Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Чӑваш чӗлхи: «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.04.2014 12:13 | 4897 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне йӗркеленӗ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.

Ку ӑмӑртӑва пурӗ 173 ӗҫ ҫитрӗ. Вӗсенчен 157-шне хакларӑмӑр. Хаклав калӑпӑшӗ пысӑк пулнӑран кая юлса ҫитнӗ ӗҫсене хак пама ӗлкереймерӗмӗр. Анчах пӑшӑрханма кирлӗ мар — вӗсем те хутшӑнни пирки ӗнентерӳ хутне илӗҫ.

Хаклав ӗҫне виҫҫӗн ирттертӗмӗр: тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» телеканалӑн ертӳҫи Олег Цыпленков (вӑл видео пахаларӗ), Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников (ӳкернӗ чухне усӑ курнӑ фона хак пачӗ), Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова (интонаци тӗлӗшӗпе хакларӗ). Хаксене парса тухнӑ хыҫҫӑн эпир ҫапла пӗтӗмлетӳ турӑмӑр: интонацишӗн 100%, видеошӑн — 70%, фоншӑн — 50%. Интонацие мала лартнине ҫакӑнпа сӑлтавларӑмӑр — ача е хутшӑнакан сӑвва лайӑх вулать пулсан видео пахалӑхӗ япӑхрах пулсан та ӑна тепре ним мар чаплӑ техникӑпа ӳкерме пулать. Тивӗҫлӗ шайра сӑвӑ калаймана вара вӗрентме — йывӑртарах, кунта нимӗнле техника та ҫӑлаймӗ. Ҫавах, ку конкурс видеопа ҫыхӑннӑран видео пайне те пысӑкрах илтӗмӗр.

Ӗҫсем нумай килнӗрен мӗнле ушкӑнсем тӑвасси те пысӑк ыйту ҫуратрӗ. Маларах эпир 1–5 классене пурне те пӗрле хакласшӑнччӗ, анчах та ку йышра видеосӑвӑсем сахал мар пулни, апла тусан мала 5-мӗш классем кӑна тухни пире шухӑшлаттарчӗ. Ҫапла май эпир вара кӗҫӗннисене хавхалантарас тесе 1–5 классенчи кашни класа уйрӑммӑн илтӗмӗр. Уйрӑммӑн эпир шкул ҫулне ҫитмен ачасене тата интернатрисене илсе хакларӑмӑр. Ҫапла май пурӗ 11 ушкӑн пухӑнчӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене эпир ҫу уйӑхӗн вӗҫнелле чыслама шутлатпӑр. Кам мала тухни пирки Чӑваш наци телекуравне хыпар ҫитерсе, чи маттурисене вӗсем те кӑтартасса шанса тӑратпӑр (вӗсем халь наци радиовӗ 5 ҫул тултарнине хатӗрленнине те шута илетпӗр).

Мала ҫаксем тухрӗҫ:

Шкул ҫулне ҫитменнисем:

◇ 1. Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑри тӗп шкул ҫумӗнчи ача пахчине ҫӳрекен Артём Минулин (Владимир Андреев ҫырнӑ «Вӗренесшӗн чӑвашла» сӑвва вулать);

◇ 2. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк шкул ҫумӗнчи ача пахчине ҫӳрекен Маша Адюкова (Петӗр Хусанкайӑн «Чӑваш ачи» сӑввине вулать);

◇ 3. Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав посёлокӗнчи ача пахчине ҫӳрекен Настя Фёдорова (Владимир Андреев ҫырнӑ «Калаҫатӑп чӑвашла» сӑвва вулать).

1-мӗш класрисем:

◇ 1. Муркаш районӗнчи Москакасси шкулне ҫӳрекен Эмилия Колбасова (Петӗр Хусанкайӑн «Эп — чӑваш ачи» сӑввине вулать);

◇ 2. Красноармейски районӗнчи Алманчри вӑтам шкула ҫӳрекен Диана Филиппова (Петӗр Хусанкайӑн «Эп — чӑваш ачи» сӑввине вулать);

◇ 2. Красноармейски районӗнчи Алманчри вӑтам шкула ҫӳрекен Руфина Сергеева (Анатолий Смолинӑн «Чӑваш чӗлхи» сӑввине вулать).

2-мӗш класрисем:

◇ 1. Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑри тӗп шкула ҫӳрекен Анжела Портнова (Николай Симуновӑн «Курак» сӑввине вулать);

◇ 2. Красноармейски районӗнчи Алманчри вӑтам шкула ҫӳрекен Юлия Егорова (Петӗр Хусанкайӑн «Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» сӑввине вулать);

◇ 3. Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкула ҫӳрекен София Гусарова (Мӗтри Мишшин «Чӑваш чӗлхи» сӑввине вулать).

3-мӗш класрисем:

◇ 1. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк вӑтам шкулне ҫӳрекен Ксения Агеева (Василий Давыдов-Анатри ҫырнӑ «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» сӑвва вулать);

◇ 2. Елчӗк районӗнчи Елчӗкри вӑтам шкула ҫӳрекен Анастасия Архилина (хӑй ҫырнӑ «Иван Яковлев ҫинчен» сӑвва вулать);

◇ 3. Шупашкарти 61-мӗш шкула ҫӳрекен Милана Цветкова (Энтип Ваҫҫин «Тӑван чӗлхе, эс — вӗҫӗмсӗр тӗнче...» сӑввине вулать).

4-мӗш класрисем:

◇ 1. Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкула ҫӳрекен Елизавета Сергеева (Александр Пӑртта ҫырнӑ «Курак» сӑвва вулать).

◇ 2. Муркаш районӗнчи Ҫатракасси шкулне ҫӳрекен Анита Фёдорова (Петӗр Хусанкайӑн «Эп — чӑваш ачи» сӑввине вулать);

◇ 3. Вӑрмар районӗнчи Хӗрлӗҫырти пуҫламӑш шкула ҫӳрекен Диана Петрова (Виталий Симаковӑн «Атте-анне мана пилленӗ...» сӑввине вулать).

5-мӗш класрисем:

◇ 1. Муркаш районӗнчи Ҫатракассинчи вӑтам шкула ҫӳрекен Вероника Ерзукова (Анатолий Юманӑн «Тӑван чӗлхе» сӑввине вулать);

◇ 2. Шупашкарти 61-мӗш шкула ҫӳрекен Августина Филиппова (Николай Сандровӑн «Тӑван чӗлхе» сӑввине вулать);

◇ 3. Муркаш районӗнчи Ҫатракассинчи вӑтам шкула ҫӳрекен Анастасия Алексеева (Любовь Мартьяновӑн «Чӑвашла» сӑввине вулать).

6-мӗшпе 7-мӗш класрисем:

◇ 1. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк вӑтам шкулне ҫӳрекен 7-мӗш класри Юлия Адюкова (Валентина Деменкова ҫырнӑ «Чӑваш чӗлхи» сӑвва вулать);

◇ 2. Шупашкарти 61-мӗш шкула ҫӳрекен 6в класс ачисем Софья Ивновӑпа Александра Волкова (Анатолий Хумӑн «Чӑвашла ан манӑр» тата Петӗр Хусанкайӑн «Эп — чӑваш ачи» сӑвӑсене вулаҫҫӗ);

◇ 3. Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Матак вӑтам шкулне ҫӳрекен 7-мӗш класри Диана Мердеева (Николай Сандровӑн «Тӑван чӗлхе» сӑввине вулать);

8-мӗшпе 9-мӗш класрисем:

◇ 1. Елчӗк районӗнчи Патраккелти вӑтам шкула ҫӳрекен 8-мӗш класри Евгения Сардаева (хӑй ҫырнӑ «Упрар тӑван чӗлхемӗре» сӑвва вулать);

◇ 2. Муркаш районӗнчи Турай вӑтам шкулне ҫӳрекен 9-мӗш класри Кристина Бычкова (хӑй ҫырнӑ «Чӑваш чӗлхи» сӑвва вулать);

◇ 3. Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав посёлокӗнчи вӑтам шкула ҫӳрекен 9-мӗш класри Вероника Андриянова (Ҫӗҫпӗл Мишшин «Чӑваш чӗлхи» сӑввине вулать).

10-мӗшпе 11-мӗш класрисем:

◇ 1. Красноармейски районӗнчи Трак вӑтам шкулне ҫӳрекен 10-мӗш класри Сергей Иванов (Николай Петров ҫырнӑ «Мӑн Шетмӗ» сӑвва вулать);

◇ 2. Красноармейски районӗнчи Красноармейски вӑтам шкулне ҫӳрекен 11-мӗш класри Анна Васильева (Петер Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑввине вулать);

◇ 3. Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав посёлокӗнчи вӑтам шкула ҫӳрекен 10-мӗш класри Виолетта Аниферова (хӑй ҫырнӑ «Чӑваш чӗлхи» сӑвва вулать).

Аслисем:

◇ 1. Йӗпреҫри шкул-интернатра вӗрентекен Екатерина Викторова (Николай Ишентей ҫырнӑ «Кукамай кӗпи» сӑвва вулать);

◇ 2. Шупашкарти 33-мӗш шкулта ачасене пӗлӳ паракан Ирина Диарова (Яков Ухсайӑн «Кӑвак хуппи» сӑввине вулать);

◇ 3. Шупашкарти 61-мӗш шкулта ачасене пӗлӳ паракан Татьяна Жарова (Анатолий Юманӑн «Тӑван чӗлхе» сӑввине вулать).

Интернатрисем:

◇ 1. Ҫӗрпӳри шкул-интернатра 9-мӗш класра вӗренекен Нелли Алексеева (Николай Хмелёв ҫырнӑ «Чӑваш чӗлхин Улӑпӗ» сӑвва вулать);

◇ 2. Йӗпреҫри шкул-интернатра 3-мӗш класра вӗренекен Марина Алексеевӑпа Николай Кузнецов (Петӗр Ҫӑлкуҫӑн «Хула ачи» сӑввине вулать);

◇ 3. Ҫӗрпӳри шкул-интернатра 9-мӗш класра вӗренекен Надежда Петрова (Владимир Андреев ҫырнӑ «Чӑваш чӗлхи пурне те кирлӗ» сӑвва вулать).

«Куракансен кӑмӑлне кайнӑ видеосӑвӑ» тата «Сӑвар ТВ» канал пуҫарнӑ ятарлӑ номинацисенче камсем ҫӗнтернине каярах пӗлтерӗпӗр. Пӗрремӗшне хальтерех палӑртма хӗн — YouTube видеохостинг 300 ытла пӑхнӑ ӗҫсене «301+» тесе палӑртать. Чӑн хисепне шутласа парасса кӗтме тивӗ. «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ видео хушшинче Диана Мердеевӑн ӗҫӗ малта — ӑна 370 хут ытла пӑхнӑ. Ҫавах та ыттисене кӳрентерес мар тесе Ютуб чӑн хисепе кӑтартнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ пӗлтерме пултарӑпӑр.

Пур ӗҫсемпе те кунта паллашма пулать. Пӗтӗмлетӳ тунӑ документа ҫак вырӑнтан илме пулать.

#Шупашкар, #Москакасси, #Ҫатракасси, #Муркаш районӗ, #Аслӑ Елчӗк, #Елчӗк, #Елчӗк районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Михайловка, #видео, #Чӑваш ачи сассуна пар, #конкурссем, #Шкул ТВ, #Сӑвар ТВ, #Турай, #Сӑнав, #Алманч, #Красноармейски районӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Комментари:

диана // 2548.97.3211
2014.04.25 16:27
диана матур

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем