Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: концертсем

2008 ҫулта пуш уйӑхӗнче Самар облаҫӗнчи Тольятти хулин «Шанчӑк» ятлӑ чӑваш наципе культура автономийӗ 15 ҫул тултарать. «Шанчӑк» автономийӗ ун ҫумӗнче 4 пултарулӑх ушкӑнӗ йӗркеленнипе паллӑ: «Шанчӑк», «Телей», «Шурӑмпуҫ» тата «Ҫӑлкуҫ». Кашни ушкӑн халӑх пултарулӑхне пухса ӑна упраса хӑварма тӑрӑшать, чӑваш юрри-кӗввипе савӑнтарать. Автономи пуҫарӑвӗпех Ставрополь районӗнчи Атӑлҫи (Поволжский) посёлокӗнче тата Севрюкаево ялӗнче Чӑваш культурин музейӗ йӗркеленнӗ.

2005 ҫул вӗҫӗнче «Шанчӑк» ушкӑн «халӑх ушкӑнӗ» ята тивӗҫсе 2006 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче свидетельство илчӗ.

Кӑҫал, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Самар облаҫӗнчи Атӑлҫи (Поволжский) посёлокра юбилей концерчӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ — 13 сехетре, 23 сехетччен пырӗ. Концерта 100 ытла ҫын хутшӑнӗ, вӗсем Чӑваш Енрен, Тутарстанран, Мӑкшӑ Республикинчен тата ытти енсенчен пулӗҫ.

Концерта хутшӑнас текенсем ҫак адреспа ҫыхӑнмалла: hrmar@yandex.ru (Х,Я,АЯ, миҫе ҫул, хӑш тӑрӑхран, ҫыхӑнмалли адреспа телефона кӑтартмалла)

 

ПУШ
17

«ЯНТАШ» хыпарлать
 Леонид Антонов | 17.03.2008 13:12 |

Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче (ку кун кӗҫнерникуна лекет) «Янташ» ушкӑн эстрада юррисене кӑмӑллакансене «Салют» культура керменне йыхравлать. Сире унта ҫӗнӗ шоу-концерт кӑтартӗҫ!

 

Кермен адресӗ: Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 36/9 ҫурт.

 

Кӗскен: «Янташ» эстрада ушкӑнне А.Н. Никитин кӗвӗҫӗ 1992 ҫулта йӗркелесе янӑ. «Янташ» эстрада ушкӑнӗнче чылай юрӑҫ пӗрремӗш утӑмсем тунӑ, хӑйсен пултарулӑхне туптаса анлӑ ҫул ҫине тухнӑ. Вӗсем хушшинче Елена Османова, Маргарита Туринге, Галина Скворцова, Елена Кузьмина, Григорий Вакку тата ытти паллӑ юрӑҫсем. Анатолий Никитин композитор ертсе пынипе халӗ «Янташ» эстрада ушкӑнӗ татах ҫирӗпленсех, вӗйлансах, ҫӗнелсех, ҫамрӑклансах пырать.

 

Алексей Наумов ертсе пыракан “Хусан чӑвашӗсем” ушкӑн юлашки вӑхӑтра концертсемпе районсене тухса ҫӳременнине вӗсен пултарулӑхне кӑмӑллакансем асӑрхаса пӑшӑрхана пуҫларӗҫ: ҫулталӑк ытла ӗнтӗ вӗсене сцена ҫинче курман. Саланса кайман-и вӗсем?..

- Кунта нимех те пӑшӑрханмалли ҫук, тет Алексей Наумов. - Пирӗн ушкӑнри пӗр-ик солистка ҫӗршыври демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма пикеннине шута илмесен, йыш улшӑнман темелле. Сцена ҫине ҫулталӑк тухманни – эпир ҫӗнӗ альбом хатӗрленипе ҫыхӑннӑ. Кунта халӗ тытӑм самаях улшӑннӑ: юрӑсем рок кӗвӗпе кӑна мар, “айр-н-би”, “хип-хоп” юхӑмсене те шута илнӗ.

Тутарстанри чӑваш сӑвӑҫӗсемпе композиторӗсен юррисене альбома кӗртес йӑлана “Хусан чӑвашӗсем” халь те пӑхӑнса пыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем тӗпчевпе шырав ӗҫӗсене те вӗҫлемен. Авалхи чӑваш юррисен кӗввине улӑштармасӑр хальхи сӗм кӗртсе-пуянлатса вӗсене иккӗмӗш пурнӑҫ панипе танах. Ҫакнашкал юрӑсен шутне эпосра сыхланса юлнӑ “Ҫӗлен” те кӗрет. Ӑна ҫыртарнӑ чухне чӑн халӑх инструменчӗсемпе (тумра, купӑс, сӑрнай) усӑ курнине музыкансем пысӑк ҫитӗнӳ тесе шутлаҫҫӗ. Чӑваш халӑх юррисене стилизацилени ҫамрӑксене уйрӑмах килӗшет.

Малалла...

 

Хусан чӑвашӗсем

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тутарстанри чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн пуҫарӑвӗпе Шупашкарти Филармонире 18 сехет те 30 минутра "ХУСАН ЧӐВАШӖСЕМ" ушкӑн И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа чаплӑ концерт ирттерет. Чӗрӗ музыка, альтернативӑлла юрӑсем, патриотла сӑвӑсем итлес текенсем килсе курма пултаратӑр. Билетсем Филармони кассинче, ЧНКри киоскра хальлӗхе пур.

 

«Кукаҫипе куками» — репертуарти ҫӗнӗ юрӑсенчен пӗри.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ӗнер, нарӑсӑн 19-мӗшӗнче, Ырашпулӑх ял тӑрӑхӗн юрӑ-тавӑ ушкӑнӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.

Концерт пуҫланас умӗн ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Валерий Андреев 2007 ҫула пӗтӗмлетсе сӑмах каларӗ. Курма килнӗ хӑнасене уйрӑмах Шӑплат ял клубӗ ҫумӗнче ӗҫлекен «Хавас» ушкӑн юррисемпе ташшисем кӑмӑла кайрӗҫ.

Вӑрмар районӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра ҫакӑн йышши концертсем Пысӑк Енкасси, Аслӑ Пинер, Келкеш, Кавал ял тӑрӑхӗсенче иртӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Дискотека йӗркелесси пулсах каймасть пулас Мускавсен. Ҫапах та чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Прожектор» КК концерт пулӗ. Йӗркелекенӗсем — Федераллӑ тата Мускаври чӑваш наципе культура автономийӗ. Пуҫламӑшӗ — 18 сехетре.

Концертра чӑваш эстрадин артисчӗсем арӑ-кӗвӗпе савӑнтарӗҫ. Ҫавӑн пекех эсир унта дисксемпе кассетӑсем, DVD-киносем, видео-0спектакльсем туянма пултараттӑр.

 

Чӑваш мероприятийӗсене татӑшах ҫӳрекенсем «Прожектор» ӑҫта вырнаҫнине пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, пӗлменнисене вара ҫырса хума сӗнетпӗр:

Мускав хули, 1-мӗш Владимирски ур., 10B ҫурт.

Епле ҫитмеллине кунта ӳкерсе кӑтартнӑ: http://dkprojector.ru/images/map.jpg

 

Страницӑсем: 1 ... 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, [52]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне хӑвӑра аталантарма, карьерӑра хӑпарма майсем туса парӗ. Сирӗн лидер пулас килет — лару-тӑру та сирӗн майлӑ пулса пырӗ. Анчах ҫынпа хутшӑннӑ чухне ытлашши кӑнттам ан пулӑр. Ӗҫре хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтартма пултаратӑр. Анчах хӑвӑр ҫине ытлашши нумай ӗҫ ан илӗр. Харпӑр пурнӑҫра ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнӑва йӗркелеме май пулӗ. Вӑй-хал халӗ сирӗн нумай, анчах ӑна кирлӗ ҫӗре ямалла: спорт: вӗренӳ, пултарулӑх.

Юпа, 03

1926
99
Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1985
40
Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2018
7
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть