Вӑрмар районӗнчи Арапуҫри ял вулавӑшӗнче Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ тӗлне «В творческом горении — высшая радость» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.
Вӑл икӗ пайран тӑрать: «Гордимся своим земляком» тата «О театре». Пӗрремӗш пайне Ефим Никитин паллӑ драматурга халалланӑ. Ефим Никитич хӑйӗн хайлавӗсене чӑвашла кӑна ҫырнӑ-ха та ӗнтӗ, анчах вулавӑш ӗҫченӗсем курав ятне вырӑсла парас тенӗ. Мӗн тейӗн, самани ҫапла — чӑвашла йӗркелеме хал ҫитмест ҫав хӑшӗ-пӗрисен. Арапуҫра ҫуралса ӳснӗ Ефим Никитин ку тӗлӗшпе пӗр-пӗр шӳт шутласа тупӑччех ӗнтӗ.
Тепӗр пайӗ вара театр ҫинчен каласа парать — вулакансем Надежда Павлова тата ытти паллӑ артистсем пирки пӗлме пултарӗҫ.
Ҫак кунсенче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми пӗрремӗш хут пичетленсе тухнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа Толик Хураски ял вулавӑшӗнче «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхеллӗ поэма» ятлӑ кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсен кӗнеке ҫӳпҫинче упранакан «Нарспи» поэмӑллӑ пур кӗнекене те кӑларса хунӑ. Вулакансем паллашмалӑх унта вырӑсла кӑларӑмсем те пур.
Чӑн та, ҫак поэма тухнаранпа ӗмӗр ытла иртрӗ пулин те вӑл халӗ те чылай сӑвӑҫа, нумай ҫыравҫӑна, ҫав шутра композитора та хавхалантарма пултарать — ҫӗнӗ сӑвӑ-калав ҫырма, юрӑ хайлама.
Ӗнер Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшри ял вулавӑшӗнче Герасим Харлампьев-Пилеш ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ятарлӑ вулав каҫӗ иртнӗ.
Э. Петрова вулавӑшҫӑ вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли ятарласа «Ӳнерҫӗ те, ҫыравҫӑ та» ятпа литература куравӗ йӗркелерӗ. Пухӑннӑ ачасене вӑл ҫыравҫӑн кашни ҫынна, кашни ачан кӑмӑлне каякан хайлавӗсем пирки каласа пачӗ. Ачасем те хӑйсене маттур кӑтартрӗҫ: кӑмӑла каякан хайлавсене аса илчӗҫ, куравра вырнаҫтарнӑ кӗнекесен содержанине каласа кӑтартрӗҫ. Вӗсене ытларах Герасим Дмитриевичӑн «Илемлӗ ир» хайлавӗ килӗшни палӑрчӗ, ун тӑрӑх ятарлӑ викторина та ирттерчӗҫ. Чи маттурри Максим Шариков пулчӗ.
Герасим Харлампьев 1913 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче халӗ Элӗк районне кӗрекен Мӑн Тукташра ҫуралнӑ. Пирӗнрен вӑл 1994 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче уйрӑлнӑ. Ялти пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ, Хутарти шкулта пӗлӳ пухнӑ, Нурӑсри профшкулта, Чулхулари рабфакра, Мускаври ӳнер техникумӗнче ӑс пухнӑ.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхи курсӗ уҫалнӑ. Ӑна чӑвашла пач пӗлмен ҫынсем валли йӗркеленӗ. Вӗренекенсем чӑвашла вулама-ҫырма хӑнӑхӗҫ, тӑван чӗлхепе пуҫламӑш пӗлӳ илӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсене пирӗн халахӑн кун-ҫулӗпе тата йӑли-йӗркипе кӗскен паллаштарӗҫ. Вӗренӳ 10 ҫын пухӑнсан пуҫланмалла.
Пуҫламӑш курсра сахалтан та 10 урок пулмалла, вӗсем эрнесерен иртӗҫ. Тӳлевлӗ — пӗр урок хакӗ 100 тенкӗ.
Ыйтса пӗлтмелли инҫесас номерӗ: 62-10-70 (хушма номер 146).
Шупашкар районӗнчи Юртукасси ялӗнче вырнаҫнӑ клуб-музей ӗҫченӗсем уйӑхра икӗ хутччен килсерен ҫӳреҫҫӗ. Кашни вулакана кӗнекепе тивӗҫтерес тесе ырма-канми тӑрӑшаҫҫӗ: вулавҫӗсем ыйтакан кӗнекесемпе тивӗҫтереҫҫӗ, ҫӗннисем пирки каласа параҫҫӗ.
Куҫса ҫӳрекен вулавӑшпа тӑтӑшах усӑ куракансен шутне пушӑн 8-мӗшӗнче 92 ҫул тултаракан Трофимова Клавдия Ивановна та кӗрет. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче 4 ача ӳстерсе 8 мӑнукпа тата мӑнуксен 7 ачипе савӑнса пурӑнакан кинемей чӑвашла хаҫат тата кӗнеке вулама юратать. Вулавӑш ӗҫченӗсем те вӑл ыйтнӑ кӗнекесене вӑхӑтра илсе килсе пама тӑрӑшаҫҫӗ!
Кашни ҫулах пирӗн республикӑра Наци библиотеки ҫулталӑк кӗнекисене палӑртма конкурс ирттерет.
Акӑ, кӑҫалхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнчен 2011 ҫулта тухнӑ кӗнекесен конкурсӗ пуҫланчӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пырать. Унӑн тӗллевӗ — ҫынсене кӗнекепе туслаштарассине ӳстересси, вулани культурӑлӑхӑн чи кирлӗ пайӗ пулса тӑнине палӑртасси тата ытти те.
Конкурса хутшӑннӑ кӗнекесенчен чи нумай вуланаканнине тупса палӑртма ҫынсен сӗнӗвне шута илеҫҫӗ. Ҫапла вара «Чӑваш кӗнеки» — проза жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх вуланакан кӗнеке, «Асамлӑ йӗрке» — поэзи жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх вуланакан кӗнеке, «Детская Вселенная» — чи вуланакан ача-пӑча кӗнеки. Кӗнеке вулакансем «Чи лайӑх вулакан» номинацире хаклавӗсемпе палӑрӗҫ. «Литературный эксперт» номинацире вара кӗнеке вуласа тухнӑ хыҫҫӑн чи лайӑх рецензи ҫыракансене ятран палӑртӗҫ.
Комсомольски районӗн вулавӑшӗсенче ӗҫлекенсем ӑмӑртура ҫӗнтернӗ кӗнекесемпе куравсем йӗркелӗҫ, вулав конференцийӗсем, тавлашусем ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫыракансемпе те тӗл пулӗҫ.
«Литературӑллӑ «Чӑваш Ен» конкурса хутшӑнакан кӗнекесем хушшинче ҫак тӑрӑх ентешӗн Г.
Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн генеалоги пайӗн черетлӗ пухӑвӗ иртмелле — вӑл кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче пулӗ. Пухӑва 10 сехет тӗлне 201-мӗш пӳлӗме килмелле.
Пухура сӳтсе явма тӑратнӑ ыйтусем:
1. 2013 ҫулталӑк хушшинче тумалли ӗҫсене палӑртни.
2. ДНК-генеалоги тӗлӗшӗпе хатӗрленӗ Чӑваш ӑслӑлӑхпа ӗҫлев проекчӗн хӑтлавӗ.
Ҫак ыйтусемпе кӑсӑкланакансене пурне те йыхравлаҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви кашни Ҫӗнӗ ҫул тӗлнелле ачасем валли паха парне ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ, тетте пек хитре те вӗр ҫӗнӗ кӗнекесем хатӗрлет. Ҫак кӗнекесем халӗ пирӗн шкул валавӑшӗнче те пур. Вӗсемпе пире шкул бииблиотекарӗ Любовь Германовна яланхиллех тӗплӗн паллаштарчӗ. Хамӑр ентеш Елен Нарпи ҫырнӑ «Салтак тӳмипе Тал пиҫен» юмахсен пуххи ҫамрӑк вулакансене те, аслисене те килӗшӗтех. «Вӑрман шкулӗ» кӗнекери юмах пьесӑсене ятарласа кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ.
Анатолий Тимофеев-Ыхра, Михаил Мерчен (Захаров), Вӑрӑм Палюк (Владимир Рыбкин), Людмила Сорокина (Пурлушкина) хайлавӗсене пӗр кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ — Ольга Васильева. Унти сӑвӑсене ташӑ картине пӗрлештерекенни — вӗсенче ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва ӗҫчен те тирпейлӗ, йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне пулӑшма, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулма вӗрентни палӑрать. Никама та ятламасӑр, тӑван чӗлхепе, лӑпкӑн та кӑмӑллӑн.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче нумай пулмасть ҫӗнӗ пӳлӗм уҫӑлнӑ. Раштавӑн 6-мӗшӗнче хӑйӗн алӑкне уҫнӑ пӳлӗме наципе культура пӗрлӗхсен пухӑвӗсене ирттерме йӗркеленӗ, ячӗ те унӑн — «Наци культурисен залӗ». Кунтах тӗрлӗ куравсем, конференцисемпе семинарсем ирттерӗҫ. Тӗп тӗллевӗ — халӑхсен хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси, ытти халӑхсен культурипе паллаштарасси.
Паянхи куна илес пулсан кунта компьютер пур, курав ҫӳлӗкӗсем вырнаҫнӑ — унта кашни халӑх ентешлӗхӗ хӑйӗн экспозицине вырнаҫтарма пултарать.
Наци культурисен залне уҫнӑ ятпа ҫавра сӗтел те ирттерчӗҫ, унта вулавӑш директорӗ Роза Лизакова, этноссен тӗпчевҫи Виталий Иванов, Чечен Республикин Пуҫлӑхӗн Чӑваш Енри элчи Салман Майрукаев тата ыттисем сӑмах каларӗҫ. Ҫавра сӗтел ӗҫленӗ хушӑра Азиз Магеррам оглы Бадиров йӗркеленӗ «Азербайджан глазами фотохудожника» (чӑв. Азербайджан фотоӳнерҫӗ курҫӗпе) курав ӗҫлерӗ.
Канаш районӗнчи Вӑрман Алкаринкасси Ухман ялӗнче вырнаҫнӑ тӗслӗхлӗ вулавӑшра ҫӗнӗ кӗнекесен куравне йӗркелерӗҫ. Ялти вулавӑша ҫынсем ҫӳреме пӑрахман-ха — ҫӗнӗ кӗнекесене те кунта тухнӑ-тухман тенӗ пекех кӳрсе тӑраҫҫӗ.
Курав ҫӳлӗкӗсем ҫинче Нелли Петровскаян «Тухатмӑш», А.Д. Хмытӑн «Леш тӗнчерен», Порфирий Афанасьевӑн «Каҫхи кӑвайт», Виталий Енӗшӗн «Суйласа илнисем», Валентина Тараватӑн «Ēмӗтсем» кӗнекисене курма пулать.
Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ӑрури вулакан валли кӑларнӑ кӗнекесем те сахал мар: ӳнерпе ҫыхӑннисем, шкул ачисен ӑнлантару словарӗ, акӑлчанла-вырӑсла словарь, ют чӗлхесен словарӗ, «Мясные салаты» (чӑв. «Аш салачӗсем») кӗнеке тата ыттисем. Вулавӑш ӗҫченӗсен шухӑшӗпе шкул ачисене уйрӑмах тӗрлӗ халӑх юмахӗсен кӗнеки кӑмӑла кайӗ.
Ялти тӗслӗхлӗ вулавӑш пурне те хапӑл кӗтсе илме хатӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |