Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри 8 шкула грант парасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Хахалантарӑва чи лайӑххисен йышне кӗнӗ, ӑнӑҫусем ҫӗнсе илнӗ шкулсем тивӗҫеҫҫӗ.
Шупашкарти 3-мӗш лицея тата 59-мӗш шкула, Улатӑрти 6-мӗш гимназие, Трак шкулне, Елчӗкри шкула 500 пин тенкӗ грант панӑ.
Ҫавӑн пекех чӑваш чӗлхине вӗрентессипе чи лайӑх практикӑна пурнӑҫлакан шкулсене 500 пин тенкӗ панӑ. Вӗсен йышӗнче - Шупашкарти 40-мӗш шкул, Елчӗк округӗнчи Аслӑ Елчӗк шкулӗ, Тӑвай округӗнчи Тӑрмӑш шкулӗ.
Чӑваш Енри хастарсем кӗҫӗн классенче ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентмелли приложени хатӗрлесшӗн. Проекта ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесен уншӑн грант илме пултарӗҫ.
Проекта Уйрӑм предметсене тарӑннӑн вӗрентекен Шупашкарти 40-мӗш шкул хатӗрленӗ.
Приложение 1-4 классенче вӗренекенсем валли тӑвасшӑн, унсӑр пуҫне вӑл чӑваш чӗлхи учителӗсем валли пулӗ.
Ачасене чӑваш чӗлхине вӗрентессипе кӑсӑклантарас тӗллевпе ҫав приложение 2024 ҫулта хатӗрлеме палӑртнӑ.
Халӗ ҫав проектшӑн obr.so сайтра сасӑлав пырать.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви «Перспектива» гранта илмелли конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал ӑна 23 фермер тивӗҫӗ. Ку тӗллевпе хыснаран 125 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ялсенчи 10 усламҫӑ гранта ҫырла ӳстерме тивӗҫнӗ. Сурӑх ӗрчетекен 7 усламҫӑ ку укҫапа хӑйӗн ӗҫне аталантарӗ. Аквакультура енӗпе ӗҫлемешкӗн 6 усламҫӑ гранта тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: «Перспектива» грант – аграри усламне аталантарма уйӑракан субсиди. Ӑна сыр пӗҫерекенсене, аквакультура таварӗсемпе ӗҫлекенсене, ҫырла ӳстерекенсене тата сурӑх ӗрчетекенсене параҫҫӗ.
Чӑваш Енри 5 культура учрежденийӗ Элтепер грантне тивӗҫнӗ. Пӗтӗмпе - 18 миллион тенкӗ. Унпа ҫӗне постановкӑсем лартӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ тата Оперӑпа балет театрӗ 5-шер млн тенке тивӗҫнӗ. Симфони капелли тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗ 3-шер млн тенкӗ грант илнӗ. Филармони 1 млн тенкӗлӗх гранта та тивӗҫнӗ. Ӳнер музейне вара 1 млн тенкӗлех грант лекнӗ.
Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче "Авалхи халӑхсен чӗрӗ юмахӗсем" спектакль премьери пулнӑ. Ӑна ҫӗртмен 23-мӗшӗнче сцена ҫине кӑларнӑ.
Вӑл - иммерсиллӗ-анимациллӗ спектакль. Ӑна «Культура, искусство тата пултарулӑх аталанӑвӗсен центрӗн» тата Культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗн гранчӗпе лартнӑ. Режиссерӗ - Дмитрий Петров, ӳнерҫи - Евгений Аввакумов.
Спектакле чӑваш юмахӗсене, халапӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Унта цифра анимацийӗпе те усӑ курнӑ.
Улатӑрта Хаяр Иван патшан палӑкне лартаҫҫӗ. Ҫакна тума халӑх ыйтнӑ-мӗн. Ҫапла пӗлтерет ЧР Строительство министерстви.
Тӳре-шара 2019 ҫултах ҫак патшана халалласа палӑк лартма сӗннӗ. Ун чухне хула администрацийӗн сайтӗнче сасӑлав та ирттернӗ. Анчах унта хутшӑннӑ ҫынсенчен 2376 ҫынран 1274-шӗ палӑка лартма хирӗҫ пулнӑ.
Нумаях пулмасть Улатӑр Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтерсе 80,8 миллион тенкӗ грант ҫӗнсе илнине пӗлтернӗччӗ. Строительство министерстви ку укҫапа мӗн тӑвассине ӑнлантарнӑ. Хулари Революци лапамне хӑтлӑх кӗртнӗ чухне Хаяр Иван патшана халалланӑ палӑка та лартӗҫ.
Чӑваш Енри виҫӗ хула Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтерсе гранта тивӗҫнӗ. Ку укҫапа вӗсем хулана хӑтлӑх кӗртӗҫ.
Пӗтӗмпе 276,8 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ. Ку укҫапа Ҫӗнӗ Шупашкарта Тӗкӗрҫ ращине хӑтлӑлатӗҫ. Ҫӗмӗрлере пионер организацийӗ пуҫланса кайнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалланӑ парка илемлетӗҫ. Улатӑрта вара грант укҫипе хулан истори пӗлтерӗшлӗ пайне хӑтлӑх кӳрӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкар - 106 миллион тенкӗ, Улатӑр - 80,8 миллион тенкӗ, Ҫӗмӗрле 90 миллион тенкӗ выляса илнӗ.
Пӗлтӗр Канаш районӗнчи Сухайкаси ялӗнче хӗвел батарейисемпе ӗҫлекен "ӑслӑ чарӑну" туса лартнӑ. Унта кондиционер, ӑшӑнакан саксем, тӳлевсӗр Wi-Fi пур. Ҫавӑнтах телефона заряд тума, общество транспорчӗ ӑҫта ҫитнине сӑнама май пур.
Ҫак чарӑнӑва пула Сухайкасси ял тӑрӑхӗ Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх муниципалитет практики" конкурсра пӗр номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Куншӑн федераци хыснинчен 6,3 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа ял тӑрӑхне илемлетме, коммуналлӑ техника туянма пулать.
Алексей Чернов Атӑлҫи федераци округӗнчи "ФормART" конкурсра 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнер графикин корпусне ӳкерсе илемлетнӗ.
Конкурс виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Кӑҫалччен Чӑваш Енри ӳнерҫӗсем унта малти вырӑнсене йышӑнни пулман. Алексей малти вырӑнсенчен пӗрне тухнӑ пӗрремӗш чӑваш ачи пулнӑ. Вӑл пултарулӑхне аталантармашкӑн 100 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ.
Професси пӗлӗвне паракан патшалӑх организацийӗсенче вӗренекен хӑш-пӗр студента Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне парса тӑрӗҫ.
2022/2023 вӗренӳ ҫулӗнче уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ укҫана ҫаксем тивӗҫнӗ: Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗн техникумӗн 4-мӗш курс студенчӗ Александр Виноградов, Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Александр Огурцов, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн виҫҫӗмӗш курс студенчӗ Даниил Поликарпов, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Григорий Сарбаев, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн виҫҫӗмӗш курс студенчӗ Лариса Щукина, Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Дмитрий Ярабаров.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |