Ака уйӑхӗн 15–30-мӗшӗсенче (ӑна, хутшӑнакансем ыйтнипе, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсма тиврӗ) пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗрентекенсем В.М.Михайловпа З.П.Михайлова пуҫарнипе, Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗ, Чӑваш Наци Конгресӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмӗ тата Чӑваш патшалӑх символӗсен авторӗн Э.М.Юрьев ӳнерҫӗн Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнчи музейӗ-картинӑсен галереййи йӗркеленипе республикӑмӑрти районсем хушшинче «Улӑп-2014: Эпир — Улӑп йӑхӗнчен!» уҫӑ инҫет вӑйӑ конкурс иртрӗ.
Ӑна Культура ҫулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ В.Е. Петров ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса пурӗ 70 ытла ача ыйтса ҫырни ярса панӑ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсене пур ача та ӑнӑҫлӑ хуравлама пултарнӑ. Ачасен ӗҫӗсенчи тӗп ҫитменлӗхсем ҫаксем: факт тата орфографи йӑнӑшӗсем, хуравсене вырӑсла ҫырни (ку вара вӑйӑ конкурс йӗркипе килӗшсе тӑмасть). Кунсӑр пуҫне пӗр пек тата йӗкӗреш хуравсем те пурччӗ (вӑйӑ конкурс ушкӑнпа хуравламалли маррисен йышши пулин те).
Ҫитес шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӑпӑр. Чыслав 16:00 сехетсенелле Чӑваш наци вулавӑшӗнче пуҫланмалла. Ку кун 15:00 сехетре малтан «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнеке хӑтлавӗ иртет, ун хыҫҫӑн — ҫӗнтерӳҫӗсене чыслани. Икӗ мероприяти пӗрле иртнӗрен 15:00 сехет тӗлте те ҫитме май пур.
Кам мала тухнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ: 11 ушкӑнра пурӗ 33 ачана, ҫамрӑка тата аслине палӑртнӑччӗ. Хаклава тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» телеканалӑн ертӳҫи Олег Цыпленков, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова ирттернӗччӗ.
Мала тухнисене парнесемпе тата хисеп хучӗсемпе чыслӑпӑр.
«Наци пуянлӑхӗ — 2014» Пӗтӗм тӗнче конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Куракансен аудитурийӗ пите пысӑк пулнӑ: пӗтӗмпе 67 ҫӗршыв.
Аса илтерер: конкурса тӗрлӗ номинацире — вокал, хореографи, модӑсен театрӗ, ӳнер сӑмахӗ, инструмент каласси, ӳнер тата ал ӗҫ пултарулӑхӗ — куҫӑн мар мелпе те, куҫӑн мелпе те хутшӑнма май пулнӑ.
Заявкӑсем тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ: Украинӑран, Курск, Иркутск, Белгород, Чулхула, Сарӑту, Чӗмпӗр, Новосибирск, Владивосток хулисенчен, Свердловск, Мурманск, Волгоград, Челепи, Ростов, Кисан, Пенза облаҫӗсенчен, Чӑваш, Тутар республикисенчен, Байкал тӑрӑхӗнчен, Красноярск, Краснодар енӗсенчен…
Конкурса Чӑваш Республикинчен Тӑвайри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑннӑ. Лилия Владимирова — «Эстрада вокалӗ», Анастасия Григорьевӑпа Варвара Лашманова «Фортепиано» уйрӑмӗнче вӗренеҫҫӗ. Лилия конкурса куҫӑн майпа хутшӑннӑ, Анастасийӑпа Варвара вара — куҫӑн мар майпа. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килешӳллӗн Тӑвай районӗн хӗрӗсем III степень Диплома тивӗҫнӗ.
Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче «Хӑрушсӑр урапа» район конкурсӗ иртнӗ. Мероприяти Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта пулнӑ.
Унта пӗтӗмпе 10 команда хутшӑнма кӑмӑл тунӑ: Йӗпреҫри 1-мӗш шкул, Йӗпреҫри 2-мӗш шкул, Эйпеҫ шкулӗ, Ҫӑкалӑх шкулӗ, Ирҫе Ҫармӑс шкулӗ, Пучинке шкулӗ, Чӑваш Тимеш шкулӗ, Энтриел шкулӗ, Пысӑк Упакасси шкулӗ, Пӑкӑян шкулӗ.
Командӑсем пилӗк тапхӑра парӑнтарнӑ: «Ҫул-йӗр правилине пӗлекенсем», «Пӗрремӗш медпулӑшу парассине пӗлесси», «Автохула», «Велосипедпа эрешлесе ярӑнасси», «Пултарулӑх конкурсӗ».
Конкурса хутшӑнакансен пӗлу шайне судьясем хакланӑ. Ҫӑмӑл мар тупӑшура Йӗпреҫри 2-мӗш шкул ачисем маттур пулнӑ, вӗсем 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Йӗпреҫри 1-мӗш шкул команди 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Пысӑк Упакасси шкулӗн ачисем 3-мӗш пулнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ команда — Йӗпреҫри 2-мӗш шкул — Йӗпреҫ район чысне республика вӑййисенче хӳтӗлӗ. Вӑл ҫу уйахӗн 20–21-мӗшӗсенче иртӗ.
Патӑрьел районӗнче ача-пӑча программисене чи лайӑх ерсте пыракана палӑртассипе конкурс иртнӗ. Ӑна тапхӑрпа йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва ачасене хушма пӗлӳ паракан центр пӗрлешӗвӗсем хутшӑннӑ. Ку вӑл конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ ӗнтӗ.
Хальхинче «Ертсе пыракан шкулӗ» (педагогӗ А.В. Антонова), «Флористика» (педагогӗ Л.А. Раськина), «Тӗлӗнтермӗш киҫтӗк» (педагогӗ И.А. Филиппова) пӗрлешӳсене ҫӳрекенсем хастар хутшӑннӑ.
Кружок ачисен кӗске сӑмахҫаврӑнӑшне хӑвӑрт калассипе, хитре калаҫассипе, фантази кӑтартассипе, юратнӑ уявсемпе паллаштарассипе «ала витӗр» тухма тивнӗ.
Ача-пӑчан шоу-программисен чи лайӑх ертӳҫи ята Ирина Захарова, вӑйӑ программисене ертсе пырассипе Ризиля Шрша, чи лайӑх калаҫнипе Айдар Камалетдинов ҫӗнтернӗ. Анастасия Пизенова «Чи ҫутӑ ҫӑлтӑр» пулса тӑнӑ.
Илемлӗх конкурсӗсем вӗҫӗмех иртеҫҫӗ. Тӗрлӗ шайра йӗркелеҫҫӗ вӗсене. Ӗнер Шупашкарти клубсенчен пӗринче «Чӑваш Ен мисӗ 2014» илемлӗх конкурсӗ пулнӑ.
Унччен хӗрсем икӗ уйӑх хушши конкурса ҫине тӑрса хатӗрленнӗ. Пӗри тепринчен чипер пикесене (яш чух пурте хитре теме пӑхӗ те тепӗр вулакан, ун пек ҫирӗплетни тӗрӗсех мар-тӑр) палӑртма тӳресене ҫӑмӑл пулман имӗш. Вӑрӑм та ҫинҫе хӗрсен илемӗпе киленекен тӳресем Анастасия Рыжкова ыттисенчен хитререх тесе йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ-пикен каярах Раҫҫей шайӗнчи илем конкурсӗнче Чӑваш Ен чысне хӳтӗлеме тивӗ.
«Просвещени» издательстви тӑтӑшах тӗрлӗрен конкурссем ирттерет. Ака уйӑхӗнче «Символы» конкурс иртрӗ. Ӑна Раҫҫейри Британи ҫулне халалланӑ. Конкурса шкул ачисем тата вӗрентекенсем хутшӑнма пултарнӑ.
Конкурса пурӗ 1942 ӗҫ тӑратнӑ, вӑл шутра пирӗн республикӑри Шупашкарти хӑш-пӗр шкул ачисемпе вӗрентекенсен ӗҫӗсем. Конкурссантсен ятарлӑ чӗре ӳкернӗ шаблон ҫине Британи тата Раҫҫей символӗсене 5-шер ӳкерчӗк туса кӑтартмалла пулнӑ, мӗншӗн ку е урӑх символа кӑмӑлланине акӑлчанла 10 предложени ҫырса пӗлтермелле пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкул ачисем те ку конкурса хаваспах хутшӑннӑ, вунӑ вӗренекен ытларах Раҫҫей тата Британи ялавӗсене сӑнарланӑ, Кремль тата Биг Бен, роза тата хурӑн, Британи тата Раҫҫей укҫи, икӗ хутлӑ автобус, телефон будки, матрешка, Чӑваш Республика эмблеми, чӑваш тӗрри...
Ҫак кунсенче кашниех алла Пӗтӗм Раҫҫейри «Символы» конкурса хутшӑнни пирки ӗнентерӳ хутне илчӗ.
Энергие перекетлес технологи ҫине куҫасси тата унпа тухӑҫлӑн усӑ курасси пирки калаҫма, ас тунӑ тӑрӑх, темиҫе ҫул каяллах тытӑнчӗҫ. Халӗ тата ҫак ыйтӑва ачасене явӑҫтарас тенӗ. Республикӑн Стройминӗн «Энергосбережени центрӗ» автономилле учрежденийӗ ачасем валли конкурс ирттерессине пӗлтерет.
Ӑмӑртӑва 1-мӗш класран пуҫласа 11-мӗшсем таранах хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене ушкӑнпа та хатӗрлеме юрать. Анчах пӗрле пухӑнса ҫырас тесен 3 ҫынтан ытла пуҫтарӑнмалла мар.
Ӗҫ темисем ҫапларах: электричество энергине перекетлесси, ӑшша перекетлесси, шыва перекетлесси, газа перекетлесси, мотор топливине перекетлесси, энергин альтернативлӑ ҫӑлкуҫӗсемпе усӑ курасси.
Конкурса яракан ӗҫсен ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енре республика шайӗнче иртнӗ пилӗк конкурса — «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ», «Ҫулталӑк воспитателӗ», «Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Ҫулталӑк психологӗ», «Социаллӑ педагог» — пӗтӗмлетнӗ.
Кӑҫал «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулта ют чӗлхе вӗрентекен Екатерина Владимирова тивӗҫнӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗн 150 пинлӗх премине панӑ.
«Ҫулталӑк воспитателӗ — 2014» — Ҫӗмӗрлери 19-мӗш ача пахчинче ӗҫлекен Татьяна Тетерова. Вӑл 100 пин тенке тивӗҫнӗ.
«Чи лайӑх класс ертӳҫи» ята кӑҫал Комсомольски районӗнчи Тукай шкулӗнче ачасене ют чӗлхе предметне вӗрентекен Гузель Хайртдинова тивӗҫнӗ.
«Социаллӑ педагог — 2014» ята Улатӑрти 9-мӗш шкулта ӗҫлекен Наталия Нажалкина илнӗ.
«Ҫулталӑк психологӗ» ята кӑҫал Психологипе педагогика реабилитаци тата тӳрленӳ центрӗн ӗҫченӗ Сергей Педюсев пулнӑ.
«Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Социаллӑ педагог», «Ҫулталӑк психологӗ» ята тивӗҫнисем 50 пинлӗх премие тивӗҫнӗ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра «Чӑваш халӑхӗн йӑла-йӗрке поэзийӗ» конкурсӑн пӗтӗмлетӗвне тунӑ. Ӑна Раҫҫейри тата Чӑваш Енри Культура ҫулталӑкне халалланӑ.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Алена Аршиновӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн нумай чӑваш ҫамрӑкӗ — 9–11-мӗш классенче вӗренекенсем (наци шкулӗсенчисем, вырӑс программипе вӗрентекен шкулсенчисем) — тупӑшнӑ. Ытти регион чӑвашӗсем те хутшӑннӑ.
Конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн акт залӗнче чысланӑ. Призерсен йышӗнче Элӗк район ачисем те пулнӑ. Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта вӗренекен Анна Платонова 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Мӑн Вылӑ шкулӗнче ӑс пухакан Арина Иванова та 3-мӗш вырӑна тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |