Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 19 сехет те 10 минутра Канаш районӗнче ҫӑмӑл машина инкеке лекнӗ. Автомобиль «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» ҫулпа пынӑ. 21 ҫулти хӗр тытса пыракан «Тойота Каролла» машина кювета чӑмнӑ. Унччен вӑл хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ, унтан ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонти пассажир аманнӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫихиийӗпе ҫыхӑнман.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке лекнӗ машинӑн малти урапи шӑтса кайнӑ, ҫавӑнпа вӑл пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канаш районӗнче йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, Калиновка ялӗ тӗлӗнче КамАЗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухнӑ чухне «Киа Рио» автомобиле (вӑл Комсомольски районӗ еннелле кайнӑ) ирттерсе яман.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн рульне тытса пынӑ 27 ҫулти водитель тата салонти 3 ҫулти ача аманнӑ, вӗсене больницӑна ӑсатнӑ.
Водительсем, сӑмах май, урах пулнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын руль умӗнчех вилсе кайнӑ.
Инкек ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пулса иртнӗ.
«Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, машина рульне тытса пыракан арҫын «Мадагаскар» суту-илӳ точки умӗнчи карта ҫине автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Асӑннӑ лавкка Ленинла комсомол урамӗнче вырнаҫнӑ.
Ҫулпа пыракан водителе япӑх пулса кайнӑ, вӑл айккинелле пӑрӑнса кайнӑ. Кӑштахран водитель инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 71 ҫулта пулнӑ. Сарӑмсӑр вилӗм сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Унӑн, тен, чӗре чирӗ пулнӑ-тӑр.
Шупашкар ҫумӗнчи Чантӑрта автобус хӗрарӑма таптанӑ.
Хӑш-пӗр пабликра ҫырнине ӗненсен, хӗрарӑм автобус айне кӗрсе кайнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ имӗш.
Анчах инкек сӑлтавне специалистсем ҫеҫ татса калайӗҫ. Унччен тӗплӗн тӗпчемелле, экспертиза ирттермелле. Инкек пулнӑ вырӑнта камерӑсем те пулнах-тӑр.
Вилнӗ хӗрарӑм ҫумӗнче хутаҫ выртнӑ. Унта апат-ҫимӗҫ, ҫав шутра батон, чикнӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхи 9 сехетре Канаш районӗнче виҫӗ машина пырса ҫапӑннӑ. Пӑтӑрмах «Аниш» автоҫул ҫинче сиксе тухнӑ.
Хучел ялӗ тӗлӗнче «Форд-Фокус», «Фольксваген-Поло» тата «Лада-Гранта» машина пырса ҫапӑннӑ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларни хыпса илнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ — «Форд-Фокус» автомашинӑн 46 ҫулти водителӗ сулахаялла пӑрӑннӑ чухне «Фольксвагена» ирттерсе яманни. «Поло» пассажирӗ суранланнӑ, ӑна больницӑна ӑсатнӑ.
Сӑмах май, водительсем урӑ пулнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкари общество транспортӗнче пӗр пассажир персе аннӑ. Салонта тӑрса пыракан 28 ҫулти хӗрарӑм 45-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра хыҫалта тӑрса пынӑ. Вӑл сылтӑм аллипе салонти карлӑкран тытӑнса тӑнӑ, тепӗр аллинче чечек ҫыххи пулнӑ.
Фучик тата Богдан Хмельницкий урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте автобус водителӗ кӗтмен ҫӗртен чарӑнса ларнӑ. Ҫапла вӑл ирӗксӗртен тунӑ. Ахальлӗн тепӗр машинӑпа ҫапӑнма пултарнӑ. Пассажир-хӗрарӑм вӑркӑнса кайнӑ та аллине амантнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Водитель шар курнине тӑкака саплаштарнӑ, ҫавна май водителе (вӑл — Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти арҫын) суд туман.
Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм-водитель машинӑна хыҫалалла чакарма хӑтланса ватӑ хӗрарӑма таптанӑ. Ҫавӑн пек инкексенче кӑҫалхи 3 уйӑхра пирӗн республикӑра 14 ҫынна амантнӑ.
Республикӑн клиника больници умӗнчи инкек ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулса иртнӗ. 28 ҫулти хӗрарӑм-водитель больница умӗнчи парковкӑра «Opel Corsa» автомбильпе каялла чакса пынӑ чухне 58 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Инкеке лекнине тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм килне кайнӑ.
Водитель урах пулнӑ, анчах ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Краснодар крайӗнчи Эсто-Садок ялӗ патӗнче ту ҫинчи аттракционпа ярӑннӑ чухне Чӑваш Енри турист шар курнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти арҫын питне тата мӑйне суранлатнӑ. Ҫӑлавҫӑсен ӑна Аибга ту хырҫин айккинчен, тинӗс ҫийӗнчен 2 пин те 200 метр ҫӳллӗшӗнчен, илсе анма тивнӗ.
Малтанласа арҫынна курортри ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ. Кайран ӑна вӗсем канат ҫулӗпе вертолёт лапамӗ таран илсе аннӑ. Вӑл лапам 960 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ.
Кайран МЧСӑн вырӑнти ӗҫченӗсемпе Кӑнтӑрти авиаципе ҫӑлав отрячӗн пилочӗсем вертолётпа Сочие, унтан васкавлӑ пулӑшу тухтӑрсем арҫынна пульницӑна илсе ӑсатнӑ.
Шупашкарта ӗнер, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулса иртнӗ инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан водителӗн машининче унӑн икӗ ачи (пӗри тӑваттӑра, тепри улттӑра) пулнӑ.
Инкек каҫхи ултӑ сехетре Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 35-мӗш ҫурт патӗнче пулса иртнӗ. Пӑтӑрмахра 3 ҫын аманнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫын хӑй тытса пыракан «Опель Корса» автомобильпе пӗр вырӑнта ларакан «Хендай Солярис» машинӑпа, унтан кайран «Киа Спортейдж» автомобильпе ҫапӑннӑ.
Инкекре «Опель Корса» водителӗн икӗ ачи тата «Киа Спортейдж» машинӑн 27 ҫулти хӗрарӑм-водителӗ аманнӑ.
«Опель Корса» машинӑн водителӗ хӗрӗнкӗ пулнӑ. Унӑн водитель удостоверенийӗн вӑхӑчӗ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчех тухнӑ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна правасӑр тата ӳсӗр пуҫпа ҫула тухнӑшӑн патшалӑхӑн автоинспекторӗсем явап тыттарнӑ. Ун хыҫҫӑн та арҫын йӗркене кӗмен.
Муркаш районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче машина урапи айне ҫын пулнӑ. Инкек каҫхи тӑхӑр сехетре сиксе тухнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, машина рулӗ умӗнче ӳсӗр водитель пулнӑ. Хӗрӗнкӗскер урапа айне ҫын лекнине те туйман. «Сисмерӗм», — ӑнлантарнӑ вӑл пакунлисене.
Мшина вырӑнтан хускалса каяс тесе пӗр вырӑнта тапкаланнӑ, ҫав вӑхӑтра ун урапи айӗнче ҫын пулнӑ.
Шар курни 39 ҫулта. Турра шӗкӗр, вӑл чӗрӗ тӑрса юлнӑ, анчах йывӑр суранланса пӗтнӗ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Ӳсӗр водителе ҫул-йӗр инспекторӗ пулса ӗҫленӗ Юрий Алексеев тытса чарнӑ. Вӑл сасӑ илтсе урама чупса тухнӑ. Ӳсӗр водительтен машина уҫҫине ял ҫыннисемпе пӗрле туртса илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |