Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе шкул ачисене паллаштарас, чӑваш чӗлхине вӗренессине, унпа кӑсӑкланассине ӳстерес тӗллевпе сӑвӑ-хайлав хитре вулакансен «Упрар тӑван чӗлхемӗре» республикӑри конкурсне ирттереҫҫӗ.
Унта 5-6-мӗш классенче вӗренекен ачасем (хамӑр тӑрӑхрисем кӑна мар, чӑвашсем пурӑнакан ытти регионтисем те) хутшӑнайӗҫ.
Конкурс темисем ҫапларах: «Тӑван енӗм чаплӑ ҫынсемпе пуян» (Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи паллӑ ҫынсем пирки), «Мухтава тивӗҫлӗ ҫынсене чыслар» (Чӑваш Республики шайӗнче паллӑ ҫынсем пирки), «Мухтав сана, ентешӗм» (район е ял шайӗнче паллӑ ҫынсем пирки).
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне икӗ тапхӑрпа ирттерӗҫ. Малтан — муниципалитет шайӗнче, кайран — республикӑра.
Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗччен chrio18@rchuv.ru электрон адреспа ярса памалла.
Пушкӑрт патшалӑх университечӗн тутар тата чӑваш филологи кафедри Тӗнчери халӑхсен тӑван чӗлхе кунне халалласа «Янӑравлӑ чӗрӗ сӑмах» илемлӗ вулав конкурсне ирттернӗ.
Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫатӑн сайтӗнче аслӑ шкулӑн Ҫтерлӗри филиалӗнче ӗҫлекен доцент, филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ Лариса Коротаева ҫак эрнере пӗлтернӗ тӑрӑх, ZOOM хушӑм урлӑ йӗркеленӗ конкурса Авӑркаспа Ермеккей, Кармаскалӑпа Ҫтерлӗ, Миякипе Пишпӳлек, Чекмагушпа Пелепей, Федоровка районӗсенчен тата Пелепейпе Ҫтерлӗ хулисенчен 52 вӗренекен хутшӑннӑ.
Пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илнисем ҫаксем: Меселпуҫ шкулӗнчи Алексей Ефимов, Мияки районӗнчи Кекен шкулӗнчи Полина Шуркова тата Александр Шурков, Чекмагуш районӗнчи Юмаш шкулӗнчи Екатерина Ефремова, Пелепей районӗнчи Ярмулай шкулӗнчи Маркел Гордеев, Ҫтерлӗ филиалӗнчи Константин Петров Константин Петров.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче «Магия родного языка» («Тӑван чӗлхе асамлӑхӗ») фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ. Конкурса онлайн-форматпа ирттернӗ. Ӑна Чӑваш Енре кӑҫал ирттерекен Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ.
Фестивале 246 ҫын хутшӑннӑ, ҫав шутра — шкул ачисем, студентсем тата учительсем.
Фестиваль иртнӗ май «Эпӗ тӑван чӗлхене юрататӑп» сӑнӳкерчӗксен конкурсне, «Ташлатӑп та юрлатӑп, хавалӑ пурӑнатӑп!» пултарулӑх конкурсне, «Тӑван чӗлхе ҫинчен вулатӑп» хитре вулакансен конкурсне, «Мухтанатпӑр та тӗлӗнетпӗр чаплӑ ентешсемпе!» подкастсен конкурсне, «Чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем» буктрейлерсен конкурсне йӗркеленӗ.
Пирӗн республикӑра чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен тата шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӗҫлекен воспитательсен конкурсӗ малалла пырать. Кун пирки ЧР Вӗренӳ институчӗ паян, пуш уйӑхн 10-мӗшӗнче, аса илтернӗ.
Конкурс номинацийӗсем: «Ҫӗнӗ мел шутласа кӑларакан учитель» (новатор), «Ӑстаҫӑ учитель», «Ҫамрӑк учитель», «Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗн чӑваш чӗлхипе кӑсӑклантаракан чи лайӑх воспитатель», «Меслетлӗх ӗҫӗсен пултаруллӑ авторӗ». Кунсӑр пуҫне «Тӑван чӗлхен хастар управҫи» ятарлӑ номинаци пӑхса хӑварнӑ.
Конкурс материалне чӑвашла та, вырӑсла та ҫырса тӑратма юрать. Конкурс кӗретсӗр тата кӗретлӗ майпа иртет.
Шупашкарти «Промтрактор» заводра ӗҫлекенсен ачисем — «Четруша» клуб членӗсем — хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ тата предприяти ветеранӗсем пулӑшнипе фильм хатӗрленӗ. Ӑна Алексей Платонов конструктора халалланӑ. Видеоӗҫ «ТехноФест» ятпа иртнӗ ӑслӑлӑхпа популярлӑ фильмсен пӗтӗм Раҫҫейри VII фестивалӗнче лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Алексей Платонов гусеницӑллӑ трактор валли ятарлӑ тытӑм хатӗрленипе палӑрнӑ, ҫав ӗҫе «русская каретка» (чӑв. вырӑс каретки) тенипе пӗлеҫҫӗ.
Трактор историйӗн музейӗн директорӗпе Альберт Сергеевпа пӗр шухӑшлӑ пулса ачасем музей умӗнчи скверта ДТ-54 тракторпа конструктор барельефне вырнаҫтарасшӑн.
Алексей Платонов 1907 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти рабфакра, Донти политехника институтӗнче, Мускаври Бауман ячӗллӗ механикӑпа машиностроени институтӗнче вӗреннӗ.
Шупашкарта кӑҫал «Сарпике» конкурса пуҫласа ирттерӗҫ. Республика шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне чӑвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-композиторне Олимпиада Агаковӑна халалланӑ. Конкурс пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Шупашкарти ача-пӑча 3-мӗш музыка шкулӗ йӗркеленӗ.
Олимпиада Яковлевна 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ҫуткассинче вӗрентекен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Етӗрнери педагогика училищинче, Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче, Григорий Хирпӳ патӗнче радио хорӗнче ӗҫленӗ. 1960-1974 ҫулсенче вӑл Республикӑри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче (Ҫӗрпӳ) вӗрентнӗ, пианистка концертсене хастар хутшӑннӑ. Унӑн репертуарӗнче классика оперисенчи арисем, романссем, чӑваш юррисем пулнӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ сценарисен «Чӑвашла уяв янратӑр!» конкурсне ирттернӗ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса мухтава тивӗҫнӗ ентешсене халалланӑ чӑвашла мероприятисен сценарийӗсене виҫӗ номинаципе йышӑннӑ: «Класс сехечӗн сценарийӗ», «Уроксем хыҫҫӑнхи мероприятисен сценарийӗ», «Ача садӗнче ирттермелли уяв сценарийӗ».
Конкурса пурӗ 174 сценари килнӗ. Чи хастаррисен шутӗнче Елчӗк, Етӗрне, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Вӑрмар, Канаш, Куславкка, Патӑрьел, Тӑвай, Шупашкар, Элӗк районӗсенче, Канаш, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче ӗҫлекен педагогсем пулнӑ. Жюри 75 ҫӗнтерӳҫӗпе призёра палӑртнӑ.
Чӑваш халӑхӗн культурине ҫемьере тытса пырас, йӑли-йӗркине, ӑсталӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Несӗл эткерлӗхӗ» видеороликсен конкурсне ирттерет.
«Конкурса чӑваш эткерне упракан чи пултаруллӑ ҫемьесене кӗтетпӗр», — пӗлтернӗ йӗркелӳҫӗсем.
Конкурса хутшӑнас текенсен ҫак номинацисенчен пӗринпе видеоролик хатӗрлемелле: «Эпир – туслӑ кил-йыш» (роликсенче хальхи ҫемьен пурнӑҫне, йыш тӗп вырӑна мӗне хунине, иртнӗ тапхӑра мӗнле хакланине кӑтартмалла); «Эпир тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркисене кил-йышра тытса пыратпӑр!» (роликсенче чӑваш наци традицийӗн, чӗлхин, культурин уйрӑмлӑхӗсене уҫса памалла); «Пирӗн тӑван кӗтес» (видеороликсенче тӑван ял, хула, республика, вӗсен паллӑ выранӗсем ҫинчен каламалла); «Ӗмӗр-ӗмӗр янра эс, тӑван чӗлхем!» (видеороликра сӑмах чӑваш чӗлхи ҫинчен, унӑн историйӗ, унпа хальхи вӑхӑтра уявсенче, литературӑра, ӳнерте, кашни кунхи хутшӑнура усӑ курни ҫинчен, пуплев культурине тытса пырасси ҫинчен пымалла).
Видеороликсене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Конкурса тӑратнӑ материал чӑвашла пулмалла.
Шупашкар районӗнче администраци пуҫлӑхне суйлӗҫ. Иртнӗ уйӑхӑн юлашки кунӗнче Депутатсен пухӑвӗн 14-мӗш черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Унта депутатсемпе пӗрлех структура подразделенийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ Николай Хорасев та пулнӑ. Пухӑва район пуҫлӑхӗ Виктор Михайлов ертсе пынӑ.
Кун йӗркине кӗртнӗ ыйту Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне суйлас енӗпе конкурс комиссийӗ ирттересси пулнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхне суйламалли конкурс комиссине ӗнер, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республика шайӗнче те ҫирӗплетнӗ.
Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонти ҫӗнӗ шкул валли директор шыпаҫҫӗ. Конкурс ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 14 сехетре иртмелле.
Конкурс условийӗнче палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, шкул директорӗн пуканне йышӑнас кӑмӑллӑ ҫыннӑн аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Дипломпа диплом пӗр мар. Шкул директорӗн е патшалӑхпа муниципалитет управленийӗ енӗпе, е менеджмент тӗлӗшпе, е персонала ертсе пырассипе ятарлӑ пӗлӳ илни кирлӗ. Ҫав вӑхӑтрах педагогра 5 ҫултан кая мар ӗҫленине шута илӗҫ.
Конкурс иртесси ҫинчен Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |