Янсакасси — Ҫӗрпӳ районӗнчи ял. Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ял тӑрӑхне кӗрет.
Ялта пӗр урам — Сад урамӗ — пур.
1927 ҫулта районсене туса хуриччен ял Ҫӗрпӳ уесӗн Ҫӗрпӳ вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ районне кӗме пуҫланӑ.
Хут ҫинче ял Пӗчӗк Кӗҫтемӗр (1923), Янсакасси Кӗҫтемӗр (1927) ятсемпе ҫырӑнни те тӗл пулать.
Янсакасси пысӑк ял мар.
2007 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне 32 хуҫалӑхра 72 ҫын пурӑннӑ. Ҫулталӑх каярах 74 ҫын шутланнӑ — 33 арҫын, 41 хӗрарӑм.
2008 ҫулта хылӑх йышӗ 85 ҫына ҫитнӗ. 2009 ҫулта 82 ҫын шутланнӑ.
Ял хӗррипе М7 (Шупашкар—Ҫӗрпӳ пайӗ) ҫул иртет.