Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗ Дмитрий Степанов тата Финнпа угр халӑхӗсен ҫамрӑксен ассоциацийӗ Чӑваш Енре ик чӗлхелӗх пӗртанлӑхӗшӗн кӗрешни тата республикӑра чӑваш чӗлхипе усӑ курни ҫинчен вебинарне ирттереҫҫӗ.
Вебинар Шупашкар вӑхӑчӗпе каҫхи 07:30 сехетре пуҫланать. Вебинарта регистрациленмелли каҫӑ: mafun.clickmeeting.com/irekleh/register.
«Ирӗклӗх» пӗрлешӳ «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр», «Инфостикерсем», «Чӑваш патшалӑх паллисем — наци пуянлӑхӗ», «ХӐЮллӑ пул» акцисем пурнӑҫлать, Шурча вӑрҫин паттӑрӗсене асӑнса, хисеп туса юман лартать, «Эпӗ Чӑваш чӗлхипе калаҫатӑп», «Эпӗ чӑваш чӗлхине юрататӑп», «КонтактраЧӑвашла» интернет-флешмобсем ирттерет.
«Ирӗклӗх» тӑрӑшнипе хулари халӑх транспортӗнче чӑвашла ытларах пӗлтерме тытӑннӑ, аэропортра рейссем пирки чӑвашла калаҫҫӗ, информаци юписем ҫинче (ҫӗнӗрен лартнисем пирки) чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла ҫырнӑ, чӗлхе саккунлӑхне пӑснишӗн яваплӑх кӗртес тесе Патшалӑх Канашӗ саккун проектне хатӗрлеме пуҫланӑ.
Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ чӑваш патшалӑх тытӑмӗнчи ӗҫ тӑвакан тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх орган ертӳҫисем шайӗнче чӗлхе саккунлӑхне аталантарас шухӑшпа ҫыхӑннӑ ыйтӑм ирттернӗ май Елчӗк район администрацине те икӗ ыйту янӑ. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Республикин чӗлхе саккунлӑхне пӑснишӗн яваплӑх кӗртмелле-ши?
Иккӗмӗш ыйту: Чӑваш Республикин патшалӑхпа вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенчи пур ӗҫтешсен те Чӑваш Республикинчи патшалӑх чӗлхисене, чӑваш тата вырӑс чӗлхине, тивӗҫлӗ шайра пӗлмелле текен нормӑна Чӑваш Конституцийӗнче е республика саккунӗнче ҫирӗплетсе хӑвармалла мар-ши?
Елчӗк район администрацийӗ ҫапларах хуравланӑ:
1. Чӑваш Республикин чӗлхесем ҫинчен калакан саккунне яваплӑх пирки уйрӑм пункт кӗртсен юрать. «Яваплӑх» тенине мӗнле шайра пӑхмалла? Ку уйрӑм ыйту.
2. Чӑваш Конституцине чӑваш тата вырӑс чӗлхисене тивӗҫлӗ шайра пӗлмелле текен нормӑна кӗртни вырӑнсӑр. Ҫапах та патшалӑх органӗсене ӗҫе илнӗ чухне чӑвашла калаҫма-ҫырма пӗлнине шута илмеллех. Министрсем таранах.
Паян Борис Чиндыков ҫыравҫӑ, драматург, тӑлмач черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ку хыпара «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗ Дмитрий Степанов халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
«Чӑваш нацин чӑн пултаруллӑ ывӑлӗ, хальхи вӑхӑтри шухӑшлавҫӑ, элтешӗмӗр, юнташӑмӑр, тӑван чӑваш чӗлхемӗре тӗлӗнмелле тарӑн сисме-туйма пултаракан», — тесе хаклать вӑл Борис Чиндыкова.
«Борис пичче, эпир, «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗсем, сана ҫуралнӑ кунпа чун-чӗререн саламлатпӑр. Сан пултарулӑх ӗҫӗнче хӑватлипе ҫӗнни, чӑваша татах та ытларах чӑвашлантараканни тупӑнсах тӑтӑр! Чыс та мухтав сана», — тенӗ унта.
«Борис Чиндыков «Тӑван Атӑл» журналӑн литература тишкерӗвӗпе публицистика пайӗн пуҫлӑхӗнче, «Лик Чувашии» журналӑн тӗп редакторӗнче ӗҫленӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче «Аван-и» (1990–1993) тата «Реклама и объявления» (1992–1993, хальхи вӑхӑтра Шупашкарта «Почтовый экспресс» ятпа тухса тӑрать) хаҫатсем кӑларнӑ. Чӑваш рекламин чи талантлӑ креаторӗ тата копирайтерӗ шутланать. Чӑваш аталану партийӗн, «Сансӑр» тата «Teen/Тин» юрӑ ушкӑнӗсен, «Аван-и» хаҫат ячӗсене шутласа тупнӑ, Чуваш.
Финпа угр ҫамрӑкӗсен тӗнчери пӗрлӗхӗн академийӗ ҫак уйӑхӑн 8-мӗшӗнче вебинар ирттерет. Ӑна йӗркелекенни — Питӗрти патшалӑх университечӗн преподавателӗ Мария Кошелева.
Ҫамрӑк ӑсчах — вепс хӗрӗ. Аслӑ шкул преподавателӗ вебинарта тӑван чӗлхине тишкерсе каласа кӑтартӗ. Вебинар каҫхи 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Унта хутшӑнма регистрациленес тесен ҫак каҫӑпа иртмелле: https://mafun.clickmeeting.com/veps/register.
Вебинар пирки Дмитрий Степанов «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн Фейсбукри страницинче паян ирпе пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, вепс чӗлхипе паллашма йыхравлакан Мария ӑшӑ тинӗс тата кофе юратать.
Вепс чӗлхин корпусне ҫак каҫӑпа вырнаҫтарнӑ: http://vepsian.krc.karelia.ru/about/. Вепс вики каҫҫи —
https://vep.m.wikipedia.org/wiki/Pälehtpo’.
Ӗнер, утӑн 23-мӗшӗнче, «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлӗхӗн хастарӗсем кӳршӗри Хусанта пулнӑ, Садри Максуди палӑкӗ умне чечек хунӑ.
Чӑваш хастарӗсем Хусана ҫитсе тутар ҫамрӑкӗсен «Азатлык» хастарӗсемпе тӗл пулнӑ, кӳршӗлле вырнаҫнӑ республикӑсенчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ, ҫивӗч ыйтусем тавра калаҫнӑ. Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫамрӑксем Садри Максуди палӑкӗ патне ҫитсе чечек хунӑ.
Максудов Садретдин Низаметдинович — тутартан тухнӑ юрист, патшалӑх ӗҫченӗ тата халӑх хастарӗ. Вӑл 1878 ҫулта Хусан уесӗнчи Ташсу ялӗнче ҫуралнӑ. Пахчисарай медресӗнче, Хусанти вырӑс вӗрентӳ шкулӗнче, Париж университечӗн юридици факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. Идель-Урал штачӗ вӑхӑтӗнче ӑна Милли Идарэ председателӗ пулма шанса панӑ, большевиксем килсе ҫитсен Финляндине тарнӑ. Ун хыҫҫӑн Францире пурӑннӑ, 1924 ҫулта Ататюрк ӑна ҫӗнӗ Турци патшалӑхне хатӗрлеме чӗннӗ. Садри Максуди Анкарари юридици шкулӗн никӗслевҫи шутланать.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин наци чӗлхисене ирӗкпе кӑна вӗрентмелле шухӑша калани обществӑра тӗрлӗ шухӑшлӑх ҫуратрӗ. Наци чӗлхисене айккинелле сирнӗн йышӑнакансем те пулчӗҫ.
Чӑвашсен «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ те ҫӗршыв ертӳҫин сӑмахне кӑмӑлсӑрланса йышӑнчӗ. Ӑшра тарӑхса-вӗчӗрхенсе ҫӳренипех мар, вӑл уҫӑ ҫыру та хатӗрленӗ. Ӑна, сӑмах май каласан, Чӑваш халӑх сайчӗ пичетленӗччӗ. Ҫырура хастарсем ертӳҫӗсен апла каламалла мар шухӑша палӑртнӑччӗ.
Самар хулинче пурӑнакансем иртнӗ шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ялавсемпе транспарантсем йӑтса, юрласа тата лозунгсемпе хула урамӗсемпе утасшӑн пулнӑ. Анчах влаҫрисем ирӗк паманнине кура Михаил СарКӑмӑл хастар пӗччен пикета тухнӑ. Вӑл ҫапла майпа хулари чӑвашсен кӑмӑлне палӑртнӑ.
«Ирӗклӗх» В.В.Путин наци чӗлхисем пирки каланӑ сӑмахпа килӗшмесӗр ҫырнӑ уҫӑ ҫыру
В. Путин наци чӗлхисем пирки каланӑ ухмахла сӑмах - Федераципе Республикӑмӑр Конституцийӗсемпе саккунлӑхӗсене, тӗнче шайӗнче ҫирӗплетнӗ ирӗксене хирӗҫлет, халӑхпа ертӳлӗхе аташтарма пултарать, ӑна Чӑваш Республикинче нимӗнле те нихӑҫан та йышӑнмалла мар.
РФ Конституцийӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш ен вӑл республика (патшалӑх). Ун йӗркине шута илсех Республика хӑй ҫӗрӗ ҫинче икӗ патшалӑх чӗлхи ҫирӗплетнӗ — пӗртан, тулли праваллӑ чӑваш тата вырӑс чӗлхисем. Федерацин Тӗп Саккунӗпе килӗшӳллӗн чӑваш патшалӑх чӗлхипе патшалӑхпа муниципалитетӑн пур тытӑмӗнче вырӑс патшалӑх чӗлхипе пӗртанах усӑ курмалла, вӗсем пӗр шайрах пулмалла.
Чӑваш енри чӗлхе саккунлӑхӗ тӗнче шайӗнчи правӑпа, РФ тата ЧР хальхи вӑхӑтра вӑйра тӑракан саккунлӑх ҫинче никӗсленет. Чӑваш чӗлхине — ЧР патшалӑх чӗлхине, чӑваш нацине пӗтӗҫтерсе тӑракан чӗлхене упраса хӑварса малалла аталантарас, пур майпа та хӳтӗлес ӗҫшӗн Чӑваш ен патшалӑхӗ яваплӑ, ку вӑл Тӑван Ҫӗршывӑмӑрӑн пархатарлӑ тивӗҫӗ.
«Ирӗклӗх» пӗрлешӳ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫыру ҫырнӑ. Унта чӑваш чӗлхин латиница графикине ҫирӗплетме ыйтнӑ.
«Ирӗклӗх» Фейсбукра ку ҫыру пирки ӑнлантарса ҫырнинче хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхи кириллица ҫинче тӑнине палӑртнӑ. Кириллицӑпа латиницӑн лайӑх тата начар енӗсем пирки тӗрлӗ ушкӑнра унччен те калаҫман мар. «Ирӗклӗх» хӑйӗн уҫӑ ҫырӑвӗнче чӑваш чӗлхине латиница ҫине куҫарнӑ хыҫҫӑнхи ырӑ енӗсене уҫса пама тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра тӗнче тетелӗ акӑлчан чӗлхипе никӗсленнине кура ӑна латин саспаллипе йӗркеленине асӑннӑ.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Михаил Игнатьев Элтепер ячӗпе шӑрҫаланӑ уҫӑ ҫырура чӑваш чӗлхине аталантарас тесен ун валли латиница ҫинче никӗсленнӗ саспаллисене те ҫирӗплетсен аван пулнине палӑртнӑ.
Паянхи кун, Пӗтӗм Тӗнчери тус-юлташсен кунӗнче, «Ирӗклӗх» наци пӗрлешӗвӗ хӑйне евӗр акци пуҫарса ярассине пӗлтернӗ.
«Чӑваш нацин уйрӑмлӑхӗ вӑл - йӑхташӑмӑрсем Раҫҫей Федерацийӗн кашни тӑрӑхӗнче тенӗ пекех тӗпленсе пурӑнни. Раҫҫейӗпех сарӑлса пурӑнакан чӑвашсем вырӑспа ытти халӑх хушшинче «ирӗлсех» каяҫҫӗ, чӑвашлӑх туйӑмне ҫухатса вырӑсланса пӗтме пултараҫҫӗ. Республикӑмӑрта та ҫав чир пур», — тесе ҫырнӑ пӗрлешӳ халӑх сечӗсенчен пӗринче.
Акци тӗллевне ҫапларах ӑнлантарнӑ. «Ҫак уява халалласа эпир халӑхӑн вӗҫӗмсӗр акцине пуҫарса яратпӑр:
Интернетри халӑх тетелӗсенче (facebook, vk, instagram, ok, twitter т.ыт.т) тӑван чӑваш чӗлхипе, хамӑрла пурӑнакан хастар чӑвашсене пӗтӗҫтермелле, пӗр-пӗринпе хутшӑнтармалла, хамӑр хушӑра тӑван чӗлхепех калаҫмалла», — шухӑшлаҫҫӗ пӗрлешӳ хастарсем.
Ҫак тӗллевпе халӑх тетелӗсенче кашнин пост лартмалла, унта хӑй пирки пӗр-ик сӑмах ҫырмалла, кама шыранине, кампа паллашас, туслашас килнине палӑртмалла. Постра #МАНПАТУСЛАШ хэштег лартмалла. Посчӗсене чӑвашла ҫырмалла.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Фейсбукри страницӑра ХӐЮллӑ пулма чӗнсе каланӑ. «Чӑваш нацин хӑй ӑнланулӑхне аталантарас, тӑван патшалӑх пӗлтерӗшне халӑхра палӑртса тӑрас тӗллевпе пӗлтӗртенпе «Чӑваш хӑйӑвӗ» вӗҫӗмсӗр акцине пуҫарса халӑх уявӗсенче, наци ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисенче чӑваш хӑйӑвне парнеленӗ, кӑҫал Чӑваш Республикин Патшалӑх паллисен кунне халалласа ку акцие тетелте «ХӐЮллӑ пул!» флешмоб пек ирттертӗмӗр», — тесе ҫырнӑ «Ирӗклӗх».
Чӑваш хӑйӑвӗ кирлӗ пулсассӑн ушкӑн ертӳлӗхне тӗнче тетелӗнче е irekleh@gmail.com электрон адреспа ҫыру ҫырма ыйтнӑ.
Сӑмах май, «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ ҫывӑх вӑхӑтра чӑваш хӑйӑвне пин метр тӑршшӗ илессине пӗлтерет. Апла пулсан, вӑл пурин валли те ҫитмелле. Мӗнех, ХӐЮллӑ пулар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |