Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 13:00 сехетре Ҫӗмӗрле хулинче Мопра урамӗнчи нумай хватерлӗ йывӑҫ кил-ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче пушар сиксе тухнӑ пулнӑ. Вут-ҫулӑм кӳршӗри 4 хваттерне шырлӑх кӳнӗ.
Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн пӗр пӳлӗмре 25-ҫулхи ҫамрӑк каччӑн виллине асӑрханӑ пулнӑ. Тата тепӗр 62 ҫулхи арҫынна пульницӑна леҫнӗ пулнӑ.
Асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев ӗҫне ирттерме палӑртнӑ. Следстви шухӑшӗпе сиксе тухнӑ пушар сӑлтавӗ — электроприборсемпе тивӗҫлипе усӑ курманнинче е вут-ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулманнинче.
Следстви ӗҫ-пуҫа туллин тӗпчесе пӗтӗрне хыҫҫӑн процесуаллӑ килӗшӳ йышӑнма палӑртнӑ.
Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи пекех кӑҫал пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче хӗвел пӑхрӗ ӑшӑтса. Анчах та Ҫӗнӗ Лапсарта вӑл кун, пушӑн 31-мӗшӗнче, инкек сиксе тухрӗ — Совхоз урамӗн 5-мӗш ҫурчӗн стени ишӗлсе анчӗ. Унтанпа 7 уйӑх ытла иртрӗ ӗнтӗ — шӑп та лӑп юсав ӗҫӗсене тӗрӗслеме вӑхӑт ҫитрӗ.
Тӗрӗслеве пысӑк ушкӑн ҫитрӗ — хӗсӗк коридорта вӗсем аран вырнаҫма пултарчӗҫ. Электрощитовойне вара пӗррерӗн кӗрсе тухма тиврӗ. Чӑн та ҫак общежити ҫуртне палласа та илме ҫук пулӗ. Душевойсене ҫӗнӗрен тунӑ, газ плитисем вырӑнне электроплитасем вырнаҫтарнӑ, шыв пӑрӑхӗсене те тӗпрен улӑштарнӑ. Ҫурта малтан штукатуркӑпа хупламан пулсан — хальхинче хупларӗҫ, сӑрласа лартрӗҫ. Сарлама та ахаль сӑрӑсемпе мар — ӑшӑ тытакан материалсемпе усӑ курчӗҫ. Кунта пурӑнакан кил хуҫисене ҫӗнӗ улшӑнусем кӑмӑла кайни курӑнчӗ.
Ҫурта юсама пурӗ 20 миллион ытла тенкӗ пӗтернӗ: 14 миллион — ишӗлнӗ стенана юсама, 6 миллоинӗ — ҫурта тӗпрен юсама.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |