Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Ҫырла фестивалӗнче артистсем те пулӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.07.2024 07:33 | 1232 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ
ягодныйфестиваль.рф сӑнӳкерчӗкӗ
ягодныйфестиваль.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ирттерекен ҫырла фестивалӗ кӑҫал та кӑсӑклӑ пулмалла. Унта тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ иртӗ, аниматорсем ӗҫлӗҫ, концерт пулӗ, ҫырла тата тӗрлӗ калча сутӗҫ. Аса илтерер: ҫырла фестивалӗ пӗлтӗрхи пек Шупашкар тӑрӑхӗнчи Хыркассинче ҫеҫ мар, Шупашкарта та (Машиностроительсен проезчӗ, 1-мӗш ҫурт, 6-мӗш корпус, Сад центрӗ умӗ) иртӗ.

Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи программа ҫапларах.

Ирхи 10 сехетре Велком-зонӑра аниматорсем хӑнасене кӗтсе илӗҫ. Кашни сехетре пӗрре спонсорсен парнисене выляттарӗҫ.

10 сехетре фествиале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен ачасен коллективӗсем хӑйсен пултарулӑхпе паллаштарӗҫ.

12 сехетре сцена ҫине тӳре-шара тухӗ.

13 сехетрен пуҫласа 13 сехет те 30 минутчен чечек шоуне чӗнеҫҫӗ. Ӑна профессионал флористика енӗпе Раҫҫей чемпионӗ Роман Штенгауэр ирттерӗ. Руна евӗр арт-объекта кӑтартӗҫ.

12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ ӗҫлӗ. Контейнерсенче чечек ӳстреме вӗрентнинчен пуҫласа ҫырларан десерт хатӗрлесси таранах вӗрентӗҫ.

15 сехетрен пуҫласа 15 сехет те 30 минутчен чӑваш эстрада артисчӗсем Андрей Думилин, Алексей Шадриков, Алексей Московский юрлӗҫ. Унта сцена ҫинче пӗр сехет хушши вырӑс эстрада артисчӗсем: Максим Босх, Елена Искра, Ольга Пеганова — пулӗҫ. 16 сехет те 30 минутран пуҫласа 17 сехетчен Наталия Девятых ертсе пыракан «Прайм» мода театрӗ вырӑнти брендсен ҫипуҫӗпе паллаштарӗ.

17 сехет те 30 минутра фествиаль партнерӗсен тӗп парнине выляттарӗҫ. 17 сехет те 30 минутран пуҫласа 18 сехетчен Августа Уляндина юрлӗ.

#культура, #концертсем, #фестивальсем, #апат-ҫимӗҫ, #ял хуҫалӑхӗ, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем