Ӗнер ирхине Чӑваш Ен ҫыннисене Бали утравӗ ҫинчен ҫинчен Раҫҫее илсе килнӗ. Самар хулинчи «Курумоч» аэропорта Денпасар хулинчен (вӑл Индонези ҫӗршывӗнче, Бали утравӗ ҫинче вырнаҫнӑ) вӗҫсе килнӗ самолета, тӗрӗссипе, Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи туристсем пуҫтарӑннӑ. Ҫав йышра — Чӑваш Енрисем тӑваттӑн. Хамӑр ҫӗршыв ҫыннисене тӑван тӑрӑха тавӑрма йӗркеленӗ ятарлӑ рейсра 242 авиапассажир пулнӑ.
Утрав ҫинчен таврӑннӑ 31 ҫынна, ҫав шура Чӑваш Енри тӑватӑ туриста та, Тутарстанри «Васильевский» санаторире йӗркеленӗ обсерватора вӑхӑтлӑха илсе кайнӑ. Ҫак кунсенче ентешӗмӗрсене унтан илсе килсе Муркаш районӗнче йӗркеленӗ обсерватора карантина вынаҫтарӗҫ. Унта вӗсене тухтӑрсем икӗ эрне тӗрӗслесе тӑрӗҫ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗ тӗлне ют ҫӗршывра тӑрса юлнӑ пирӗн республика ҫыннисем тепӗр 207 ҫын, ҫав шутра — 22 ача. Ентешӗмӗрсен тӗп пайӗ — Таиландра, Индире, АПШра. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн тӑван ҫӗршыва Чӑваш Енри 25 ҫынна килме пулӑшнӑ: Таиландран — 8, Индирен — 7, Индонезирен — 4, Турцирен — 2, АПШран, Латвирен, Кипртан, Испанирен — пӗрер ҫынна.
Женя Крутова урамӗнче вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Шупашкарти вӑйӑ салонӗ полици ӗҫченӗсем килсен ҫеҫ хупӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ШӖМ пресс-служби пӗлтерет.
Аса илтеретпӗр, ятарлӑ кану эрнинче хӑш-пӗр заведенисене кӑна ӗҫлеме ирӗк панӑ. Канупа киленӳ таврашӗпе ӗҫлекенсем вӗсен шутне кӗмеҫҫӗ.
Вӑйӑ салонӗ пирки сыхӑ граждансенчен пӗлнӗ хыҫҫӑн унта хулари шалти ӗҫсен пайӗн сотрудникӗсем, тата Роспотребнадзор представителӗсем ҫитнӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче полици салона хупнӑ, предпринимателе ҫавӑн пекех РФ КоАПӗн 6.3 статйине пӑсни ҫинчен протокол ҫырса панӑ.
Унсӑр пуҫне салон хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне чӑн та саккунпа килӗшӳллӗн туса пынине тӗрӗслӗҫ. Сӑлтавӗ: вӑйӑ салонӗ тесе час-часах казино йышши заведенисем пытанаҫҫӗ, унашкал ӗҫ-хӗлпе вара ҫӗршыври хӑш-пӗр регионсенче кӑна ӗҫлеме ирӗк панӑ. Чӑваш Ен вӗсен шутне вара кӗмест.
Паян ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей ҫыннисем патне хӑйне евӗр чӗнӳпе тухрӗ. Унта вӑл коронавируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва хускатрӗ.
Тӗнчипе сарӑлнӑ амака сарасран йышӑнакан мера шутӗнче — ҫынсене пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 5-мӗшӗччен кантарма йышӑнни. Килте ларншӑн укҫа тӳлӗҫ. Тӳрех палӑртар: лавккасем, банксем, аптекӑсем, пульницӑсем хупӑнмӗҫ, транспорт ҫӳреме чарӑнмӗ, тӳре-шара ӗҫлӗ. «Халӗ чи хӑрушсӑрри — килте ларни», — тенӗ президент. Паянах Владимир Путин ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑ.
Ӗҫсӗр ҫынсен пособине ӳстересси пирки те каланӑ паян ҫӗршыв ертӳҫи. Тупӑш 30 процентран ытларах чакнисене ипотека каникулӗ парасси, банкра укҫа тытакансене тупӑшран илекенсен налук тӳлеттересси (кӗмӗл виҫи 1 миллион тенкӗрен иртсен) тата ытти хӑш-пӗр самант пирки те каланӑ Владимир Путин.
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, Шупашкарти хула строительствипе хуҫалӑх техникумӗн директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ ун тӗлӗшпе тата ҫӗнӗ пуҫиле ӗҫсем тупӑннӑ.
Техникум директорӗ арӑмӗпе Словенире учреждени шучӗпе каннине хыпарланӑччӗ-ха. Анчах ҫемье унта кӑна мар, Германие те кайнӑ иккен, хамӑр тӑрӑхри санаторире те сывлӑхне ҫирӗплетнӗ. Директорпа арӑмӗ каннишӗн кӑна техникум 640 пин тенкӗлӗх тӑкак курнӑ.
Унсӑр пуҫне техникумра студентсене производство практики тесе ӗҫлеттернӗ. Хут ҫинче вара усламҫӑ юсав ирттернӗ пек ӑна укҫа куҫаранҫи тунӑ. Ытти кӑлтӑк та тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫиеле тухнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫсене малалла тӗпчеҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Тӗмен хулинче «Пӗчӗк хуласене тата историлле тӑрӑхсене аталантарасси» ятпа форум иртнӗ. Унта пӗчӗк хуласене хӑтлӑх кӗртессипе лайӑх проект хатӗрлесе Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернисене палӑртнӑ. Ҫавӑнта Чӑваш Енри икӗ хула лекнӗ. Вӗсем - Канаш тата Улатӑр. Канаш «пӗчӗк хуласем» номинацире (кунта 20 пинтен пуҫласа 50 пин ҫын таран пурӑнаканнисем кӗреҫҫӗ) мала тухнӑ. Улатӑр «Истори тӑрӑхӗсем» категорире палӑрнӑ. Канаш хулине 70 миллион тенкӗ парӗҫ, Улатӑра — 44,5 миллион.
Ҫӗршыври комисси кӑҫал 80 проекта суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 30 пинрен пуҫласа 100 пин тенкӗ таран парӗҫ.
Улатӑр «Улатӑр – музей-хула» проект хатӗрленӗ. Унта килӗшӳллӗн «Пӗчӗк пӗве», «ВЛКСМа 30 ҫул» парксене, «Боронин тата Ветвинский» скверӗсене илемлетесшӗн. Ҫав вырӑнсенче хула ҫыннисем уҫӑлса ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ.
Канаш хули «Вуникӗ ҫул проектпа килӗшӳллӗн хулан тӗп пайне илемлетесшӗн.
Шупашкарти «Газировка» каҫхи клуба ӗҫлемешкӗн вӑхӑтлӑха чарнӑ. Ҫакӑн пирки республикӑн прокуратурин пресс-служби паян пӗлтернӗ.
Асӑннӑ клубра саккуна пӑсма пултарни ҫинчен массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче хыпарланӑран та тӗрӗслев пуҫарнӑ надзор органӗ. Иккӗмӗш каналпа кӑтартакан, Андрей Малахов ертсе пыракан «Прямой эфир» (чӑв. Тӳрӗ эфир) кӑларӑмра кӑтартнӑ ҫарамсланса ташланӑ хӗр, сӑмах май каласан, шӑпах ҫав каҫхи клубра савӑннӑ.
Тӗрӗслевҫӗсем каҫхи клубра пушар хӑрушсӑрлӑхне, санитарипе эпидемиологи саккунне пӑснине тупса палӑртнӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен йӗркене пӑсма май паракан самантсене те асӑрханӑ.
Тӗрӗслев малалла пырать. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑксене пӗтериччен каҫхи клуба ӗҫлемешкӗн чарма йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнах пирӗнтен хӑшӗсем черетлӗ кану кунӗсем пирки ӗмӗтленме пуҫлаҫҫӗ. Ют ҫӗршывра ӑшӑ хӗвелпе тинӗс е океан хӗрринче иленме юратакансем ҫуллаччен тӑхтамаҫҫӗ — хӗллех канаҫҫӗ.
Кану уйӑхне суйланӑ чух ҫапах та пӗр япалана шута илмелле. Укҫа-тенкӗ ҫине куҫарса пӑхсан канни пур уйӑхра та пайталлах мар. Ӑна-кӑна ӑнланакансем каланӑ тӑрӑх, ӗҫ кунӗсем нумайрах тивекен уйӑхра канни тӗрӗсрех. Кун пек чух отпуск укҫи шалупа пӗр пекрехех тенӗ пек тухать. Вырсарникунсене канмалли кун шутне кӗртни те усӑллӑ. Мӗншӗн тесен вӗсемшӗн те тӳлеҫҫӗ.
Ҫу, кӑрлач уйӑхӗсенче кансан отпуск укҫи катӑлать. Ҫав вӑхӑтрах тепӗр лайӑх енӗ те пур — асӑннӑ ҫак уйӑхсенчи кану кунӗсен шучӗпе отпуск вӑрӑмланӗ. Сӑмах май каласан, пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче черетлӗ канупа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ йӗрке вӑя кӗчӗ. Канасси пирки пирки пуҫлӑха электрон ҫырупа систерсен те ҫителӗклӗ.
Раҫҫей Патшалӑх Думи хӑш уйӑхра канни тупӑшлӑраххине уҫӑмлатнӑ.
Ӗҫ кунӗсем сахал уйӑхсенче (кӑрлач, ҫу) кансан ҫыннӑн отпуск укҫи сахал тухӗ. Вӑл вӑхӑтра ӗҫ кунӗсем хаклӑрах. Ҫав вӑхӑтрах кану кунӗсем тӑршшӗне уяв кунӗсен шучӗпе ӳстерме пулать. Кӑна кӑрлач тата ҫу уйӑхӗсем пирки калама пулать.
Отпуск укҫине канмалли кунсемшӗн тӳлӗҫ, анчах шалу илеймӗн. Уяв кунӗсем отпуска лексен вӗсене черетлӗ кану кунӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн хушса парӗҫ.
Маларах эпир уяв кунӗсенче ӗҫленӗшӗн ҫынсене унчченхинчен икӗ хут ытларах тӳлемеллине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн Ӗҫ тата ӗҫлӗх федераци служби аса илтернӗ. Укҫашӑн хыпса ҫунманнисем е «кӗмӗл» ытлӑ-ҫитлисем укҫа вырӑнне канмалли кун илме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем «Вега» социаллӑ сиплев центрӗнче сывлӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Черетлӗ ушкӑн авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен канӗ. 18 кунлӑх курссшӑн вӗсен пӗр пус та тӳлемелле мар.
«Вега» центрта тӳлевсӗр канма Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен, вӗсен тӑлӑх арӑмӗсен, ӗҫ ветеранӗсен, политика репрессине лексе реабилитаци витӗр тухнисен, сусӑрсен, ватлӑхпа пенси илекенсен ирӗк пур. Анчах икӗ ҫулта пӗрре.
Путевка илес тесен Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра каймалла. Унта вӗсен заявлени ҫырмалла, паспорт копине илсе каймалла. Тухтӑрсем сывлӑх ҫинчен калакан панӑ справка, ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма ирӗк паракан документ, медицина страхованийӗн полисӗ кирлӗ.
Черет ҫитсен ветерансене «Вега» центра ярӗҫ.
Раҫҫей турисчӗ канма кайсан вилнӗ. Бассейнра. Турцинчи Аланья хулинче. Инкек сӑлтавне право тытӑмӗн тӗпчевҫисем палӑртӗҫ.
Раҫҫейӗн ют ҫӗршыври пайтаҫисем вилене хамӑр ҫӗршыва епле илсе килесси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Раҫҫейӗн Анталья хулинчи тӗп консульствин пайтаҫи инкек эрнекун пулнӑ тесе пӗлтернӗ. «Эпир страхлакан компанипе тата право органӗсемпе ӗҫлетпӗр халь. Вилене Раҫҫее илсе кайма хутсем хатӗрлетпӗр», — тенӗ вӑл «Новости» Раҫҫей информаци агентствине.
Вилнӗ арҫын Сергей Жук ятлӑ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Екатеринбургри Сергей Цукрук турист тӑн ҫухатнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хурас тенӗ. Анчах арӑмӗ вӑхӑтра асӑрханӑ. Туристсене страхлакан компани арҫын пульницӑра сипленнине саплаштарма килӗшмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |