 ҫулта Чӗмпӗрти симфони оркестрӗ 16 ҫӗршывра тата Совет Союзӗпе Раҫҫейӗн 90 хулинче пулнӑ. Юлашки ҫулсенче пысӑк гастрольсемпе Китайпа Японие ҫитнӗ, Мускаври академи филармонийӗн П.И. Чайковский ячӗллӗ концерт сцени ҫине тухнӑ.
Канаш хулинче пӗртен-пӗр ветеран Владимир Рожков юлнӑ. Ӑна вырӑнти культура ҫурчӗн «Фронт бригади» ушкӑн тата хӑнасем саламлама ятарлӑ грузовикпа пынӑ. Ун валли ҫурт картишӗнчех концерт лартнӑ.
Кӑҫал ветеран раштав уйӑхӗнче 100 ҫул тултарать. Вӑл концерт лартакансене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки каласа кӑтартнӑ, хӑйне тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тунӑ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ хӑйӗн черетлӗ 99-мӗш сезонне хупассине пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пултарулӑх коллективӗ куракансене «С душой к родному краю» (чӑв. Чунпа тӑван тӑрӑхпа) концерта йыхравлать.
Артистсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫине тухӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Пултаруллӑ музыкантсемпе хореографсен концертне кайса курас тесен 300 тенкӗрен пуҫласа 500 тенкӗ таран тӳлемелле.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Мускавра «DIVA Ethno Future Sound» ушкӑнӑн концерчӗ пулнӑ.
Чӑваш музыкин этно-проектне чӑваш халӑх юррисене куракансем патне тӗнче шайӗнчи жанрпа ҫитерес тӗллевпе йӗркелесе янӑ. Ӑна Мускавра пуҫарнӑ. Тӗнче шайӗнчи музыкантсем Пысӑк театр сцени ҫине те тухаҫҫӗ, тӗнче шайӗнчи конкурссене те хутшӑнаҫҫӗ. Маттур артистсен концертне чӑваш культурипе тата чӗлхипе кӑсӑкланакансем пухӑннӑ.
«DIVA Ethno Future Sound» ушкӑн концертне Шупашкарта та курма май килнӗ. Асӑннӑ коллектив Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче концерт лартса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |