Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Саплӑк

СаплӑкТутарстанӑн Ҫӗпрел районне кӗрекен ял. Саплӑк ял тӑрӑхӗн тӗпӗ.

Саплӑк Кивӗ Ҫӗпрелтен 8 ҫухрӑмра, Хусантан 260 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Яла газпа шыв кӗртнӗ.

Тавралӑх

Чӑнлӑ хӗрринче вырнаҫнӑ.

Ял кун-ҫулӗ

Яла XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче никӗсленӗ теҫҫӗ. Пуҫлаканӗ — Алюш (Кивӗ Ҫӗпрелтен ҫухрӑм ҫурӑра вырнаҫнӑ ялтан тухнӑ) ятлӑ пулнӑ, кӗпи-йӗмӗ саплӑклӑ пулнӑран ял ячӗ Саплӑк пулса тӑнӑ. //Саплӑк — хушма ячӗ пулмалла, хутсем ҫинче яла «деревня Алешкина Саплыга» тесе ҫырни тӗл пулать.
1795 ҫулхи ҫыравра 38 кил шутланнӑ, пурӗ 110 арҫын (хӗрарӑмсене шута илмен) пурӑннӑ.
1911 ҫулхи ҫыравра 123 кил пулнӑ. 711 ҫын пурӑннӑ: 360 арҫын, 351 хӗрарӑм.
1903 ҫулта пӗрремӗш шкул уҫнӑ — унта Василий Степанович Дементьев (СССР авиаци промышленноҫ министрӗн Петр Васильевич Дементьевӑн ашшӗ) вӗрентнӗ.
1930 ҫулта Калинин ячӗллӗ колхоз йӗркеленнӗ.

Халӑх йышӗ

Ялта пурӗ 282 кил, 875 ҫын пурӑнать.
Чи ватти — 1926 ҫулта ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ Василий Столяров.

Паллӑ ҫыннисем

  • Алексеев П.А. — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ.
  • Филиппов Г.И. — полковник.

Культура

Ялта шкул, фельдшер пункчӗ, клуб, ял вулавӑшӗ, почта уйрӑмӗ, ача пахчи пур.

Хуҫалӑх

Хуҫалӑх енчен кунта Калинин М.И. ячӗллӗ АКХ правленийӗ тата комбикорм цехӗ пур.

Каҫӑсем

Вуламалли


 
Категорисем: Саплӑк
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-13 12:40:12 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3455 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем