Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ертӳҫӗсем

Республикӑра
МАХри "Первый чувашский" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри "Первый чувашский" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре пӗр-пӗр ӗҫкӗ-ҫикӗ е ытти уяв ирттерес тесен сахалтан та 120 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Ҫук-ха, ку вӑл апат-ҫимӗҫшӗн, кафе-ресторана вӑхӑтлӑха арендӑланӑшӑн тата апатшӑн тӳлекен хак мар. Ку тӑкак — уява ертсе пыма чӗннишӗн.

Хаксемпе блогерсем кӑсӑкланнӑ иккен. Тӗрӗссипе, те хака пӗлессишӗн ҫыхӑннӑ, те хайхи-майхи уяв ертӳҫисене рекламӑлас тесе ӳкернӗ.

Халӑх тетелне лекнӗ пӗр видеора хӗрарӑм-блогер уява 5 сехет ертсе пыма мӗн хак ларассипе кӑсӑкланнӑҫи пулса икӗ ертӳҫӗ патне шӑнкӑравлать. Пӗрремӗшӗ каланӑ тӑрӑх, ди-джейпа тата аппаратурӑпа пӗрле 120 пин тенке ларнине пӗлтерет. Ҫав шутран 100 пинӗ банкета 5 сехет хушши ертсе пынишӗн тӳлеме тухса каять.

Лайӑх пӗр ӗҫкӗшӗн ҫавӑн чухлӗ тӳлени нумай-и вӑл, сахал-и — кунта кашни ҫын хӑйне май хаклать ӗнтӗ.

 

punkrupor.ru сайтри сӑн
punkrupor.ru сайтри сӑн

ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви «Советская Чувашия» хаҫат валли тӗп редактор шырама конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Документсене ӗнертен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Кандидатсен аслӑ пӗлӳ, ертӳҫӗ должноҫӗнче е МИХсенче 5 ҫултан кая мар ӗҫленӗ опыт пулмалла. Вӗсен комисси пайташӗсене акционерлӑ обществӑн аталану программипе паллаштармалла.

Хаҫата 2013 ҫултанпа Владимир Васильев ертсе пынӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 23

1931
95
Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ