Канашри ШӖМ уйрӑмне ертсе пыракан полици полковникне Николай Ванина «ЧШ шалти ӗҫсен органӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Николай Дмитриевич ҫак тытӑма 2021 ҫултанпа ертсе пырать. Унччен ШӖМӗн Шупашкарти 6-мӗш уйрӑмне ертсе пынӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр вӑл Калашников автоматӗнчен перес енӗпе иртнӗ ӑмӑртура мала тухнӑ.
Калмӑк Республикинче 2008-2017 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасен хушшинче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе уҫӑ турнир иртнӗ. Унта тӗлӗ регионти 200-е яхӑн вӑйлӑ спортсмен хутшӑннӑ.
Ӑмӑртура Чӑваш Ен чысне Елчӗкри Михаил Миллин тата Канашри Кирилл Бородкин хӳтӗленӗ. Вӗсем маттурсем! Михаилпа Кирилл икӗ ылтӑн медаль тата икӗ чемпион пиҫҫиххине ҫӗнсе илнӗ.
Канашри вӑрра нимӗҫ овчарки Шарки тытса чарма пулӑшнӑ. Унта икӗ велосипед вӑрланӑ.
Пӗр арҫын гаражӗ уҫӑ пулнине, унта япаласем асар-писер выртнине асӑрханӑ. Вӑл полицие чӗннӗ. Вырӑна кинолог Шарки ятлӑ йытӑпа ҫитнӗ.
Овчарка вӑрӑ йӗрне тӳрех сиснӗ, ун тӑрӑх Кӑкшӑм урамне илсе кайнӑ. Унӑн сӑмси улталаман – чӑнах та ҫав вырӑнта вӑрланӑ икӗ велосипед тӑнӑ. Иккӗшӗ – 30 пин тенкӗ тӑраканскерсем.
Палӑртмалла: унччен Шарки Шупашкарта ювелир лавккине ҫаратма тӑнӑ ҫыннӑн курткине тупнӑ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче «Хусан — Канаш» пуйӑсра Тутарстанри пӗр хӗрарӑм пуҫтахланма тапранса кайнӑ.
Вӑл эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ те пассажирсем ҫумне ҫулӑхнӑ. Билет кассирӗ ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ, анчах май килмен. Унран та ытларах: ӳсӗр хӗрарӑм кассир ҫине алӑ ҫӗкленӗ.
Кибеч станцийӗнче хӗрарӑм стоп-крана туртса антарнӑ.
Чӑркӑш хӗрарӑма транспорт полицейскийӗсем тытса чарнӑ. 47 ҫулти хӗрарӑма ҫывӑх вӑхӑтра суд тӑвӗҫ.
Канашри пӗр ҫемьере ҫиччӗри хӗрача амӑшне укҫасӑр хӑварнӑ. Сумми ытла пысӑках мар та, ҫапах та...
Пӗррӗмӗш класра вӗренекен ача виртуаллӑ вӑйӑ выляса ларнӑ чухне палламан ҫынпа ҫыру урлӑ калаҫма тапранса кайнӑ. Лешӗ ачана виртуаллӑ валюта туянма сӗннӗ. Ун валли амӑшӗн банк карттинчен тӳлеме май пуррине пӗлтернӗ. Хӗрача амӑшӗн банк карттине илсе унӑн банк приложенине кӗрсе кайнӑ. Унтан 41 пин те 200 тенкӗ куҫарса панӑ.
Укҫа ҫухалнине пӗлсен 46-ри хӗрарӑм, ҫиччӗри хӗрача амӑшӗ, йӗрке хуралҫисем патне пулӑшу шыраса кайнӑ.
Чӑваш Енре пысӑк этнографи экспедициӗ иртнӗ. Ӑна «Раҫҫей халӑхӗсен этнокультура пуянлӑхӗн объекчӗсене палӑртмалли фольклор экспедицийӗсен ярӑмӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
Пирӗн патра Раҫҫейӗн наукӑсен акадмийӗн Урал тӑрӑхӗнчи Гуманитари тӗпчевӗсен институчӗн директорӗ, РАН член-корреспонденчӗ, истори наукисен докторӗ Александр Черных ертсе пыракан ушкӑн республикӑри ултӑ округра: Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Куславкка, Комсомольски, Канаш — тӑрӑхӗсенче пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче ӗҫлекенсем паркран хир качакине йӑтса тухнӑ. Асӑннӑ чӗрчун Канашри парка пырса кӗрсе унӑн карти хушшине ҫакланса ларнӑ.
Хир качакине ҫӑлма пынӑ специалистсем унӑн урине тӑлланӑ, ӑна карта хушӑкӗнчен кӑларнӑ
Хир качакисем ынсем ҫурекен вырӑнсене пырса кӗни час-часах пулать. 2023 ҫулта ӑна Явӑшри масар патӗнче куракан пулнӑ. Тепрехинче тата пӗр мӑшӑр хир качаки машинӑпа ӑмӑртмалла чупнӑ.
Комсомольски округӗнче ҫӗнӗ прокурора ҫирӗплетнӗ. Ку пукана унччен Тӑвай округӗн прокурорӗ пулнӑ юстицин аслӑ канашҫи Александр Данилов йышӑннӑ.
Александр Сергеевич 1978 ҫулта Канашра ҫуралнӑ. И.Н.Улянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтерсен Куславкка районӗн прокурорӗн пулӑшуҫинче ӗҫленӗ. Кайран тӗрлӗ вырӑнта вӑй хунӑ. 2019 ҫултанпа вӑл Тӑвай районӗн прокурорӗ пулнӑ.
Аса илтерер: ӗнер Куславкка тата Тӑвай округӗсенче ҫӗнӗ прокурорсене ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх тата социаллӑ министрӗн ҫумӗ пулнӑ Людмила Рулькова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин социаллӑ хӳтлӗхӗ тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Людмила Ивановна Канашра 1956 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пӗтӗм союзри юридицин куҫӑнсӑр институтӗнче вӗреннӗ. Аслӑ пӗлӳ илсен вӑл ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх сферине ӗҫлеме тытӑннӑ.
2005-2013 ҫулсенче вӑл сывлӑх тата социаллӑ министрӗн ҫумӗ пулнӑ.
Хӑюлӑх кӑтартнӑ ҫамрӑк паттӑрсене РФ ШӖМӗн пуҫлӑхӗ Владимир Колокольцев ячӗпе Хисеп грамоти панӑ. Вӗсен йышӗнче Канашра 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ Глеб Семенов та пулнӑ.
Глеб маршрутка рулӗ умӗнче пынӑ хӗрарӑм водителе ӳсӗр пассажиртан хӳтеленӗ. Ӳсӗр арҫын хӑйне килпетсӗр тытнӑ, билетшӑн укҫа пама хирӗҫленӗ. Глеб ӑна асӑрхаттарнӑ.
Каччӑ маршруткӑран тухсан арҫын ун хыҫҫӑн утнӑ, тимӗрпе уринчен ҫапнӑ. Водитель полицейскисене чӗннӗ, ӳсӗрскере тытса чарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |