Чӑваш Енре ОРВИпе грипа пула 17 пин ытла ача шкула каяймасть. Ҫавна май чылай шкул карантина хупӑннӑ.
Шупашкарти 5-мӗш гимназие вара чир ура хурайман. Унта ку лару-тӑрура мӗнле вӗренмеллине шухӑшласа кӑларнӑ. Унта эпидеми пулман-ха, анчах сывӑ ачасене дистанци мелӗпе вӗрентме шухӑшланӑ.
Ачасене скайппа усӑ курса вӗрентеҫҫӗ. Кунсӑр пусне вӗрентекенсене тестсене онлайн мелӗпе ҫырмалли, дистанци мелӗпе вӗренмелли «Модул» программа пулӑшать. Вӗсем пулӑшнипе педагогсем малтан задание ачасене ярса параҫҫӗ. Лешсем хӑйсем тӗллӗн тишкерсен хӑтлав, таблица, схема яраҫҫӗ.
Заданисене пур вӗренекене те ярса параҫҫӗ. Чирлисем вӗсене май килнӗ таран пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсенчен ҫирӗп ыйтмаҫҫӗ.
Тем тесен те, 21-мӗш ӗмӗрте те куҫа куҫӑн калаҫнине, класра ларса вӗреннине нимӗн те ҫитмест. Вӗрентекенсем ҫитес эрнере ачасем кӗтмен ҫӗртен пулнӑ каникултан таврӑнасса шанаҫҫӗ.