Мари Элти Туҫи Мари районӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑрманта 4 лиҫван тата 3 хыр каснӑ иккен.
Кам каснӑ? Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тупнӑ. Вӑл — Чӑваш Ен арҫынни. Хайхискер 7 йывӑҫ касса вӗсене хӑйӗн УАЗӗпе киле илсе килнӗ, унтан хӑма ҫурнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑмасенчен карта тытма палӑртнӑ.
Йӗрке хуралҫисем арҫыннӑн бензопӑчкине тата хӑмисене арестленӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын 7 йывӑҫ касса патшалӑха 200 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ.
Хӗл ларнине пӑхмасӑрах, йӗри-тавра юр выртать пулин те, Чулхулара нумай пулмасть йывӑҫ лартнӑ.
Хулари Пермяковски кӳлӗ тавра аллея тӑвасси пирки Чулхула влаҫӗсем пӗлтӗрех шут тытнӑ-мӗн. Анчах ӗҫ тухман. Ӗҫе пӗлтӗр ҫурлан 31-мӗшӗччен пурнӑҫламалла пулнӑ та, ӑна пурнӑҫлакансем малтан хунавсене шӑрӑх ҫанталӑкра хӗвел ҫинче самай тытнӑ, кайран вара, типнӗскерсене ҫӗре чавса лартнӑ. Шел те, кӑҫал ҫуркунне ҫитсен чылай тирек хунавӗ вӑй илеймен, хӑрса ларнӑ.
Кӳршӗ тӑрӑхӑн тӗп хулин влаҫӗсем алӑ усман — кӳлӗ хӗррине тепӗр хут йывӑҫ лартса тухас тенӗ. Кунхинче вара тирек хунавӗсене хура кӗркунне, юр ӳксен чавса лартнӑ.
NN.RU портал Чулхулан администрацине ыйту янӑ: сивӗре хунавсем лартни йӗркеллӗ-и, вӗсем хӑрса ларас пулсан тепӗр ҫул каллех лартӗҫ-и? Влаҫрисем хурав панӑ тӑрӑх ытлашшиех сивӗ мар ҫанталӑкра, -15 градус сивӗрен ӑшӑрах чухне, хунавсем лартма юрать имӗш. Ҫапла кӗркунне тапхӑрӗпе пӗр-пӗр лаптӑка йывӑҫ-тӗм лартса симӗслетес тӗллевпе туллин усӑ курас тесен тума ирӗк пур имӗш. Унсӑр пуҫне, администраци шантарнӑ тӑрӑх, хунавсен гаранти срокӗ те пур.
Чӑваш Енри пӗтӗм районта «Вӑрмана упратпӑр» Пӗтӗм Раҫҫейри акци иртет. Унпа килӗшӳллӗн, Шупашкар лесничествинче те йывӑҫсем лартнӑ.
Иртнӗ вырсарникун Атӑл леш енче нимеҫӗсем, ахаль ҫынсем йывӑҫ хунавӗсем лартнӑ.
Акцие хутшӑннӑ 480 ҫын 15 пин хыр хунавӗ лартнӑ. Ку пӗтӗмпе 12 гектар ҫӗре йышӑннӑ. Иртнӗ вырсарникун ҫанталӑк та хӗвеллӗ тӑнӑ. Ҫавӑнпах-тӑр акцие хутшӑнакан нумай пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап йышӑнакан полигонра ӗҫлекенсем кӑвак тӗслӗ чӑрӑшсене иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ. Вӗсем йывӑҫсене, тымарӗпех тӑпӑлтарнӑскерсене, кӳрсе килнӗ ҫӳп-ҫап ӑшӗнче тупнӑ.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче унти ӗҫченсем тӑватӑ чӑрӑша асӑрханӑ. Кашни - 1 метр ытла. Полигон ӗҫченӗсем вӗсене хӑйсем патӗнче лартнӑ. Чӑрӑш турачӗсем йӗркеллех,анчах тӑрри хуҫӑлнӑ. Ҫапах вӗсем кайран ӳсӗҫ. Ҫапла полигонра мини-аллея пулнӑ.
Полигон ӗҫченӗсем ку таранччӗн чӗрчунсене те ҫӑлнӑ. Ҫав шутра - кушак ҫури, чӗрӗп. Хальхинче ав чӑрӑшсене пӗтме паман.
Шупашкарта ҫӗнӗ аллея пулӗ. Кедр йывӑҫӗсене Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 68-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗпе юнашар лартнӑ.
Ку ӗҫе Шупашкар епархи управленийӗн элчисем, «Союзспецодежда» суту-илӳ ҫурчӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Хунавсене тата пулас аллея вырӑнне Шупашкар епархийӗн секретарӗ Иов Маркелов иероманах сӑвапланӑ. Кӑҫал Шупашкар-Чӑваш Ен епархийӗ 75 ҫул тултарать. Аллейӑна шӑпах ҫак юбилея халалласа уҫнӑ та.
Йывӑҫ хунавӗсене вара, Ҫӗпӗр кедрӗсене, «Союзспецодежда» суту-илӳ ҫурчӗ парнеленӗ. Пӗтӗмпе – 7- хунав. Вӗсене Шупашкарти питомникре ӳстернӗ.
Сирӗн хӑҫан та пулин пӗр йывӑҫран тӑракан вӑрманта пулма тӳр килнӗ-и? Пӗр йышши йывӑҫлинче мар, шӑпах пӗр йывӑҫран тӑракан вӑрмана, 1,5 гектар лаптӑклинче. Ҫавӑн пекех тӗлӗнтермӗш япала Индире пур, вӑл йывӑҫа Капмар баньян теҫҫӗ.
Мӑн баньянӑн ботаникӑлла ячӗ — Бенгали фикусӗ (лат. Fícus benghalénsis), вӑл тут йывӑҫӗсен йӑхне кӗрет. Ҫак хӑйне евӗрлӗ йывӑҫӑн ҫулҫи-тарачӗ тӗнчере чи пысӑк лаптӑк йышӑнать — 1,5 гектар лаптӑк, унӑн пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ вара — 25 метра яхӑн. Рекорда тивӗҫлӗ йывӑҫ ҫӗршывӑн тухӑҫ енче вырнаҫнӑ Хаора хулинчи (Анӑҫ Бенгали) Инди ботаника пахчинче ӳсет.
Паллах, ку фикус ахаль йывӑҫ мар. Ыттисенчен вӑл сывлӑшра ҫакӑнса тӑракан ҫӗршер тымарпа уйрӑлса тӑрать. Вӗсем — йывӑҫ вуллипе туратсем ҫинче йӗркеленнӗ ятарлӑ хунавсем. Тӑпра таран анса ҫитсен, сывлӑшри тымарсем ҫӗр ӑшне шӑтарса кӗреҫҫӗ те йывӑҫа нӳрӗкпе тивӗҫтерекен, апатлантаракан хушма ҫӑлкуҫ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пек ӳсентӑрансен пурнӑҫ формине ботаникӑра баньян теҫҫӗ.
Хула урамӗсенче ҫеҫ мар, пахчасенче те ҫуркунне эпир йывӑҫ вуллине шурататпӑр.
Анчах кӑҫал ҫуркунне Шупашкарта вӗсене тӗкӗнмӗҫ. Ҫакӑн пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, Варламов блогер «100 советов мэру» кӗнекере «Ҫуркунне йывӑссене шуратмалла-и? Ҫук!» — тенӗ иккен.
«Кӗнекене вулатӑп та хӑш шухӑшпа килӗшетӗп, хӑшӗнпе — ҫук», — палӑртнӑ Алексей Ладыков. Йывӑҫ вуллине шуратмалла мар тенине вӑл ырласа йышӑннӑ.
Йывӑҫ вуллине шуратма уйӑракан укҫана йывӑҫ-тӗм лартма уйӑрас тесе йышӑннӑ. Кун валли ҫулсерен 290 пине яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре йывӑҫ-тӗм лартма тытӑннӑ. Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗрлӗ тӳремре ҫӑка, хӑва, шурӑ сирень тата ыттисем ӳсӗҫ. Кӗркунне лартмалли йывӑҫ-тӗмсене халех лартнӑ.
Йывӑҫ лартма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Вӑл тата хулари тӳре-шара юман лартнӑ.
«Юман – республика элемӗ, ӑна герб ҫине ӳкерсе хунӑ. Раҫҫейри чи паллӑ йывӑҫ пирӗн тӑрӑхра ӳсет. Юманпа тӗрлӗ халап ҫыхӑннӑ. Республикӑн Хӗрлӗ тӳремӗнче ӑна лартни ытахальтен мар», – тенӗ Олег Николаев.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чермӗш ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта такамсем 6 ӑвӑс каснӑ. Халӗ ҫав ҫынсене шыраҫҫӗ.
Чӗрӗ йывӑҫсене каснине кӑмпа шыракансем асӑрханӑ. Вӗсем «Вӑрман хуҫалӑхӗ» хысна предприятин диспетчер службине евитленӗ. Унти инспекторсем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Паллӑ мар ҫынсем Сӗнтӗрвӑрри участокӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн 121-мӗш кварталӗнчи 6 ӑвӑса, пурӗ 0,54 кубла метр, каснӑ. Саккуна пӑсакансене административлӑ майпа ҫеҫ мар, тӑкак виҫи 5 пин тенкӗрен иртсен уголовлӑ ӗҫ пуҫарса та явап тыттарма юрать.
Муркаш районӗнчи Сӑнав лесничествинче ӳсекен ватӑ юман Чӑваш Енре чи пысӑкки шутланать. Ӑна ҫутҫанталӑк палӑкӗсен йышне кӗртнӗ.
Чӑваш юманӗ «Раҫҫейри ҫулталӑкри йывӑҫ» конкурса хутшӑнать. Вӑл «Йывӑҫсем – чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗсем» сайтра ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 1-мӗшӗччен иртет. Унта истори пӗлтерӗшлӗ 12 йывӑҫ хутшӑнать. Хальлӗхе пирӗн юман тӑваттӑмӗш вырӑнта. Уншӑн сасӑлама ан ӳркенӗр. Ҫӗнтерӳҫе тӗнче шайӗнче ҫулсерен иртекен «Европӑри ҫулталӑкри йывӑҫ» конкурсра Раҫҫей чысне хӳтӗлӗ.
Муркаш районӗнче ӳсекен юман 24 метр ҫӳллӗш, вулли 1,82 метр сарлакӑш. Экспертсем вӑл 369 ҫулта пулнине ҫирӗплетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |