
Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкулта пуҫламӑш классен, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен тата шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсен воспитателӗсен республикӑри семинарӗ иртнӗ.
Унта сӳтсе явнӑ тӗп тема чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме интерактивла технологисемпе усӑ курасси пулнӑ. Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн тата Челепири «Инновации детям» IT-компани специалисчӗсем цифра саманинче культура эткерлӗхне епле упраса хӑварасси пирки сӑмах хускатнӑ, ҫавӑн пирки ӑнлантарса панӑ.
Элӗкри вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Петрова хӑйӗн урокӗсенче интерактивлӑ епле меслетсемпе усӑ курни пирки каласа кӑтартнӑ, семинара хутшӑннӑ учительсем кӑсӑклансах итленӗ.

Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Поэзи кунӗ пулнӑ май Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ пирӗн шкулта ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу йӗркеленӗ.
Олег Прокопьев, Ольга Иванова Австрийская, Улькка Элмен ачасене хӑйсен сӑвӑ-калав ҫырас ӗҫӗнчи пӗрремӗш утӑмӗсем ҫинчен каласа панӑ, хӑйсен сӑввисене вуланӑ, кӗнекисене шкул вулавӑшне парнелесе хӑварнӑ.
Шкулти чӑваш чӗлхи учителӗ Алина Петрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем Антонина Андреева тата Ольга Тимофеева аслӑ классенче вӗренекенсемпе Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен калаҫнӑ, вӗсене интерактивлӑ вӑйӑ мелӗпе сӑвӑҫ пултарулӑхне тарӑнрах тӗпчеме пулӑшнӑ.
Иван Иванов чӑваш халӑх артисчӗ ачасене чун туртӑмне шкул ҫулӗсенчех шырамалли, камӑн мӗнле пултарулӑх пуррине кура ӑна аталантарса пымалли ҫинчен палӑртса хӑварнӑ.
| НАР | 16 |

Элӗксем хӑйсен район больницинче Хӗрле Чутайӗнчи больницӑпа пӗрлештерессине хирӗҫ. Ҫавна май вырӑнти хастарсем митинга тухнӑ. Митинга йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 80 ытла ҫын тухнӑ: тухтӑрсем, амӑшӗсем, пенсионерсем, районта пурӑнакансем.
Пухӑннисем Элӗкри район больницине хӑй тӗллӗн ӗҫлеттерме ыйтнӑ, резолюцие республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине тата Правительствине ярса парасшӑн. Больницӑна пӗрлештерессине хирӗҫлесе кунсӑр пуҫне пин ҫын алӑ пуснӑ.

Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗкре автобус ҫине ҫивитти йӑтӑнса аннӑ. Пӑтӑрмах вырӑнти автостанцире пулса иртнӗ.
Пӑтӑрмах каҫхине пулса иртнӗ, ҫавӑнпа салонта ҫын пулман. Ҫивитти юр пусарса лартнине чӑтайман.
В449СМ 21 номерлӗ «Ford Transit» автобус пассажирсене Элӗкрен Шупашкара турттараканскер иккен. Вӑл сиенленнӗ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Кӑҫал ака уйӑхӗ тӗлне Чӑваш Енре 18 ӑслӑ «зебра» тума палӑртнӑ. Ку – нейросетьлӗ видеоаналитикӑллӑ комплекс пирки: смарт-камерӑсем ҫуран утакана асӑрхасан «зебра» проекци ҫуттине, «Ҫуран ҫӳрекен ирттерсе яр» ҫутӑ таблоне, хӑрушсӑрлӑх йӗрки пирки аса илтерекен сасса ҫутаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра регионти ҫулсем ҫинче ҫавӑн пек 9 система пур: Етӗрнере, Муркашра, Кӳкеҫре, Хӗрлӗ Чутайра, Красноармейскинче, Нурӑсра, Йӗпреҫре. Ака уйӑхӗччен тепӗр 9 вырнаҫтарӗҫ: Стрелецкинче, Шӑнкӑртамра, Ҫӗмӗрлере, Элӗкре, Вӑрнарта тата Патӑрьелте.

Мускав хулинче кӑрлачӑн 26-27-мӗшӗсенче тӑван чӗлхе, ҫав шутра вырӑс чӗлхи вӗрентекенсен пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ӑсталӑх лаҫҫи иртнӗ.
Унта ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 35 вӗрентекен хутшӑннӑ. Ҫав йышра Элӗк тӑрӑхӗнчи Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Алина Петрова та пулнӑ. Мускавран вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пулса таврӑннӑ.
Хӗрарӑм халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, хӑйӗн урокӗнче Элӗк тӑрӑхӗнчи туй арӑмӗн тумӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, чӑваш халӑхӗн культурипе паллаштаракан курав йӗркеленӗ.

Красноармейскинче кӑҫалтан автоклуб пур. Куҫса ҫӳрекен нумай ӗҫ пурнӑҫлакан культура центрне 2025 ҫулта туяннӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 21 районтан кашнинчех халӗ автоклуб пур. Пӗрин хакӗ — 9 миллион тенкӗ ытла.
Автоклуба концерт лапамӗ евӗр усӑ курма аван. Ӑна ҫутӑ, сасӑ тата видео оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ. Автоклубпа культура ҫурчӗ ҫук аякри ялсене ҫитсе концерт кӑтартма аван.
Автоклубсемпе Канаш, Муркаш, Ҫӗрпу, Комсомольски, Элӗк тата Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсем час-часах усӑ кураҫҫӗ.

Элӗк вӑтам шкулӗнче «Аслӑ Ҫӗнтерӳшӗн» ятпа сӑвӑ вулакансен конкурсӗ иртнӗ. Кун пирки Алина Петрова чӑваш чӗлхи учителӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Конкурса кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Элӗк тӑрӑхӗнчи шкулсенчи 5-11-мӗш класс вӗренекенсем хутшӑннӑ.
Унта Чӑваш Сурӑмӗнчи Елена Григорьевӑна (6-мӗш класс), Семен Семенова (10-мӗш класс), Олеся Данилова (11-мӗш класс) хӑйсен ӳсӗмӗсенчи сӑвӑ вулакансем хушшинче 1-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.

Софья Ульянова 100 ҫулхи юбилейне кӗтсе илнӗ. Ӑна саламлама тӳре-шара, ветерансен организацийӗн элчисем килнӗ.
Софья Николаевна Элӗк ялӗнче пурӑнать. Вӑл чухӑн ҫемьере ҫуралнӑ, ашшӗне ир ҫухатнӑ. Шкулта чи лайӑх вӗренекенсенчен пӗри пулнӑран ӑна учительте ӗҫлеме хӑварнӑ. Кайран вӑл педагогика пӗлӗвӗ илнӗ.
1946 ҫулта вӑл Николай Ульяновпа пӗрлешнӗ, вӗсем 7 ача ҫуратса ӳстернӗ. Ӑна III степень «Амӑшӗ героиня» ята панӑ.
Мӑшӑрне, аслӑ хӗрне пытарнӑ пулин те Софья Николаевна малалла пурӑнма вӑй тупнӑ. Унпа юнашар – ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗн ачи.

Элӗк тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 24 ҫулти каччӑна 15 ҫул таран тӗрмене хупма пултарӗҫ.
Каччӑ кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Элӗкри культурӑпа кану паркӗнче виҫӗ яша наркотик сутнӑ. Халӗ ҫав пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ.
Наркотик туяннишӗн, упранишӗн 15 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ.
