
Чӑваш Енре пӗр талӑкра икӗ хутчен пӑши ҫине пырса кӗнӗ.
Чеб.ру сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗ патӗнче те инкек пулса иртнӗ.
«Skoda Rapid» автомобиль ҫул ҫине чупса тухнӑ пӑши ҫине пырса кӗнӗ. Машина ҫул айккине чӑмнӑ. Водительпе юнашар ларса пынӑ 45 арҫын аманнӑ, ӑна Васкавлӑ пулӑшу паракан пульницӑна илсе кайнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи каҫхине Шупашкар хулинчи Корней Чуковский урамӗнчи икӗ хутла ҫурт вутра кӗлленнӗ.
Ҫав кунхине 43 ҫулти кил хуҫи хушма хуҫалӑхра мангал ҫинче шашлӑк пӗҫернӗ. Кӑмрӑк сӳнессе кӗтсе тӑман вӑл, ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Хӗлхем беседкӑна лекнӗ те вӑл ҫунма пуҫланӑ, унтан ытти ҫурт-йӗр ҫине куҫнӑ.
Пушарта пӗр пӳрт ҫунса кайнӑ, юнашарти тепӗр икӗ ҫурт сиенленнӗ.

Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Тӗмер ялӗнче пушарта пӗчӗк ача вилнине республикӑри массӑлла информаци хатӗрӗсем хыпарланӑччӗ-ха.
Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫӑн пушар мӗнрен тухнине палӑртнӑ.
Ачасен асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-тӗр, вырӑсла «бабушка» тенӗ) килӗнче 2, 3 тата 4 ҫулхи мӑнукӗсемпе пулнӑ. Вӗсене пӳртре хӑварса кил картине тухнӑ, унта вӑл болгаркӑпа вутӑ татма тытӑннӑ. Ҫавӑн чухне инструментӑн пӑралукне астумасӑр татса пӑрахнӑ. Унтан вӑл ӑна изолентӑпа чӗркесе хунӑ та малалла ӗҫленӗ. Ҫавӑн чухне пӳртре кӗске замыкани пулса илнӗ, пушар тухнӑ.
Аслӑрах ачасене хӗрарӑм пӳртрен илсе тухма ӗлкӗрнӗ, вӗсем пиҫсе кайнӑ, кӗҫӗнни вара сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.

Иртсе кайнӑ пӗр талӑкра пирӗн республикӑра 8 хутчен пушар тухнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вут-ҫулӑмпа кӗрешнӗ. Пушар Коммунистически урамри общежитире тухнӑ. Унти пӗрремӗш хутра сӗтел-пукан ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтерме 3 техника пырса ҫитнӗ. Ҫынсем шар курман.

Вӑрмар районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗнче 43 ҫулти арҫын пушарта вилнӗ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑҫ пӳрт кил хуҫисен 43-ри ывӑлӗ пирус туртнӑ чухне тимсӗр пулнӑран тухма пултарнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтерес тесе 8 ҫӑлавҫӑпа 2 техника ӗҫленӗ. Пушар 90 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Инкекре кил хуҫисен ывӑлӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ тата йывӑҫ пӳрт ҫунса кайнӑ.

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр машина икӗ ачана ҫапса хӑварнӑ. 11-12 ҫулсенчи ачасене пульницӑна ӑсатнӑ.
Инкек хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 33-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса 16 сехет те 20 минутра иртнӗ.
«Лада Гранта» автомобиль водителӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл светофор мӗнле ҫуннине хӗвел ҫутине пула асӑрхайман иккен. 36 ҫулти водитель хӑй урах пулнӑ.

Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 17 сехет те 35 минутра «Сӑр» ҫул ҫинче амӑшӗпе хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Талой ялӗ тӗлӗнче «ВАЗ-2115» автомобиль хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Газель» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
«ВАЗри» икӗ пассажир — 34 ҫулти хӗрарӑм тата 11 ҫулти хӗрача – вилнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче хӗрарӑм малти ларкӑч ҫинче пулнӑ, ача — водитель хыҫӗнче. ВАЗӑн 32-ри водительне пульницӑна ӑсатнӑ.

Шупашкар хулинчи производство предприятийӗсенчен пӗринче рабочи пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Йывӑҫран сӗтел-пукан туса кӑларакан предприятире бункера пӑчкӑ кӗрпинчен пушатнӑ чухне арҫын пухмач ӑшне кӗрсе ӳкнӗ. Пӑчкӑ кӗрпи сывлав ҫулӗсене лекнине пула вӑл чыхӑнса вилнӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, предприятире ӗҫ сыхлавӗн требованийӗсене пӑснӑ. Халӗ ҫав пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчеҫҫӗ.
| КӐР | 14 |

Ӗнер Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнчи пушарта пӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушар каҫхи ултӑ сехет иртсен тухнӑ. Уйрӑм ҫын пурнӑҫӗнче алхасна пушар вӑхӑтӗнче 1951 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Инкекре пӳрт тата тӗрлӗ хуралтӑ ҫунса кайнӑ.
Кӑҫалхи ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 34 пушар тухнӑ, вут-ҫулӑм 3 ҫын пурнӑҫне татнӑ, виҫҫӗн суранланнӑ, 7 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленность урамӗнчи 46-мӗш ҫурт патӗнче инкек пулса иртнӗ.
Ирхи 6 сехетре «Шевроле Нива» ҫӑмӑл машина 54 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Шар курнине пульницӑна илсе кайнӑ, анчах вӑл унта куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Руль умӗнчи 47 ҫулти водитель ӳсӗр пулнӑ.
