Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем кинемее килне леҫсе хӑварнӑ.
«Шупашкар-Сурски» ҫул ҫинче Патшалӑхӑн автоинспекцийӗн ҫул-йӗр патрулӗн уйрӑм батальонӗн ӗҫченӗсем ҫул айккипе пыракан ҫынна асӑрханӑ. Ват хӗрарӑм йывар сумкӑпа утса пынӑ. Инспектрсене вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, автобусран тӑрса юлнӑ та килне ҫуран утса ҫитме шухӑшланӑ.
Артём Яковлев тата Сергей Савин инспекторсем ӑна килне ҫитерсе янӑ, каҫхине ҫул айккипе ятарла тумсӑр утма юраманни пирки асӑрхаттарнӑ.
Ӗмӗрӗпе ӗҫлесе пурӑнма хӑнӑхнӑ ҫын ахаль ларасшӑн мар. Вӑйӗ ҫитмесен те унӑн пахчара акса лартас килет. Кун пек чухне Шупашкарти ватӑсене халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӗ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗсем пулӑшса пыраҫҫӗ.
«Пахчана пушӑ вырттарас килмест. Юрать мана Елена Трофимова социаллӑ ӗҫчен пулӑшса пырать», — тав тӑвать тава тивӗҫлӗ канури Федосия Парфёнова. Зинаида Прокопьева вара Ольга Филиппова пулӑшса пынишӗн савӑнать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 71 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ.
Любовь Васильевна Ларкина (Артемьева) килтен ҫӗртмен 3-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫталла ҫул тытни паллӑ мар.
Хӗрарӑм 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ чухне мӗн тӑхӑнни паллӑ мар. Вӑл ӑс-тӑн арпашӑннипе аптӑрать.
Ӑна курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 89876687081 (Виктория Искрич).
Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ялӗнче пурӑнакан 61 ҫулти Надежда Лаврентьева тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ.
Китайри Тайбэй хулинче ҫу уйӑхӗн 17-30-мӗшӗсенче Ветерансен пӗтӗм тӗнчери вӑййи иртнӗ. Унта 107 ҫӗршыври 25 пин ветеран хутшӑннӑ.
Пирӗн ентешӗмӗр унта икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Надежда Лаврентьева 5 тата 10 километра утассипе мала тухнӑ. Ӑна 30 градус шӑрӑх та хӑратман.
Шупашкарти ваттисем «Бичурин тата хальхи самана» музея ҫитсе курнӑ. Кӳкеҫре вырнаҫнӑ ҫак учреждени фончӗ пуян. Музейра краведенипе тата этнографипе ҫыхӑннӑ материалсемпе паллашма пулать. Кунсӑр пуҫне унта Никита Бичурин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ, унӑн тӗпчевӗсем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Никита Бичурин Шупашкар тӑрӑхӗнчи Шемшер ялӗнче ҫуралнӑ. Нумай вӗренме ӳркенменскер паллӑ ученӑй-синолог пулса тӑнӑ.
«Никита Бичурин пурнӑҫӗ питӗ тӗлӗнтерчӗ. 1Китайра 13 ҫул ӗҫлесе пурӑнна чӑваш ӑсчахӗ Раҫҫее Китайпа ҫывӑхлатнӑ», — хавхаланса каласа кӑтартнӑ музейра пулса курнӑ хыҫҫӑн Любовь Сазанова пенсионерка.
Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти арҫын ӗмӗрӗпе укҫа пухса пурӑннӑ. Унӑн кӗмӗлӗ ҫапла вара 2,5 миллион тенкӗ таран пуҫтарӑннӑ. Анчах нумаях пулмасть вӑл ҫав укҫана пач пӗлмен ҫынсене куҫарнӑ та панӑ.
71 ҫулти арҫынна мессенджерсенчен пӗринче вӑл ют ҫӗршыва укҫа куҫарса панӑ, ҫавӑншӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ тесе хӑратнӑ.
Улталаканнисем видеоҫыхӑнупа калаҫнӑ май хӑйсемпе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тата Росфинмониторингӑн ӗҫченӗсем тесе суя удостоверенийӗсем кӑтартнӑ.
Пӗлмен-туман ҫынсене итлесе арҫын хӑй пухса пына 2,5 миллион тенке ют счетсем ҫине куҫарса янӑ.
Ҫу уйӑхӗн 20-28-мӗшӗнче Владивосток хулинче «Активное долголетие: Россия — Китай» (чӑв. Хастар ватлӑх: Раҫҫей — Китай) вӗренмелли пӗтӗм тӗнчери I стажировка иртет. Унта Чӑваш Енри Лариса Мышева кӗмӗл волонтёр хутшӑнать.
Лариса Ивановна «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн 19 регионӗнчи социаллӑ сферӑра ӗҫлекен уучрежденисен директорӗсемпе специалисчӗсем, пурӗ 85 ҫын, Владивостокра пуҫтарӑннӑ.
Делегаци пайташӗсем Китайри Яньцзи тата икӗ ҫӗршыв чиккинче вырнаҫнӑ Хуньчунь хула уесӗнче пулса курӗҫ. Унт вӗсем Китайри патшалӑх учрежденийӗсен вата ҫынсен ыйтӑвӗсемпе тимлекен ӗҫченӗсемпе тӗл пулӗҫ.
Патӑрьелте 73 ҫулти хӗрарӑма таптаса кайнӑ.
32 ҫулти водитель «Лада Приора» автомобильпе ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм ҫав вӑхӑтра ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳремелли ҫулпа утса пынӑ.
Инкек район центрӗнчи Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫурт патӗнче пулса иртнӗ. Суранланса пӗтнӗ ватта пульницӑна ӑсатнӑ.
«Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑллах фончӗ Чӑваш Енре пурӑнакан ватӑсемпе сусӑрсене час-часах тӗрлӗ енчен пулӑшать. Хальхи вӑхӑтра вӑл вутӑ хутса пурӑнакан пӗччен ватӑсемпе сусӑрсене вутӑ туянса парать, килех илсе ҫитерсе парать.
Вутӑ та туянайман Каҫал тарӑхӗнчи 11 ҫынна пулӑшнӑ та ӗнтӗ. Тӳлевсӗр вутӑллӑ пулнисен йышӗнче Гельсинур Гилачетдиновна ятла хӗрарӑм та пур. Ырӑ ҫынсем килӗ умне касса-ҫурса хатӗрленӗ пӗр машина вутӑ илсе килсе пушатсан вӑл питех те савӑннӑ.
Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта ватӑсене чӑваш классикӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Литература классикӗн классикӗ» литература сехетне Константин Иванов ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Литература сехетне хальхинче те М. Шумилов ячӗллӗ вулавӑш ӗҫченӗ
Наталья Хуморова йӗркеленӗ. Вӑл Константин Иванов ҫинчен кӑсӑклӑ нумай факт каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дмитриев Митрофан Дмитриевич, чӑваш тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Альбина Юрату, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |