Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Толбазӑра юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑранчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.03.2011 10:56 | 2775 хут пӑхнӑ
Концерт саманчӗ
Концерт саманчӗ

Ҫтерлӗре пултарулӑх артисчӗсен ҫӗнӗ йышӗ чӑмӑртансах пырать. «Урал сасси» хаҫат та вӗсем ҫинчен чылай ҫырать. Ак, нумай пулмасть, «Эреш» ятлӑ фольклорпа театр студийӗ концерт кӑтартса хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ.

Программӑна иртнӗ ҫулах хатӗрленӗрен унӑн тӗп шӑнарне «Нарспи» поэмӑн содержанийӗпе ҫыхӑнтарнӑ — хайлавӑн уйрӑм йӗркисем халах юррисемпе черетленсе пычӗҫ. Аслӑ поэтӑмӑр сӑввисене Геннадий Челпир вуласа пычӗ.

«Эреш» ушкӑнра тӗрлӗ ҫулти хӗр упраҫ юрлать — шкул ачинчен пуҫласа пенсионерсем таранах. Вӗренекенсенчен хулари 32-мӗш шкулта пӗлӳ илекен Элиза Федорована палӑртмасӑр иртме ҫук. Федоровсем килте те чӑвашлах калаҫаҫҫӗ иккен. Элиза вӗренекен шкулта та тӑван чӗлхене расписани тӑрӑх вӗренсе пыраҫҫӗ. Юрлама вара хӗр пӗрчи амӑшӗнчен‚ хор солисткинчен Елена Федороваран вӗреннӗ пулмалла. Унӑн уҫӑ сасси те‚ хӑйне сцена ҫинче мӗнлерех тыткалани те куракансене тӑвӑллӑн алӑ ҫуптарчӗ.

Концерта хутшӑннисем пурте тав сӑмахне тивӗҫрӗҫ. Куракансен ятӗнчен вӗсене ЧР Пушкӑртстанри элчи Г. З. Орлов пысӑк чечек ҫыххи тата парне парса тав турӗ‚ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ З.А. Габзалилова та тав сӑмахӗсем каларӗ. Куракансенчен те чечек парнелекен чылай пулчӗ.

#концертсем, #Ҫтерлӗ, #Пушкӑртстан, #Толбазӑ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ursas.ru/?p=3168
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем