
Чӑваш Енри хӑш-пӗр муниципалитета автобуспа ҫыхӑнтарӗҫ. Ҫакӑ унти район центрӗсенчи пульницӑсене пӗр-пӗринпе пӗрлештерсе пӗтернипе, ҫынсем вара ун пек тусан кайса ҫӳреме меллӗ мар тесе пӑшӑрханнипе ҫыхӑннӑ. Официаллӑ хыпарта кун пирки каламан-ха, анчах эпир сире унччен халӑх пӑшӑрханӑвӗ пирки пӗлтернӗччӗ.
Ака уйӑхӗнче муниципалитетсем хушшинче 5 автобус маршручӗ уҫӗҫ: «Куславкка – Ҫӗнӗ Шупашкар», «Йӗпреҫ – Канаш», «Элӗк – Хӗрлӗ Чутай», «Шӑмӑршӑ – Патӑрьел» тата «Елчӗк – Патӑрьел».
Автобуссем кашни сехетре пӗрре ҫула тухӗҫ, вӗсем пульницӑсем ӗҫленӗ вӑхӑтра хутлӗҫ.
Кунсӑр пуҫне 146-мӗш «Шупашкар – Хыркасси – Салапайкасси» тата 630-мӗш «Етӗрне – Ҫӗмӗрле» ҫул укҫине пӗр пек тытса тӑма палӑртнӑ.

Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра регион пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче вӑхӑтлӑх чарусем пулӗҫ. Ку мерӑсем 6 тоннӑран ытларах таякан йывӑр тиевлӗ машинӑсене пырса тивет.
Ҫав кунран пуҫласа Шупашкарта кунашкал машинӑсене укҫа тӳлесен кӑна кӗртӗҫ – вӗсем ятарлӑ пропуск туянӗҫ. Ку укҫа ҫула юсама кайӗ. Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, юр ирӗлнӗ тапхӑрта тата ейӳ вӑхӑтӗнче ҫул тӗпӗ нӳрелет, ҫавна май хӑвӑрт арканать.
Шупашкарта тӗрӗслев пункчӗсем хулана кӗмелли вырӑнсенче пулӗҫ: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр, Етӗрне тата Вӑрнар ҫулӗсем ҫинче.
Ку чару пассажирсене илсе ҫӳрекен автобуссене, юсав ӗҫӗсем пурнӑҫлакан бригадӑсене транспортне тата экстреннӑй служба машинисене пырса тивмест.

Кунсем-ҫулсем сисӗнмесӗр иртеҫҫӗ те ватлӑх та алӑкран килсе часах шаккать.
Канашра ҫуралнӑ, Сӗнтӗрвӑрринче пурӑннӑ Галина Синдячкина юлашки вӑхӑтра ҫын куҫӗнчен пӑхма пуҫланӑ. Кинемейӗн ҫулӗ те аванах пур — вӑл 91-ре. Малтан ӑна киле пырса социаллӑ ӗҫчен пӑхса тӑнӑ-ха. Ҫавӑн пек ҫур ҫул пурӑннӑ. Анчах юлашки вӑхӑтра кинемее пӗрмаях пулӑшу кирлӗ пулма пуҫланӑ.
Сӗнтӗрварринчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр ӗҫченӗсем кинемей шухӑшне шута илсе ӑна ваттисен ҫуртне ӑсатма йышӑннӑ. Документсене хатӗрлесе ҫитерсе Галина Аркадьевнӑна Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртне илсе кайнӑ. Унта ватӑ ҫынна ҫӑмӑлтарах пулмалла: апатне пӗҫерсе ҫитереҫҫӗ, вырӑн таврашне тата ҫипуҫа ҫуса тасатаҫҫӗ, тухтӑр ҫырса панӑ эмелсене парса тӑраҫҫӗ.

Канашра пурӑнакан арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл арӑмне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ ҫапларах: кӑҫал пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнче ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер арӑмӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ та ҫӗҫӗ ярса тытнӑ – хӗрарӑма кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен 10 хутчен чикнӗ. Арӑмӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах кӑшт вӑхӑт иртсен вилнӗ.
Арҫынна тытса чарнӑ хыҫҫӑн тӗпчесе ыйтса пӗлнӗ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ. Халӗ следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усрас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.

Ӗнер, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, ирхине Канаш хулинчи Ҫамрӑксен урамӗнче пушар пулнӑ – харпӑр ҫуртра ҫулӑм тухнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче пӳртре 73 ҫулти арҫын тата унпа пӗрле пурӑнакан 56-ри хӗрарӑм пулнӑ. Хӗрарӑм ҫунакан пӳртрен хӑй тӗллӗнех тухса ӗлкӗрнӗ. Пиҫсе кайнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, арҫын урама тухайман – пушарта вилнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара 3 сехете яхӑн сӳнтернӗ.

Етӗрне округӗнчи Канаш ялӗ патӗнче паян хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта, шел те, 2 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Лада Приора» ҫӑмӑл машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та фурӑпа ҫапӑннӑ. «Лада Приора» водителӗ тата пассажирӗ ҫавӑнтах вилнӗ.
Халӗ ӗҫ-пуҫӑ уҫӑмлатаҫҫӗ.

Канаш хулинче пурӑнакан Татьяна Смагина 101 ҫул тултарнӑ. Вӑл Курган облаҫӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче унти предприятире тӑрӑшса Ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ.
Уралти политехника институтӗнче инженер-механик дипломне илсен Татьяна Васильевна техникумра ӗҫлеме тытӑннӑ.
Мӑшӑрӗпе вӑл нумай ҫул телейлӗ пурӑннӑ. Вӑл ҫӗре кӗрсен Канаш хулине унӑн тӑванӗсем патне куҫса килме шухӑшланӑ. Кунта вӑл 2002 ҫултанпа пурӑнать.

Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинчи ҫывӑх вӑхӑтра тепӗр 11 камера вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем сӑн тата видео ӳкерсе илӗҫ.
Ӗҫе пурнӑҫлама 38 миллион тенкӗ тухса кайӗ. Камерӑна вырнаҫтараканни — Питӗрти «Потс» тулли мар яваплӑ общество.
Виҫӗ уйӑхра подрядчикӑн 11 камера вырнаҫтармалла, унсӑр пуҫне Канашри Ленин проспектӗнчи тата Шупашкарти Максим Горький проспектӗнчисене юсаса ҫӗнетмелле.

Канашра юн тымарӗсен центрне уҫма палӑртнӑ. Вӑл Канашри медицина центрӗ ҫумӗнче пулӗ.
Иртнӗ эрнере унта республикӑн премьер-министрӗ Владимир Степанов пулнӑ. Вӑл ун чухне юн тымарӗсен центрӗ кӑҫал уҫӑлассине пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ центрта пысӑк технологиллӗ оборудовани пулӗ. Ҫав шутра – магнит-резонанс томографӗ те.

Васкакан вакка сикнӗ тенӗ ваттисем. Канашра пӗр хӗрарӑм маршрутка умне чупса тухнӑ. Инкек вырӑнти налук инспекцийӗнчен инҫех мар вырӑнта, Раздольнӑй урамра, пулса иртнӗ.
Маршрутка «Мечет» чарӑнура чарӑннӑ, микроавтобусран ансан пӗр хӗрарӑм-пассажир ун умне тухса ҫул урлӑ чупса каҫма тӑнӑ.
Ҫав вӑхӑтра ҫулпа «Сандеро» машина пынӑ. Водитель машинӑна хӑӑрт чарма тӑнӑ-ха, анчах хӗрарӑм ҫине пӗрех пырса кӗнӗ.
