Эрне пуҫламӑшӗнче, ҫӗртмен 27-мӗшӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Огонек ял вулавӑшӗнче вулав культурине ҫӗклес енӗпе «Ман вулас килет, ман пӗлес килет» ятпа ҫӗнӗ кӗнекесен кунӗ иртнӗ. Гладкова С.Н. библиотекарь ҫак кун тӗлне ятарласа ҫӗнӗ кӗнекесен куравне йӗркеленӗ — вулавҫӑсем унпа кӑсӑклансах паллашрӗҫ. Вулавӑша килнисене уйрӑмах Улькка Эльменӗн «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» кӗнеке кӑмӑла кайрӗ.
Огонек посёлокра пурӗ 200 ҫына яхӑн пурӑнать. Вӑл Йӗпреҫрен 5 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Огонек ял вулавӑшӗ Шӑрттан ял тӑрӑхӗн учрежденийӗ. Ҫулталӑкне кунта кӗнеке вулама 350 ҫын таран ҫӳрет. 4660 ытла кӗнеке, ҫулталӑкне вулакансене алла 7 пин ытла кӗнеке, хаҫат-журнал параҫҫӗ. Гладкова С.Н. кунта 1997 ҫултанпа вӑй хурать.
Анаткасси вулавӑшӗнче библиотекарь ӗҫне туса пыракан Андреева Галина Павловна Муркаш районӗнче иртнӗ «Республика шӑпи — пирӗн шӑпа» хӑтлавсен ӑмӑртӑвӗнче иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Турай ял тӑрӑхӗн администрацийӗ те, вырӑнти халӑх та ӑна ку ҫитӗнӳпе саламлать, малашне пысӑкрах ӳсӗмсем тума сунать!
«Республика шӑпи — пирӗн шӑпа» ӑмӑрту ҫӗртмен 19-мӗшӗнче Муркашри историпе таврапӗлӳ музейӗнче иртнӗ. Ӑна Республика кунне халалласа иртернӗ пулнӑ.
Паян, пушӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарти октябрӗн 50 ҫуллӑх урамӗнче вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулавӑшне пирӗн тӗп хуламӑрӑн механикӑпа технологи техникумӗн 2-мӗш курс студенчӗсем пуханчӗҫ. Кунта вӗсене Чӑваш халӑх сайчӗпе унӑн тӗп администраторӗ Николай Плотников паллаштарчӗ.
Программиста вӗренекенсем сайт тытӑмӗпе паллашрӗҫ, унта мӗн-мӗн вырнаҫни пирки пӗлчӗҫ. Тел пулӑва килнӗ яш-кӗрӗме ытларах сайтри паллашу кӗтесӗ, вӗсене вӗренӳре пулӑшма пултаракан информаци пурри кӑсӑклантарчӗ. Програмҫӑ ӑсталӑхне алла илекенсене ҫавӑн пекех сайта епле майпа хатӗрлени, ӑна ӑсталама мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ пулни интереслӗ пулчӗ.
Тӗлпулӑва вӗҫленӗ май студенсем тӑрӑшса вӗренме, ҫав шайри сайтсене ӑсталама вӗренсе ҫитме шантарса каларӗҫ.
Ӗнер, пушӑн 19-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче академиксем пухӑнчӗҫ. Кун йӗркинчи тӗп ыйту хушшинче академие ҫӗнетни, унӑн ҫӗнӗ уставӗпе паллашни тата пайташсене ҫӗнӗлле регистрацилесси пулчӗ. Академи ячӗ те ҫӗнелнӗ — халӗ вӑл Чӑваш халӑх ӑсхакӑлӗпе ӳнер академийӗ ятлӑ.
Академиксен пуш уйӑхӗн ирформациллӗ пухӑвӗнче ытти чылай ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ, тунӑ ӗҫӗсемпе паллашрӗҫ. Академипе патшалӑх хушшинчи юлашки вӑхӑтри хутшӑнусем пирки каласа пачӗҫ, обществӑлла пӗрлешӳн ирӗкӗсемпе тивӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Уйрӑмах академи ӗҫӗсен шайне ӳстересси пирки тӗплӗ калаҫрӗҫ. Редакци уйрӑмӗ йӗркелесе ун пуҫлӑхне Эдиссон Патмара лартрӗҫ. Хӑш-пӗр кӗнекесен (уйрӑмах Иван Дубановӑн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнекене сӳтсе яврӗҫ) шайӗ пӗчӗк пулни хӑш-пӗрисене чӑн та пӑшӑрхантарать. Ӳстерес тӗлӗшпе малашне кӗнеке тухиччен рецензи ҫырмалли пирки калаҫса татӑлчӗҫ. Рецензи ҫыракансем кӗнекешӗн авторпа пӗр тан яваплӑ пуласси пирки пӗлтерчӗҫ.
Чӗмпӗртен килнӗ Фёдор Искандеров («Азбука чувашских орнаментов и эмблем» альбом авторӗ) хӑйӗн манифесчӗпе паллаштарчӗ.
Канаш районӗнчи Атнаш ялӗн тӗслӗхлӗ вулавӑшӗнче кӗҫнерникун, пушӑн 10-мӗшӗнче, «Олимп вӑййисем: иртни, хальхи, малашлӑхри» ятлӑ ӑмӑрту иртрӗ. Ӑна «Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫшӑн» ярӑмӗпе ирттерме палӑртнӑ пулнӑ.
Викторинӑра ачасем олим вӑййисем ҫинчен ҫӗннине чылай пӗлчӗҫ — ун кун-ҳулӗ пирки, Олим юхӑмӗпе талисманӗсем пирки. Ҫавӑн пекех вӑл вӑйӑсен программине кӗрекен спорт тӗсӗсемпе те паллашрӗҫ.
Ҫапла, Атнашри вулавӑш ӗҫченӗсем ахаль лармаҫҫӗ, ӑмӑрту хыҫҫӑн ӑмӑрту ирттереҫҫӗ, мероприяти хыҫҫӑн — мероприяти. Хӑтлӑ кунта — вулавҫӑсем хӑйсене килти пекех туяҫҫӗ.
Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, иртнӗ кӗҫнерникун, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Ю.М. Артемьевӑн «Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр» кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ. Ку мероприятие ҫавӑн пекех литература тӗпчевҫи 70 ҫул тултарнине халалласа ирттерчӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ Юрий Артемьевӑн ҫӗнӗ кӗнекинче эсир чӑваш литературинче палӑрнӑ ҫичӗ ҫыравҫӑ пултарулӑхӗн тишкерӗвӗпе паллашма пултаратӑр. Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Фёдор Павлов, Илле Тӑхти, Петӗр Хусанкай, Хветӗр Уяр тата Юрий Скворцов хайлавӗсене Юрий Михайлович ҫӗнӗрен вуласа тухса, тарӑннӑн тишкернӗ. Тавлашуллӑ ыйтусене те ҫутатмасӑр хӑварман.
Юбиляра саламлама чылайӑн пынӑ: Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Фошин (вӑлах Михаил Игнатьев Президентӑн Тав хучӗпе чысларӗ), ЧГПӐИ директорӗ Юрий Исаев, Канаш районӗн администраци пуҫлӑхӗ Владислав Сафронов, Алексей Трофимовпа Михаил Кондратьев ӑсчахсем, «Тӑван Атӑлӑн» шеф-редакторӗ Арсений Тарасов тата ыттисем пулчӗҫ.
Ыран, нарӑсан 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Чӑваш Ен экономикин ҫӗнетӗвӗнчи наци тӳпи» (Национальный компонент в модернизации экономики Чувашии) ятлӑ ҫавра сӗтел иртӗ. Ӑна йӗркелекенсем: «Аталану» тата «Сувар» фондсем, «Юристы за гражданское право» НП.
Пухура республика экономикинчи ӗҫ хальхи вӑхӑтра епле пынине сӳтсе явма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вырӑнти (чӑваш) бизнес-пӗрлӗхӗн интересӗсене майлӑ ӗҫлемелли патшалӑх политики пирки калаҫӗҫ.
Ҫавра сӗтеле йӗркелекенсем Чӑваш Ен экономикишӗн, ун шӑпишӗн пӑшӑрханакансене пурне те хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗ: 8-919-661-53-40, 38-73-76 (Игорь Михайлов)
Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Юрий Сементер 70 ҫул тултарнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ литература каҫӗ иртрӗ.
Мероприяти тӗлне «Чунра хӗмленнӗ йӗркесем» курав йӗркеленӗччӗ — унта поэтӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашма май пурччӗ.
Литература каҫне Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Фошин уҫрӗ. Вӑл сӑмах каланӑ май Михаил Игнатьев янӑ салам ҫырӑвне те вуласа пачӗ. Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Александров Хисеп хучӗпе чысларӗ.
Ҫавӑн пекех сӑмах калакансем шутӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн преподавателӗ Ольга Скворцова, халӑх сӑвӑҫисем Валерий Туркай, Порфирий Афанасьев, профессиле ҫыракан ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Павлов, тата ыттисем пулчӗҫ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вулавӑшра ҫӗнӗ клуб уҫнӑ — шашкӑлла тата шахмӑтла выляма кӑмӑлакансен клубне. Ӑна ял тӑрӑхӗнчи ҫынсем хӗллехи куна интереслӗ ирттерме йӗркеленӗ.
Ҫулталӑк вӗҫнелле кӑтартуллӑ вӑйӑсем те ирттереҫҫӗ. Чӑн-чӑн ӑстасем ачасене хӑйсем вӑййипе кӑҫал та тӗлӗнтерчӗҫ: Верендеев В.А., Мазуркина С.А., Афанасьев В., Шуткин В хутшӑнчӗҫ. Вӗсемпе пӗрле вӑйӑсене ача-пӑча та хутшӑнчӗ, выляма вӗренсех ҫитейменнисем вара вӗсен вӑййине сӑнаса тӑчӗҫ. Ӑстасем ачасене кӑшлах вӑййа вӗрентсе те илчӗҫ.
Вулавӑш ӗҫченӗсем ҫак вӑйӑсем шкул ачисен хушшинче сарӑласса шанса тӑраҫҫӗ.
Кӑшнаруйри тӗслӗх вулавӑшӗнче ӗҫ вӗресе кӑна тӑрать. Кашни кун тенӗ пек кунта мероприятисем иртеҫҫӗ. Ак, чӳкӗн 18-мӗшӗнчех ял ҫыннисем валли «Ҫӗнӗ документ» ятлӑ компьютер урокӗ иртнӗ — аслӑ ҫулсенчисем унта офис программинче ҫӗнӗ документ хатӗрлеме вӗреннӗ. 4 ҫын хутшӑннӑ пулин те ӗҫӗ пурах. Ытларикун, чӳкӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ урока вара 5-ӗн хутшӑннӑ — вӗсем ҫӗнӗ документа калӑпланӑ чухнехи вӑртӑнлӑхсемпе паллашнӑ.
Шӑматкун, чӳкӗн 27-мешӗнче, вулавӑшра тепӗр мероприяти иртмелле — «Хӗрӳллӗ лирик» ятлӑ поэзи сехечӗ.
Кӑшнаруйри вулавӑша тӗслӗхлисем шутне 5 ҫул каяллах, 2005 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче кӗртнӗ. Унта Кӑшнаруй, Анат Сурӑм, Шӑхаль ял ҫыннисем ҫӳреҫҫӗ, ҫулталӑкне пурӗ 750 ытла. Кӑшнаруй ялӗнчи вулавӑша уҫасса 1955 ҫултах уҫнӑ. 1990 ҫулта вӑл ял клубӗн иккӗмӗш хутне куҫнӑ, пӗтӗмешле 60 тӑваткал метр йышӑнать. Кӗнеке фондӗнче 6 пин ытла экземпляр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |