Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: вӗрентекенсем

Вӗренӳ
https://lgt.su сайтри сӑнӳкерчӗк
https://lgt.su сайтри сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри тӑхӑр педагога Раҫҫей Президенчӗ преми пама йышӑннӑ. Ҫак чыса тивӗҫнисем — Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар хулисенчен, Елчӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен.

Раҫҫей Президенчӗн премине Шупашкарти 47-мӗш шкулти Ирина Власова, Шупашкарти 4-мӗш лицейри Альбина Герасимова, Шупашкарти 2-мӗш лицейри Анатолий Лаврентьев, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи вӑтам шкулти Олег Осипов, Хӗрлӗ Чутайӗнчи вӑтам шкулти Эдуард Романов, Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулти Лариса Семенова, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Нина Семенова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти Наталия Семушина тата Канашри 7-мӗш шкулти Любовь Тихонова илӗҫ. Ятарлӑ хушӑва Раҫҫей вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

 

Республикӑра

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫлекен педагогсенчен пӗри «Дом для учителя» (чӑв. Вӗрентекен валли ҫурт) программӑпа усӑ курса хваттерлӗ пуласшӑн.

Строительство организацине вӑл пайҫӑ пулса укҫа хывнӑ. Анчах предприяти унӑн «кӗмӗлӗпе» халех усӑ кураймӗ. Малтан лешӗн ҫурта хута ямалла, кайран ҫеҫ пайҫӑсен нухратне илейӗ. Ҫапла-ҫапла. Кӑҫалхи ҫулла ҫӗнӗ йӗрке вӑя кӗнӗ. Пайҫӑсем хӑйсен укҫине эксроу-счет ҫине хураҫҫӗ. ЧППУн ӗҫченӗ те ҫав меслетпе усӑ курнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацийӗ пӗлтерни тӑрӑх Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.

Эпир маларах асӑннӑ «Дом для учителя» (чӑв. Вӗрентекен валли ҫурт) программӑна Чӑваш Енри педагогсене пулӑшас тӗллевпе йышӑннӑ.

 

Вӗренӳ
Светлана Романова ӗҫӗсенчен пӗри. Ruscivilization.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
Светлана Романова ӗҫӗсенчен пӗри. Ruscivilization.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ен ҫыннисем сӑнӳкерчӗксен пӗтӗм тӗнчери конкурсне хутшӑнаҫҫӗ. «Русская цивилизация» (чӑв. Вырӑс цивилизацийӗ) конкурсра ӑмӑртакансенчен пӗри — Вӑрмар районӗнчи Кӗлкешри Н.А. Афанасьев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулти Светлана Романова. Вӑл – педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, сӑнарлав ӳнерӗн, черчени тата тӑван ен культурин учителӗ, аслӑ квалификациллӗ педагог, Н.А. Афанасьев муйзейӗн ертӳҫи, «Тӑван ен» ача-пӑчан шыравпа таврапӗлӳ пӗрлешӗвӗн ертӳҫи. Светлана Романова ӗҫӗсемшӗн ҫак каҫӑпа https://ruscivilization.ru/ru/gallery/?filter=true&nomination=&user=3428#filters иртсе сасӑлама пулать. Конкурса вӑл 14 фото сӑнӳкерчӗк тӑратнӑ.

Чӑваш Енри тепӗр автор, Леонид Корнилов, конкурса 10 ӗҫпе https://ruscivilization.ru/ru/gallery/?filter=true&nomination=&user=3463#filters хутшӑнать.

 

Республикӑра

Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 31 ҫулти арҫын 8-ти ывӑлне хӗнесе пурӑннӑ. Ашшӗ ачана пусмӑрлани пирки шкулти вӗрентекенсем пӗлнӗ. Вӗсемех кун ҫинчен йӗрке хуралӗн органӗсене хыпарланӑ.

Следовательсем акӑ мӗн уҫӑмлатнӑ: кӑҫал нарӑс-пуш уйӑхӗсенче ҫак арҫын 8 ҫулти ывӑлӗпе хӑйне тивӗҫлипе тытман, тӑтӑшах хӗненӗ. Ачана хӗненине вӗрентекенсем сиснӗ. Вӗсем чӑтса тӑрайман – йӑлтах полицие пӗлтернӗ.

Ашшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна Вӑрнар районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58393
 

Вӗренӳ

Тӗрлӗ чӗлхе вӗрентекен Чӑваш Енри педагогсене хавхалантарма кӑҫал хыснара 1,4 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Вӑл укҫа пурне те лекмӗ. Унпа чӑваш чӗлхипе тата литературипе, тутар чӗлхипе тата литературипе, мордва чӗлхипе регионсем, халӑхсем хушшинче иртнӗ олимпиадӑсенче ҫӗнтернӗ тата мала тухнӑ ачасен вӗрентекенӗсене хавхалантарӗҫ.

Премие илес шухӑшлисен хучӗсене Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен министерствинче йышӑнса пӗтернӗ ӗнтӗ. Вӗсене ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи ятарлӑ канаш пӑхса тухӗ.

Маларах асӑннӑ олимпиадӑсенче, сӑмах май, кӑҫал пурӗ 19 ача ҫӗнтернӗ. Олимпиадӑсенче хутшӑнма вӗсене 22 педагог хатӗрленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемшӗн педагогсене 100-шер пин тенкӗ параҫҫӗ, мала тухнисемшӗн — 50-шар пин тенкӗ.

 

Чӑвашлӑх

Шупашкарти 40-мӗш шкулта эрнекун, ака уйӑхӗн 26-мӗшенче, чӑваш чӗлхи вӗрентекенсемпе ача пахчисенчи педагогсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫакӑн пирки Марина Карягина тележурналист Фейбсукра хыпаралнӑ.

«Тупӑшӑва хутшӑнакансем хальччен курман ачасемпе уҫӑ урок ирттерчӗҫ. Ҫак кун маншӑн чӑн-чӑн уяв пулчӗ: Чӑваш чӗлхи кунӗ те, калӑм эрни те пӗрле... Вӗрентекенсем маттуррине пӗлеттӗм-ха, хула ачисем мӗнле пысӑк кӑсӑкланупа чӑваш чӗлхине, культурине вӗренесшӗн пулнине курса тӗлӗнтӗм, савӑнтӑм, кашнине тытса ҫупӑрлас килчӗ», — тесе ҫырнӑ маттур журналист, драматург, сӑвӑҫ.

Уҫӑ урок ирттернине Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ ӳкернӗ. Кӑларӑма «Раҫҫей 1» телеканалпа ыран, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхине, 9 сехетре, эфира кӑларӗҫ.

 

Вӗренӳ

Акан 19-мӗшӗнче республикӑри чи лайӑх вӗрентекене палӑртнӑ. Тӳрех каласа хӑварар: муниципалитет тапхӑрне 700 педагог хутшӑннӑ, вӗсенчен 129-ӗшӗ финала тухнӑ.

Республика конкурсӗнче «Ҫулталӑкри вӗрентекен – 2019» ята Вӑрнарти 2-мӗш шкулти акӑлчан чӗлхин вӗрентекенӗ Ольга Физер тивӗҫнӗ. «Ҫулталӑкри воспитатель» вара – Вӑрмар районӗнчи «Родничок» ача пахчин воспитателӗ Антонина Юнатанова. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Ирина Иванова илнӗ.

«Ҫулталӑкри психолог» - Канашри транспортпа энергетика техникумӗн вӗрентекенӗ Дина Мифтахутдинова, «Ҫулталӑкри социаллӑ педагог» - Шупашкарти 27-мӗш шкулти Наталья Иванова. «Педагогика дебючӗ» номинацире Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулти пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Ангелина Антонова ҫӗнтернӗ.

Чи лайӑх педагогсем республика чысне ҫӗршыв шайӗнче хӳтӗлӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫентерӳҫӗсене Элтепер премине параҫҫӗ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енре чи лайӑх вӗрентекенсене палӑртнӑ. Кӑҫал «Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсӑн финалне камсем хутшӑнӗҫ-ха?

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче республика шайӗнчи конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӗрентекенсем класс сехечӗсем, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ. Жюри «Уҫӑ дискусси» конкурсӑн финалне хутшӑнма чи лайӑх 7 ҫынна суйланӑ. Вӗсем Раҫҫейри хальхи вӗренӳ тӗнче аталанӑвӗнче мӗнле вырӑн йышӑнни, электронлӑ шкул малашлӑхӗ пирка калаҫнӑ.

«Чӑваш Енри ҫулталӑкри вӗрентекен – 2019» конкурс лауреачӗсем пиллӗкӗн пулса тӑнӑ: Шупашкарти 1-мӗш шкулти пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Татьяна Ильина, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ шкулӗнчи акӑлчан учителӗ Александр Кузьмин, Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти ют чӗлхесен педагогӗ Константин Мартемьянов, Елчӗк шкулӗн акӑлчан чӗлхин вӗренеткенӗ Екатерина Сергеева, Вӑрнарти 2-мӗш шкулти акӑлчан чӗлхи учителӗ Ольга Физер.

Вӗсем ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Ҫулталӑкри вӗрентекен» ята илессишӗн тупӑшӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56512
 

Чӑваш чӗлхи

Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ Тутарстанри наци шкулӗсенче тӑван чӗлхепе литература урокӗсене вӗрентекен педагогсене пухнӑ. Ҫавсем хушшинче чӑваш, мари, удмурт вӗрентекенӗсем пулнӑ. Хусанти «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗрентекенсем квалификацие ӳстермелли курса пуҫтарӑннӑ.

Юлташла тӗл пулӑва Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чӑваш, мари, удмурт секцийӗсем хутшӑннӑ. Ирина Трифонова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «тӗп яваплӑха хӑйсем ҫине чӑвашсем илнӗ». Мероприятие ЧНКА ӗҫтӑвком председателӗ Владимир Иванов, «Сувар» хаҫат тӗп редакторӗ Константин Малышев, Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен союзӗн председателӗ, ТР Писательсен союзӗн пайташӗ Николай Сорокин, Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗн председателӗ Александр Семенов, ЧНКА Ӗҫтӑвком пайташӗ Вера Юнусова, «Аталан» чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн председателӗ Алена Гордеева хутшӑннӑ.

Чӑваш вырсарни шкулӗн пурнӑҫӗпе Сильвия Чаркина паллаштарнӑ.

Вырсарни шкулне ҫӳрекен шӑпӑрлансем чӑвашла сӑвӑ-юрӑпа савӑнтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-78974186_2984
 

Культура

Йӗпреҫ районӗнче «Элкер вулавӗсем — 2019» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.

Район администрацийӗ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, культура мероприятине Пысӑк Упакассинчи тулли мар вӑтам шкул пуҫарнипе йӗркеленӗ. Конференцине вара Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкула пухӑннӑ.

Чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ вулава ачасен ӑслӑлӑх пӗлӗвне сарас, вӗсенче тӗпчев туртӑмне аталантарас шухӑшпа ирттернӗ.

Конференцие Липовкӑри тулли мар вӑтам, Эйпеҫри, Кӗлӗмкассинчи, Пучинкери, Чӑваш Тимешри, Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулсем хастар хутшӑннӑ. Вулава пуҫарса янӑ Пысӑк Упакассинчи шкул та, паллах, нумай тӑрӑшнӑ.

Вулава 23 ачапа 20 педагог хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем республика шайӗнче иртекен конференцие кайма тивӗҫнӗ.

Сӑмах май, Ҫемен Элкер Пысӑк Упакассинче 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19, 20
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 06

1902
124
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1911
115
Кӑтра Мишши, паллӑ чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1949
77
Кушманов Николай Константинович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть