
Шупашкарта пилотсӑр вӗҫекен аппаратсене пула шар курнисен тӑкакӗсене республика саплаштарӗ.
Чӑваш Енре инкеклӗ лару-тӑру режимне йышӑннӑ хыҫҫӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев канашлу ирттернӗ. Унта шар курнисене пулӑшасси, сиенленнӗ ҫуртсене юсасси пирки калаҫнӑ. Юлашки хыпарсем тӑрӑх, хулара БПЛАсене пула нумай хваттерлӗ 40 ҫурт сиенленнӗ.
Олег Николаев кӗске вӑхӑтра ҫурт-йӗр фондне тата социаллӑ инфратытӑма юсаса ҫӗнетме хушнӑ. Хальхи вӑхӑтра сиенленнӗ вырӑнсене йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне шар курнӑ ҫынсем матпулӑшу, ҫухатнӑ пурлӑхшӑн тӳлев тата сывлӑх сиенленнӗшӗн пособи илме пултараҫҫӗ. Заявленисене «Госуслуги» урлӑ е МФЦра йышӑнаҫҫӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев радиора ӗҫлекенсене професси уявӗпе республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче саламланӑ.
«Чӑваш Ен кӑҫал радиохыпарлавӑн ҫӗр ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Шӑпах пӗр ӗмӗр каялла, 1926 ҫулта, Шупашкарта пӗрремӗш хут чӑвашла радиокӑларӑм эфира тухнӑ. Унтанпа отрасль калама ҫук пысӑк ҫул утса тухнӑ – ҫирӗм точкӑллӑ пӗрремӗш радиоузелран пуҫласа хальхи вӑхӑтри цифра хыпарлавӗ таран», — тенӗ унта.
Олег Николаев Чӑваш радиовӗн кун-ҫулне пуҫарса яракансене тата ӑна пуянлатса пынӑ ҫынсене ӑшшӑн аса илнине палӑртса хӑварнӑ. Шӑпах вӗсем республикӑра пурӑнакансене ентешсен ӗҫри паттӑрлӑхӗ тата Андриян Николаевӑн легендарлӑ уҫлӑхри вӗҫевӗ ҫинчен каласа панӑ. «Сирӗн пархатарлӑ ӗҫӗре пула пирӗн чӑваш литературипе музыкин классикӗсен сассисен хаксӑр «ылтӑн фончӗ» пур», — тенӗ Элтепер.
Хуласемпе ялсенче тата республика тулашӗнче пурӑнакан ҫӗршер пин итлекен валли «Чӑваш Ен – Раҫҫей радиовӗ», «Чӑваш Ен наци радиовӗ» тата «Тӑван радио» йӑлана кӗнӗ пекех эфира икӗ чӗлхепе тухнине те асӑнса хӑварнӑ.

Кӑҫал Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ парачӗ тата уяв салючӗ пулмӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Элтепер ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ. Кӑҫал «Вилӗмсӗр полк» акци те куҫӑн майпа иртмӗ. Анчах, Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе уяв пулӗ, мероприятисем вырӑнти лапамсенче иртӗҫ. Кашни вырӑн тӗлӗшпе хӑрушсӑрлӑх паспортне ҫирӗплетнӗ, вӗсенче хӑрушсӑрлӑх службисем ӗҫлӗҫ.
Аса илтерер: 2024 ҫулта та Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗ, салют пулман. Пӗлтӗр вара иртнӗ.

Кӑҫал чӑвашсен Акатуйӗ Санкт-Петербургра та иртӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тӳрӗ линире пӗлтернӗ. Аса илтерер: вӑл паян иртнӗ, 11:00 сехетре пуҫланнӑ.
Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче эфира Санкт-Петербургри Евгений Емельянов шӑнкӑравласа ҫитнӗ. Вӑл Питӗрте те, Мускаври пекех, чӑваш уявӗсене ирттерме пулмасть-и тесе кӑсӑкланнӑ.
Олег Николаев ҫапла хуравланӑ: нумаях пулмасть Чӑваш Ен правительствин председателӗ Сергей Артамонов тата культура министрӗ Светлана Каликова Санкт-Петербургра пулнӑ, Нева хӗрринчи хулара Акатуй ирттерме калаҫса татӑлнӑ. Программа интереслӗ пуласса шанаҫҫӗ, наци юрри-ташшипе пуян пулӗ вӑл.

Элтепер администрацийӗ социологи тӗпчевӗ тума саккас панӑ. Ҫапла майпа халӑх Элтеперӗн имиджӗ пирки мӗн шутланине те пӗлесшӗн.
Социологи тӗпчевӗ ку уйӑхра пуҫланать те раштавра вӗҫленет. Унччен аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Кун валли 6,6 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр пулнӑ. Аукциона пӗтӗмлетнӗ. Виҫӗ претендентран пӗрне суйланӑ: вӑл – Чечняри Грозный хулинче регистрациленнӗ Борцов Дмитрий Геннадьевич. Унпа 6 миллион та 468 пин тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ.
Пилӗк тӗпчев тума палӑртнӑ: «Чӑваш Республикинчи обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗн социологи тӗпчевӗ» темӑпа – 3, «МИХсем тата Чӑваш Республикин Элтеперӗн имиджӗ» темӑпа – 2 тӗпчев.

Кӑҫал республикӑра сиренӑсем тата громкоговорительсем вырнаҫтарма 75 миллион ытла тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Укҫа-тенке республика тата вырӑнти хыснасенчен уйӑрӗҫ. Ку ыйтӑва инкеклӗ лару-тӑрӑва асӑрхаттаракан тата пӗтерекен республика комиссийӗнче хускатнӑ.
Вӗсене ӑҫта вырнаҫтарассине ҫынсем ыйтупа тухнисене кура суйлӗҫ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра инкек пулма пултарасси пирки пӗлтерекен хатӗрсемпе 80 процент ытла тивӗҫтернӗ. Ку кӑтарту 100 процент пулмалла.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗнӗ микрорайонсем хута янӑ чухне халӑха инкек пулма пултарасси пирки пӗлтерекен хатӗрсене тӳрех тума чӗнсе каланӑ. Ку ыйтупа застройщикӑн проектировани тапхӑрӗнчех шутламалла.

Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши 90 ҫул тултарнӑ. Михаил Николаевич паянхи кун та литература анине сухалать.
Юхма Мишши Патӑрьел округӗнчи Сӑкӑт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пултарулӑхра вӑл 1950-мӗш ҫулсенче тӑрӑшма тытӑннӑ. Малтанах унӑн статйисем районти «Авангард» хаҫатра пичетленнӗ.
Юхма Мишшин хайлавӗсесне 100 ытла чӗлхене куҫарнӑ, вӗсене Ази, Европа тата Африка ҫӗршывӗсенчи учебниксене кӗртнӗ. Унӑн сӑввисемпе юрӑсем хайланӑ.
Чӑваш халӑх ҫыравҫине юбилей ячӗпе ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та саламланӑ. «Унӑн ҫитӗнӗвӗсем – тӑван ҫӗре чунран юратни. Михаил Николаевич чӗлхене, йӑла-йӗркене упрас, халӑхсен хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес тесе нумай ӗҫ тунӑ. Паянхи кун та вӑл хӑйӗн тавра пултаруллӑ ҫынсене чӑмӑртать», — ҫапла палӑртнӑ Олег Алексеевич.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тӳрӗ эфирта ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Халӑхпа ҫыхӑнӑва республика ертӳҫи ирхи 11 сехетре тухӗ.
«Республика аталанӑвӗ тата пирӗн малашнехи плансем ҫинчен калаҫӑпӑр. Чи кирли – сирӗн ыйтӑвӑрсене хуравлӑп. Сире мӗн пӑшӑрхантарнине сӳтсе явӑпӑр, пӗр ыйту та хуравсӑр юлмӗ», — ҫапла ӗнентерсе каланӑ Элтепер МАХри хӑйӗн каналӗнче.
Ыйтусене маларах та парса хума пулать. Вӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ та ӑсатма юрать. Эфир кунӗнче вара трансляци чатӗнче ҫырма май килӗ тата 8 (8352) 565-100 номерпе шӑнкӑравласа ҫыхӑнма май туса парӗҫ.
Тӳрӗ эфира Элтеперӗн «Контактри» странцинче тата «Чувашская Республика» (чӑв. Чӑваш Республики) пабликра, Чӑваш Енӗн Наци телевиденийӗпе тата ЮТВ телеканалсенче курма, Наци радивовӗпе вара итлеме май килӗ. Текст трансляцийӗпе «Чӑвашинформ» тата «Хыпар» хаҫатсем паллаштарӗҫ.

Паянтан Мускавра «Театрлӑ Раҫҫей Атласӗ» фестивальпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Кунӗсем пуҫланӗҫ. Чӑваш Республикинчи чи лайӑх постановкӑсемпе «Никита Михалковӑн «12» мастерскойӗнче» паллаштарӗҫ.
«Театрлӑ Раҫҫей Атласӗ» — Никита Михалков режиссерӑн проекчӗ. Ҫакна пуҫарма ӑна ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарнӑ «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» хавхалантарнӑ.
Мускаври Чӑваш Республикин Кунӗсем К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗн «Нарспи» спектаклӗпе уҫӑлӗҫ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Король Лир» спектакль кӑтартӗ, Чӑваш патшалӑх сӑнав театрӗ вара — «Осталась одна Таня» драма. Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Двенадцать стульев» тата «Сказ о купеческой дочери и волшебном цветке» мюзиклсемпе паллаштарӗ.

Кӗрешӳ Пӗтӗм Раҫҫейри XVIII ҫамрӑксен ҫар искусствин вӑййисен программине кӗнӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
«Ку паллӑ пулӑм: кӗрешӳ кун пек пысӑк ӑмӑртусенче пӗрремӗш хут пулӗ», — тесе ҫырнӑ Элтепер. Ӑмӑртура республика чысне кам хӳтӗлесси ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Ун чухне республика III чемпионачӗпе тата первенствипе килӗшӳллӗн суйлав тупӑшӑвӗсем иртӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫейри XVIII ҫамрӑксен ҫар искусствин вӑййисем авӑн уйӑхӗн 7-23-мӗшӗсенче Анапӑра тата кӳршӗ Витязево поселокӗнче иртӗҫ. Ӑмӑрту 4 категорипе пулӗ: 10-11 ҫулсенчисем, 12-13 ҫулсенчисем, 14-15 ҫулсенчисем, 16-21 ҫулсенчисем.
