
Кӑҫал юр нумай ҫурӗ. Паллах, ейӳ вӑйлӑ пуласси те хӑратать. Ирнӗ сезонпа танлаштарсан, кӑҫал нӳрӗк саппасӗ 60 процент нумайрах. Чӑваш Енре ейӳ хӑҫан пуҫланма пултарӗ-ха?
Специалистсем ҫак кунсенче ку ыйту хуравне панӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ейӳ ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланма пултарать.
Ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур вырӑнсем нумай. Шупашкарта кӑна – 19 вырӑн. Унта специалистсем кашни кунах ҫитсе тӗрӗслеҫҫӗ.
Кӗҫех пӑр кайма тытӑнӗ. Ҫавна май пулӑҫсене Атӑл ҫине тухма чарӗҫ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви кӑҫал ейӳ ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче сарӑлма пултарасси пирки асӑрхаттарать. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, Улатӑр хулинче, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк районӗсенче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Асӑннӑ тӑрӑхсенче 9 ялти 330 ҫурта, 3 автоҫула шыв илме пултарать.
Синоптиксем лӑплантараҫҫӗ: кӑҫал ейӳ лӑпкӑ иртмелле. Юрта нӳрӗк нумай пулсан та пур ҫӗрте те тенӗ пекех ҫӗр 36 сантиметртан тарӑнрах шӑнман. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, икӗ хут пӗчӗкрех.
Кӑнтӑр енчи районсенче лару-тӑру лӑпках-ха. Пӑла юханшывӗнче пӑр тапраннӑ, унти шыв шайӗ майӗпен пӗчӗкленет. Ҫӑлавҫӑсем те сыхӑ тӑраҫҫӗ.

Кӑҫал ейӳре Улатӑр районӗнче 765 ҫурт шар курма пултарать. Кун пирки Улатӑр хула администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ.
Ҫак ҫуртсенче 1760 ҫын пурӑнать. Ейӳ сарӑлас тӑк ҫынсене шкулсене вырнаҫтарӗҫ. Килти выльӑх-чӗрлӗхе вара «Рассветовский» ял хуҫалӑх кооперативне вӑхӑтлӑха илсе кайӗҫ. Шыв илме пултарнӑ ҫуртсенче йывӑр чирлӗ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ тӗк вӗсене маларах Улатӑрти тӗп пульницӑн стационарне вырнаҫтарӗҫ.
Палӑртмалла: Сӑр юханшывӗнче юр хулӑнӑшӗ нормӑран 15-20 сантиметр ҫӳллӗрех. Улатӑрта ейӳре шар курнисене пулӑшакан ятарлӑ ушкӑн йӗркеленӗ: унта 90 ҫын кӗнӗ.

Ейӳ пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пӗлтӗрхинчен кая мар пулӗ.
Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерекен тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ, унта ейӳ ыйтӑвне пӑхса тухнӑ.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнче Патӑрьел, Тӑрӑн, Анат Туҫа, Аслӑ Арапуҫ, Кивӗ Ахпӳрт, Тутар Тимеш, Вӑтаел, Тикеш, Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗсенче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Ҫак тӑрӑхсенче хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан объектсем - хими удобренийӗн, наркӑмӑшлӑ химикат, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсен склачӗсем – ҫук. Ейӳ сарӑлас тӑк куҫса ҫӳрекен апатлану тата вӑхӑтлӑх пурӑнмалли пунктсем пулӑшма хатӗр.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре юр хулӑнӑшӗ 30-54 сантиметрпа танлашать. Ку нормӑран 5-30 сантиметр нумайрах.

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле юр хӑвӑрт ирӗлнӗрен Патӑрьел районӗнчи темиҫе яла шыв илни пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Туҫа тата Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗсенче ку хӑрушлӑха 50 ытла ҫурт лекнӗ. Акан 11-мӗшӗнче унта инкеклӗ лару-тӑру режимне палӑртнӑ.
Патӑрьел, Аслӑ Арапуҫ, Туҫа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ ейӳ сарӑлма пултарасси пирки пӗлтернӗ. Анчах ертӳҫӗсем халӑха кун пирки хыпарлама васкаман.
Ҫуртсене шыв кӗме пуҫласан ҫеҫ ҫынсене эвакуацилеме тытӑннӑ. Халӑх ейӳ сарӑлма пултарасси пирки пӗлтерменрен пачах хатӗрленмен.
Тӳре-шаран халӑха вӑхӑтра пӗлтермелле, ейӳ чухне мӗн тумаллине ӑнлантармалла пулнӑ. Ҫавӑнпа пуҫлӑхсене пӗҫерккӗ лекнӗ.

Роспотребнадзор Етӗрне районӗнчи шыва тӗрӗсленӗ. Ейӳ сарӑлнӑран унти ӗҫмелли шыв пахалӑхӗ чакнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл гигиена нормативӗсемпе килӗшсе тӑмасть.
Етӗрнере юханшывӑн сулахай енче пурӑнакансем Полянки ялӗнче вырнаҫнӑ ҫӑлтан шыв ӑсаҫҫӗ. Ҫак кунсенче унта ейӳ вӑйлӑ сарӑлнӑран шыв пахалӑхӗ чакнӑ.
Халӗ «Полянки» водозаборта шыва дезинфекцилеҫҫӗ. ЧР строительство министрӗн ҫумӗ Максим Иванов каланӑ тӑрӑх, тӑватӑ резервуартан иккӗшӗнче дизинфекци пырать, ир енне вӗсене таса шыв тултармалла. Кун хыҫҫӑн Роспотребнадзор анализсем илӗ. Унтан тепӗр икӗ резервуара тасатӗҫ. Шыв тасамарланнине пула хулари ача сачӗсемпе пульницӑсене кӗленчери шывпа тивӗҫтернӗ, шкулта уроксемпе тӑхтавсен вӑхӑтне чакарнӑ.

Чӑваш Енре шыв шайӗ чакма пуҫланӑ. Эппин, ейӳ пӗтет кӗҫех. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ЧР инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров пӗлтернӗ.
Халӗ Ҫавалти шыв шайӗ 387 сантиметр. Ку иртнӗ кунринчен 73 сантиметр пӗчӗкрех. Улатӑрта Сӑрти шыв шайӗ те анать, кунсерен 2-3 сантиметр чакать.
Етӗрне тӗлӗнче Сӑр талӑкне 45 сантиметр анать. Унта пӑр пӗтнӗпе пӗрех. Чӑваш Енӗн кӳршӗ регионӗсенче вара ейӳпе йывӑртарах-ха. Аса илтерер: иртнӗ эрнере ейӳ Чӑваш Енри 11 районта вӑйлӑ сарӑлнӑ. Уйрӑмах Патӑрьелпе Комсомольски районӗнче йывӑр лару-тӑру пулнӑ. Унта тӳре-шара талӑкӗпех ӗҫленӗ.

Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимеш ялне шыв илнӗ. Ҫак хыпара паян РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ. Лару-тӑрӑва яваплисем сӑнасах тӑнине ӗнентереҫҫӗ. Ял ҫыннисене пулӑшма 71 ҫын хатӗр тӑрать иккен тата 22 единица техника.
Ӗнерхи кун тӗлне Патӑрьел районӗнчи 4 яла шыв илнӗ.
Республикӑра инкеклӗ лару-тӑрура пулӑшма специалистсемпе техника кӑна мар, пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем те, аэромобильлӗ ушкӑн та хатӗр тӑрать.
Паян тата Пӗчӗк тата Мӑн Ҫавал юханшывӗсем Ҫӗрпӳ патӗнче ҫырантан тухса кайнӑ. «Звездный» ача-пӑча уйлӑхне хӑш-пӗр вырӑнта шыв илнӗ.
Ӗнер Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗче ейӳ кӗпере татса кайнӑччӗ, ҫавна пула ачасем шкула каяйманнине хыпарланӑччӗ.

Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗче ӗнер ейӳ кӗпере татса кайнӑ. Кӗпер ялӑн екӗ енне ҫыхӑнтарнӑ.
Ку ӗнер 14 сехетре пулнӑ. Халӗ пӗр ялти ҫынсем пӗр-пӗринпе хутшӑнаймаҫҫӗ. Шкул ачисем пӗлӳ ҫуртне каяймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта ҫитме тепӗр ҫул ҫук. Шаккӑл ялӗнче кунашкалли тӑтӑшах пулать-мӗн.
Палӑртмалла: ӗнер республикӑра ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑ, юр нумай ирӗлнӗ. Чылай тӑрӑхра шыв-шур хӑпарнӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче паян пӗлтернӗ. ЧР инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыври шыв Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи хӑш-пӗр ялта, Ҫӗмӗрле хулинче хӑпарнӑ.

Ҫанталӑк тӑрук ӑшӑтнине пула ӗнер, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри 11 районпа хулара пурӑнмалли ҫуртсемпе хуҫалӑхсем шыва кайнӑ.
Республикӑн ГКЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкек Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи хӑш-пӗр ялта, Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакансене пырса тивнӗ.
Ейӳ сарӑлнипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру Патӑрьелпе Комсомольски тӑрӑхӗсенче уйрӑмах ҫивӗч. Кунта район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн юханшывсенче шыв шайӗ хӑпарнӑран район ертӳҫисене, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене талӑкӗпех ӗҫлемелли йӗрке ҫине куҫарнӑ. Патӑрьел районӗнче Пӑла ҫырантан тухса кайнӑ, ҫавна май Патӑрьел, Анат Туҫа, Тӑрӑн, Кӗҫӗн Арапуҫ, Чӑваш Тимешӗ тата Вӑтаел ялӗсем шыва каяс хӑрушлӑх тухса тӑнӑ.
