Хӗрлӗ Чутайӗнче вӑрҫӑ ветеранне вӗлернине тӗпченине РФ Следстви комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.
Пӑтӑрмах Хӗрлӗ Чутайӗнче ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 92 ҫулти хӗрарӑм (вӑл — вӑрҫӑ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ) 70 ҫулти тӑванӗпе пурӑннӑ. Инкек пулса иртнӗ кун арҫын ӳсӗр пулнӑ. Ватӑ хӗрарӑма вӑл тапса ҫапса пӗтернӗ. Кинемей инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Ӑна хӗнесе вӗлернӗ ырҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӗҫнерникун, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Инкек Чернышевский урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра пулса иртнӗ.
Нумай хваттерлӗ тӑхӑр хутлӑ ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттер кӑнтӑрла иртни 2 сехет тӗлӗнче ҫунма тытӑннӑ. Пушар кухньӑра тухнӑ. Унти япаласем тата сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ.
Инкекре 31 ҫулти хӗрарӑм шар курнӑ — ӑна сӗрӗм тивнӗ. Хӗрарӑма тухтӑрсем пулӑшнӑ. Пушарпа кӗрешекенсем вут-ҫулӑма 20 минутра сӳнтернӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫа ялӗнче арҫын шыва путса вилнӗ. Вӑл Энӗш юханшывне путнӑ. Ҫавӑн чухне инкек пулса иртнӗ те.
1979 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна ҫӑлса ӗлкӗреймен.
Шыва путнӑ этеме инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ Республикӑн шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем водолаз снаряженийӗпе шыранӑ. Вилене юханшывран туртса кӑларса вӗсем тӑванӗсене панӑ.
Чӑваш Енре шӑпарлан саккӑрмӗш хутран ӳксе чӗрӗ юлнӑ.
Инкек Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫӳллӗ хутран персе аннӑ ачана ҫийӗнчех больницӑна илсе кайнӑ.
Хӗрача 10-мӗш пиллӗкҫуллӑх урамӗнчи 5-мӗш ҫурт чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пӗчӗкскер кипкепе ҫуралнӑ тейӗн – вӑл вилмен. Анчах хытах аманнӑ. Халӗ ача реанимацире выртать.
Инкек сӑлтавне пӗлместпӗр те, анчах ҫулла пӗчӗк ачасем уҫӑ чӳречерен тухса ӳкнӗ тӗслӗхсем пулкалани вӑрттӑнлӑх мар. Ҫавӑнпа та аслисен питӗ тимлӗ пулмалла.
Ҫак кунсенче ҫаннталӑк шӑрӑх тӑрать. Ӑшӑ кунсенче ватти-вӗтти тенӗ пек шыва кӗме юратать. Анчах, шел те, ҫак киленӗҫ хш чухне инкекпе вӗҫленет.
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче пӗр арҫын шар курнӑ. Вӑл ялти пӗвене путса вилнӗ.
Республикӑн Шыравпа ҫӑлав службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек вырӑннӗ ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ. Путса вилнӗ ҫынна шыраса тупма вӗсем эхолотпа усӑ курнӑ. Вилене полицейскисене панӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Полтинин Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ. Ҫавӑн чухне ун патне 4 ҫын пынӑ. Вӗсенчен пӗри ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, унӑн мӑнукӗ, 1977 ҫулта ҫуралнӑскер, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Ҫавӑншӑн хӗрарӑм хӑйсен ҫемйине лӑпкӑ пурӑнма ирӗк паман пӗр этем айӑплӑ тесе шухӑшлать. Вӑл вӗсене кӑмӑл-сипет тата психологи тӗшӗнчен пусмӑрласа тӑрать имӗш. Вӑйпитти хӗрарӑм шӑпах ҫавна чӑтайман-мӗн.
Александр Полтинин ҫынна хӑйӗн ҫине алӑ хурасси патне илсе ҫитернӗшӗн хӑйӗн ӗҫченӗсене вӑрах тӑхтамасӑр пуҫиле ӗҫ пуҫарма хушнӑ. Пуҫиле ӗҫе епле тӗпченине вӑл хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.
Шупашкар районӗнче арҫын пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.
Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Анаткас Тӑрӑн ялӗнчи пӗверен путса вилнӗ арҫынна туртса кӑларнӑ. Вилене ҫалавҫӑсем вырӑна пырса ҫитнӗ полици ӗҫченӗсене панӑ.
Арҫын мӗн сӑлтавпа путнине, вӑл миҫере пулнине тата ыттине кӗске хыпарта ӑнлантарса-уҫӑмлатса тӑман.
Паян Шупашкарти Эгер бульварӗнче виҫӗ машина пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ача аманнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, грузовик «Ниссан» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ, «Ниссан» – «Ларгуспа».
«Аварком 21» ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ларгус» автомобиль кӗтмен-туман ҫӗртен тепӗр йӗр ҫине кӗрсе кайнӑ. Ҫавна пула инкек сиксе тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Авари сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Инкекре 2 ҫулхи ачана тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Вӑл хӑш машинӑра ларса пынине хыпарта пӗлтермен.
Шупашкарта электросамокатлӑ ҫынсем инкеке лекеҫҫӗ. Электросамокатлӑ ҫынсемпе ҫу тата ҫӗртме уйӑхӗсенче 34 инкек пулнӑ.
Асӑннӑ 34 тӗслӗхрен саккӑрӑшӗнче электросамокатпа пассажирсем ҫине пырса кӗнӗ. Шар курнисене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Инкексенче ҫынсем электросамокатсем ҫинчен ӳксе аманаҫҫӗ: кӑкӑр шӑммине, пуҫне ыраттараҫҫӗ, аллисене тата янах шӑммине хуҫаҫҫӗ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 250 ватран пӗчӗкрех хӑватлӑ самокатсемпе ҫӳреме права кирлӗ мар. Вӗсемпе тротуар тӑрӑх ҫӳремелле, светофорӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ чухне утмалла. Хӑватлӑраххисене мопедпа танлаштарнӑ.
Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 17 ҫын шыва путса вилнӗ. Официаллӑ ҫак даннӑйсем – ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне. Цифрӑсене ГКЧСӑн ертӳҫи Сергей Павлов пӗлтернӗ. Асӑннӑ 17 ҫын – арҫынсем.
6 ҫын шыва кӗмелли тапхӑр пуҫланичченех шар курнӑ. Вилнисен хушшинче 1 ача тата Атӑлта тиев турттаракан баржӑпа пырса ҫапӑннӑ катерта
пулнӑ 4 ҫын та пур.
Шыва путса вилнисен ҫулӗ ҫапларах: 18-а ҫитичченхисем – 3 ҫын (17,6%), 21-30 ҫулхисем – 1 ҫын (5,9%), 31-40 ҫулхисем – 4 ҫын (23,5%), 41-50 ҫулхисем – 4 ҫын (23,5%), 51-60 ҫулхисем – 1 ҫын (5,9%), 60 ҫултан аслисем – 4 ҫын (23,5%).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |