
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалах академи драма театрӗ ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче Хусанта пулӗ. Унта вӑл «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» спектакль кӑтартӗ.
Чӑваш спектакльне курма ӗмӗтленекенсне Хусанти Павлюхин урамӗнчи 57-мӗш ҫурта чӗнеҫҫӗ. Унта Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ вырнаҫнӑ. Артистсем ҫавӑн сцени ҫине ятарласа тухӗҫ.
Спектакле пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑтартӗҫ, вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Чӑвашла пӗлмен куракансен ӑнланмӑпӑр тесе кулянма кирлӗ мар, спектакле синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарса пырӗҫ.
Камитӗн билет хакӗ — 1000 тенкӗ.
Спектакль пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен карас телефонӗпе 89053183366 номерпе шӑнкӑравласа ыйтусене уҫӑмлатма май пур.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Олег Николаевӑн Хушӑвӗпе «Ҫавал» ансамбль артистне хисеплӗ ят панӑ. Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ 33-мӗш Хушура Александр Ильина «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят парасси пирки сӑмах пырать.
Александр Николаевич пирки вӑл ӗҫлекен Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ансамблӗн ҫеҫ мар, коллективӑн та мӑнаҫлӑхӗ тесе пӗлтернӗ. «Тата тӗрӗсрех каласан, филармонин ҫеҫ мар, мӗнпур республикӑн», — ӑшшӑн палӑртнӑ культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.
Александр Ильин хӑйӗн ӑсталӑхӗпе фольклора паянхи ӑру патне ҫитерме пулӑшать ҫеҫ мар, ӑна упраса хӑварма та хӑйӗн тӳпине хывать. Куракансем ӑна яланах ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тӑваҫҫӗ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене Александр Кураковӑн юбилей каҫне йыхравлать. Кун пирки учреждени халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ. Артист хӑйӗн ҫавра ҫулне Геннадий Терентьев пьесипе лартнӑ «Ҫимӗк каҫӗ» спектакльпе ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗ.
Александр Николаевич 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) 1983 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Вӑл вӗреннӗ чӑваш студине Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, В.К. Смирнов профессор ертсе пынӑ.
Театр училищинчен вӗренсе тухнӑранпах Александр Кураков Чӑваш патшалах академи драма театрӗнче ӗҫлет.

Чӑваш Енри икӗ артиста иртнӗ эрнере тава тивӗҫлӗ ят пама йышӑннӑ. Кун пек чыса музыка ӳнерӗнче нумай ҫул тухӑҫлӑ та тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Чӑваш патшалӑх филармонийӗн артисчӗсене парас тенӗ. Вӗсем — Владимир Ашмарин тата Константин Живулин. Куракансем юратакан ҫак артистсене «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Владимир Владимирович – Чӑваш патшалӑх филармонийӗн музыка лекторийӗн артисчӗ-вокалисчӗ (солисчӗ). Константин Михайлович – филармонин «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗн артисчӗ-вокалисчӗ (солисчӗ).
Вӗсем иккӗшӗ те тахаҫантанпах сцена илемӗ пулса тӑнӑ, республикӑри куракансем вӗсене аван пӗлеҫҫӗ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Мускава гастрольпе тухса кайма хатӗрленет. Паян-ыранах мар-ха. Ҫывӑх вӑхӑтра. Тата тӗрӗсрех каласан, ака уйӑхӗнче.
Культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакансемпе асӑннӑ хула хӑнисем чӑваш артисчӗсен пултарулӑхне хаклама пултарӗҫ. Театр гастрольпе Мускавра ака уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче пулӗ. Чӑваш артисчӗсем Никита Михалковӑн «Мастерская 12» театрӗн сцени ҫине тухӗҫ. Унта Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэми тӑрӑх лартнӑ «Нарспи» спектакль кӑтартӗҫ.
Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе хӑйне евӗр юрри-ташши, илемлӗ туйӗ, Нарспипе Сетнерӗн синкерлӗ юратӑвӗ кашни кураканӑн чун-чӗрине хумхантарасса шанаҫҫӗ.

Пушӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче РФ халӑх артисткин Любовь Федоровӑн юбилей каҫӗ иртӗ.
Любовь Владимировна театрта 1972 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл унта Ленинградри А.Н.Островский ячӗллӗ театр тата кинематографи патшалӑх институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн килнӗ.
Юбилей каҫӗнче Любовь Федорова «Шӑпчӑк юрлать Питравччен» спектакль премьеринче Матиҫ рольне вылӗ. Ку истори – пурнӑҫ тӗрӗслевӗпе – пуянлӑхпа – тӗл пулнӑ ахаль ҫынсем пирки.

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ветеранӗ, чӑваш халӑх артистки Лидия Красова 75 ҫул тултарнӑ.
75 ҫултан 53 ҫулне театрта ӗҫлесе ирттернӗ.
Лидия Квасова Ҫамрӑксен театрӗн театр студийӗнче тата Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Професси сцени ҫине пуҫласа 17 ҫулта тухнӑ.

Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче ачасем чӑваш халӑх артисчӗсемпе Геннадий Медведевпа тата Наталия Сергеевӑпа тӗл пулнӑ.
Артистсем хӑйсен пултарулӑх ҫулӗ, сцена ҫинчи пӗрремӗш утӑмӗсем ҫинчен каласа панӑ. Вӗсем ачасем валли ачисем ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ май арҫын ачасемпе хӗрачасем артистланса пӑхнӑ.

Чӑваш академи драма театрӗ ҫитес уйӑхра Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Николай Сергеевӑн юбилей каҫне ирттерет. Мероприяти нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, эрнекун, 18 сехетре, пуҫланӗ.
Николай Сергеев 1961 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑранпах чӑваш театрӗнче ӗҫлет.
Юбилее халалланӑ каҫ А.Н. Островскийӗн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Юлашки парӑм» спектакле кӑтартӗҫ. Унта Шӑмӑршӑ ҫӗрӗн арӗ Флор Федулыч сӑнарне калӑплать.

Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче, Артист кунӗ умӗн, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче ҫак уява паллӑ тунӑ.
Унта театр, филармони, Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн, капелла артисчӗсем пухӑннӑ. Уяв умӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем театр искусствине халалланӑ артистсене аса илнӗ, Богдан Хмельницкий урамӗнчи Мухтав аллейине ҫитсе вӗсен вилтӑприсем ҫине чечексем хунӑ.
ЧР культура министрӗ Светлана Каликова чи лайӑх артистсене патшалӑх наградисем панӑ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем хаваслӑ юрӑсемпе савӑнтарнӑ.
