Кӑҫалхи нарӑс-ҫу уйӑхӗсенче ача-пӑча пултарулӑхӗн «Черчен чечексем» республикӑри VI фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.
Конкурса 8 номинаципе ирттернӗ: вокал, фольклор пултарулӑхӗ, хореографи, театр пултарулӑхӗ, илемлӗ сӑмах, кино, инструмент пултарулӑхӗ, декораципе прикладной ӳнер. Унта мӗнпур муниципалитетри 800 ача хутшӑннӑ.
Гала-концерт ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Унта 240 ача хушӑнӗ.
Ыран, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Елчӗксен ентешлӗхӗ 30 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫавна май ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснисене пысӑк уява чӗнеҫҫӗ.
Елчӗксем ыран 11 сехетре К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пухӑнӗҫ.
Пысӑк концерт пулӗ. Унта 20 ытла юрӑҫ хутшӑнӗ. Вӗсен йышӗнче - Алексей Шадриков, Петр Ермолаев, Валерий Дмитриев, Алексей Московский, «Икӗ тус» ушкӑн.
Уява пурне те хапӑл тусах кӗтеҫҫӗ!
Паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх юӑпа ташӑ ансамблӗ хӑйӗн черетлӗ кнцет сезонне хупӗ. Концерт Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ, 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Концерт программинче – илемлӗ вокалпа хореографи композицийӗсем пулӗҫ. Вӗсем ансамблӗн ылтӑн фондӗнчен: «Пирӗн пата хӑнана килӗр», «Эпир Шупашкарта пуҫтарӑнтӑмӑр», «Пирӗн никӗс – атте килӗ», «Асамат юррисем» (Светлана Асамат юррисем).
Чӑваш музыкин классикӗсен илемлетнӗ хайлавӗсемпе пӗрлех хальхи вӑхӑтри авторсен кӗвви-ҫемми те янӑрӗ.
Йӗпреҫ округӗнчи Алшик ялӗнче пурӑнакан ветерана Василий Иванова киле пырса Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ, концерт лартса панӑ. Урамра лайӑхах мар ҫанталӑк хуҫаланнӑ пулсан та концерт ветеранӑн кӑмӑлне ҫӗкленӗ.
Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне Василий Иванов 15 ҫулта кӑна пулнӑ. Фронта вӑл 17-ре кайнӑ, Инҫет Хӗвелтухӑҫ фронтӗнче пулнӑ. 1945 ҫулта Ҫӗнтерӳ кунне питӗ лайӑх астӑвать. Пилоткӑсем ҫӳлелле вӗҫнӗ, «Ура!» кӑшкӑрнӑ. Ҫавӑнтан пӗлнӗ вӑл вӑрҫӑ пӗтнине.
Василий Иванович халӗ 98 ҫулта. Вӑрҫӑ ҫулӗсене вӑл куҫҫуль витӗр аса илет.
Концерт кадетсем марш утнипе, вӑрҫӑ юррисем янӑранипе вӗҫленнӗ.
Элӗк округӗнчи Чулкаҫ ялӗнче пурӑнакан ветерана Андрей Аркадьева килӗ умне пырса Ҫӗнтерӳпе саламланӑ, концерт лартса панӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем Ҫӗнтерӳ ялавӗн копине, 30 метр тӑршшӗскере, ветеран патне илсе ҫитернӗ.
«Священная война» юрӑ шӑраннӑ май инспекторсем ялава сарса хунӑ, Андрей Аркадьевича тата унӑн мӑшӑрне Нонна Семеновнӑна ҫапла каланӑ: «Равнение на середину!» Ветеран вӑрҫӑ вӑхӑтне аса илнӗ, Новороссийск патӗнче аманни ҫинчен каласа панӑ.
Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ тӑрсан та пултарулӑх коллективӗ ватӑсене патриотлӑх юррисемпе савӑнтарнӑ. Куракансем ял ҫыннисем пулнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Река памяти» (чӑв. Астӑвӑм юханшывӗ) концерт пулчӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 79 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Концертра вӑрҫӑ ҫулӗсенчи юрӑсем янӑрарӗҫ, илемлӗ хореографи композицийӗсем кӑтартрӗҫ.
Сцена ҫине «Суварята» халӑх ташшин ача-пӑча ансамблӗ, «ART NOVA» халӑх пултарулӑх студийӗ, «Этуаль» халӑх хореографи студийӗ, «Golden Flash» эстрада ташшин халӑх ансамблӗ, «Солнцеклеш» эстрада ташшин халӑх шкулӗ, «Тайны Востока» ташӑ шкулӗ, «Фантом» эстрада ташшин халӑх ансамблӗ, «Бэби-шлягер» вокал студийӗн халӑх эстрада студийӗ тухрӗҫ.
Чӗннӗ хӑнасем те пулчӗҫ: «Радость» ташӑ ансамблӗ, «Каприс» вокал ансамблӗ, «Мадригал» камера академи халӑх хорӗ.
Ҫӗнтерӳ кунне халалласа Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Нам жить и помнить!» (чӑв. Пирӗн пурӑнмалла тата асра тытмалла) гала-концерт пулнӑ. Ӑна халӑх пултарулӑхӗн «Ҫӗнтерӳ салючӗ» республикӑри фестиваль-конкурсне йӗркеленӗ май ирттернӗ.
Гран-прие Элӗк муниципаллӑ окургӗ тивӗҫнӗ, 1-мӗш степеньлӗ лауреат ятне — Етӗрне округӗ, 2-мӗш степеньлине – Канаш, Куславкка округӗсемпе Ҫӗмӗрле хули, 3-мӗш степеньлине – Красноармейски округӗпе Шупашкар хули.
1-мӗш степеньлӗ дипломпа Муркаш муниципаллӑ округне чысланӑ, 2-мӗш степеньлипе – Комсомольски, Ҫӗмӗрле округӗсене тата Канаш хулине, 3-мӗш степеньлипе – Шӑмӑршӑ тата Патӑрьел округӗсене.
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарта Хӗрлӗ тӳремре «Ясна кӗвӗ» этнофестивалӗн гала-концерчӗ пулӗ. Унта чӗрӗ юрӑ-кӗвӗ янӑрӗ.
Этнофестивале фольклор юрри-кӗввине хальхи аранжировкӑпа халӑх инструменчӗсемпе усӑ курса юрлакансем хутшӑнаҫҫӗ. Фестивале малтан «Ясна» этнокомплексра хатӗрленнӗ, унтах ӑсталӑх класӗсем, лекцисем, тӗлпулусем иртнӗ.
Гала-концертра конкурсӑн 3 ҫӗнтерӳҫине палӑртӗҫ, кашнин валли видеоклип ӳкерӗҫ. Ку вӗсене хӑйсен юрри-кӗввине малалла аталантарма пулӑшӗ.
Палӑртмаллӑ: ҫак фестиваль иккӗмӗш ҫул иртет. Концерта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Время первых» (чӑв. Пӗрремӗшсен вӑхӑчӗ) концерт иртнӗ. Ӑна пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр Андриян Николаев лётчик-космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ентешӗмӗр — тӗнчери виҫҫӗмӗш космонавт. Унӑн ячӗпе эпир тивӗҫлипе мӑнаҫланма пултаратпӑр. Вӑл орбитӑра скафандрсӑр пӗрремӗш хут ӗҫлесе пӑхнӑ, космосри ҫар сӑнавне хутшӑннӑ.
Концерта культура ҫуртӗнчи пултарулӑх коллективӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем космос, авиаци тата паттӑрлӑх ҫинчен юрланӑ. Илемлӗ ташӑ тата хореографи номерӗсем хатӗрленӗ. Программа хӑнисем те пулнӑ. Вӗсем — «Каприс» халӑх вокал ансамблӗ тата «Мадригал» халӑх академи камера хорӗ.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Екатеринбургри чӑвашсем чӑваш культурин фестивальне ирттернӗ. Унта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ те хутшӑннӑ.
Чӑваш артисчӗсем Уралти халӑх ӳнерӗн центрӗн сцени ҫине тухнӑ. Фестивале пынисем валли фольклор коллективӗсем тӗрлӗ интерактив хатӗрленӗ. Ҫапла-ҫапла. Унта Удмурт Республикинчи, Мари Элти, Пушкӑртстанри, Казахстанри, Дагестанри тата Грузири коллективсем те хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |