Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ министрсен чӑвашла пӗлмелле тесе шухӑшлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 02.08.2017 05:02 | 5716 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Николай Миллин
Николай Миллин

Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ чӑваш патшалӑх тытӑмӗнчи ӗҫ тӑвакан тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх орган ертӳҫисем шайӗнче чӗлхе саккунлӑхне аталантарас шухӑшпа ҫыхӑннӑ ыйтӑм ирттернӗ май Елчӗк район администрацине те икӗ ыйту янӑ. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Республикин чӗлхе саккунлӑхне пӑснишӗн яваплӑх кӗртмелле-ши?

Иккӗмӗш ыйту: Чӑваш Республикин патшалӑхпа вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенчи пур ӗҫтешсен те Чӑваш Республикинчи патшалӑх чӗлхисене, чӑваш тата вырӑс чӗлхине, тивӗҫлӗ шайра пӗлмелле текен нормӑна Чӑваш Конституцийӗнче е республика саккунӗнче ҫирӗплетсе хӑвармалла мар-ши?

Елчӗк район администрацийӗ ҫапларах хуравланӑ:

1. Чӑваш Республикин чӗлхесем ҫинчен калакан саккунне яваплӑх пирки уйрӑм пункт кӗртсен юрать. «Яваплӑх» тенине мӗнле шайра пӑхмалла? Ку уйрӑм ыйту.

2. Чӑваш Конституцине чӑваш тата вырӑс чӗлхисене тивӗҫлӗ шайра пӗлмелле текен нормӑна кӗртни вырӑнсӑр. Ҫапах та патшалӑх органӗсене ӗҫе илнӗ чухне чӑвашла калаҫма-ҫырма пӗлнине шута илмеллех. Министрсем таранах.

#ҫырусем, #Елчӗк районӗ, #тӳре-шара, #чӑваш чӗлхи, #Ирӗклӗх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.vk.com/wall-45648426_5595
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

чул // 3335.84.0120
2017.08.02 18:58
Ача сачӗсенче те шкулта та чӑвашла врентмелле,чӑваш чӗлхине упраса тата аталантарса пырас тесен.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем