Шупашкар районӗнче пурӑнакан Сергей Надеждин ятлӑ ҫын кӗрхи пӗр кун йӗрке хуралҫисемпе чӗрре кӗнӗ. Вӗсене вӑл пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӗре ҫапа-ҫапа антарнӑ.
Йӗрке хуралҫипе мар, ахаль ҫынпа тытӑҫсан та пуҫран шӑлмаҫҫӗ те, кӗҫех хайхи этеме суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫине алӑ ҫӗкленӗ этем пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарса 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тӑвать тесе ҫав ҫын пирки Шупашкар районӗнчи шалти ӗҫсен пайне телефонпа пӗлтернӗ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Ҫавсене курсан ӳсӗр арҫын лӑпланма мар, хирӗҫме пуҫланӑ. Малтан вӑл арҫын-йӗрке хуралҫине питӗнчен чышкӑпа ҫапса панӑ, кайран ӑна урайне персе антарнӑ та хӑлхинчен ҫыртнӑ. Кайран хӗрарӑм-полицейские урайне персе антарнӑ. Ӑна вӑл хулпуҫҫинчен тата хӑлхаран туртма тытӑннӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ саккунлӑ вӑя кӗни пирки республика прокуратури пӗлтерет.
Паян Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов ӗҫрен каяссине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ хыпарпа вӑл хӑйӗн ӗҫтешӗсене видеоконференци мелӗпе территори подразделенисемпе ирттернӗ канашлура каланӑ.
Маларах Сергей Семенов министра Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тесе орден медалӗпе чысланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ун пек наградӑна ҫын ӗҫрен каяс умӗн е кайнипе пӗрле панине кура (ҫак шухӑша сӑнавҫӑсем палӑртаҫҫӗ) ШӖМ пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнне ылмаштарасси пирки тавҫӑрма пулатчӗ.
Челепи облаҫӗнчен килнӗ Сергей Семенов ӑҫта каясси пирки хальлӗхе паллӑ мар. Ӑна тӑван тӑрӑхӗнче пысӑк та сумлӑ вырӑн кӗтет текен сас-хура та ҫӳрет. Кӗпӗрнаттӑр ҫывӑхӗнчи пуканах вӑл йышӑнма пултарать имӗш. Анчах ку хыпар тӗрӗссипе тӗрӗс маррине вӑхӑт кӑтартса парӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министрне Сергей Семенова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Челепи облаҫӗнчен Чӑваша министр пулса куҫса килнӗ йӗрке хуралҫи «саккунлӑха тата право йӗркине ҫирӗплетме пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ. Патшалӑх наградине парасси ҫинчен Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑларнӑ Хушура шӑпах ҫав самантсене палӑртнӑ та.
Сергей Семенов пирӗн тӑрӑхра министр пулса тӑватӑ ҫул ҫурӑна яхӑн тӑрӑшать. Кунта киличчен вӑл Челепи тӑрӑхӗнче шалти ӗҫсен хулари управленийӗнче пуҫлӑх ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне, сӑмах май, Чӑваш Ен прокурорӗ пулнӑ Владимир Метелин (2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче) тата Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов (2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче) тивӗҫнӗччӗ.
Шупашкарта полицейскисем хӗре ҫапса кайнӑ водителе шыраҫҫӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак водитель 17 ҫулти хӗре ҫапса хӑварнӑ.
Ку пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 18 сехет те 40 минутра пулнӑ. Ун чухне 17 ҫулти хӗр ятарлӑ вырӑнпа ҫул урлӑ каҫнӑ. Урапа Гагарин урамӗ енчен Карл Маркс урамӗ еннелле пынӑ.
Водитель хӗре ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн вырӑнтан тарнӑ. Хӗр тӳрех пульницӑна кайман. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑна вӑл тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Халӗ полици ҫак пӑтӑрмаха курнӑ ҫынсене шырать. Курнисене 24-27-98, 002, 24-07-70 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Анонимлӑх пирки шантарсах калаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын ӑҫта пулнине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. 35 ҫулти арҫын 2008 ҫултах укҫа ӗҫлесе илме кайнӑ та халӗ те килне таврӑнман.
Климов Александр Анатольевич 1980 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2008 ҫулта вӑл Мускава укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме кайнӑ. Вӑхӑтлӑх кӑна. Анчах 2011 ҫулта унпа ҫыхӑну ҫухалнӑ.
Арҫын 35–40 ҫулсенчи пек курӑнать. Тӗреклӗ, 170-175 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ хура, кӗске. Пичӗ тӑсӑкларах, куҫ тӗкӗ хура та ҫӑра, куҫӗ хӑмӑр, сӑмси тӳрӗ.
Уйрӑм паллӑсем: сылтӑм ури уксахлать. Тӑм илнӗрен сылтӑм ури ҫинче икӗ пӳрни ҫук. Климова курнисене полицие 24-20-72 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Е кӗсье телефонӗнчен 020 номерпе шӑнкӑравламалла.
Раштав уйӑхӗнче Шупашкарти кинотеатрсен экранӗсем ҫине Шупашкар режиссерӗн фильмӗ тухӗ. Ӑна наркотикпе кӗрешес тӗллевпе ӳкернӗ.
«Ветки» ят панӑ ӑна. Владимир Синяевӑн илемлӗ фильмне ӳкермешкӗн республикӑри ШӖМ, наркотӗрӗслев служби, айӑплава пурнӑҫлакан управлени хутшӑннӑ.
Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, фильм сценарине республикӑри нарколару-тӑрӑвне шута илсе хатӗрленӗ. Унта наркомани ыйтӑвӗсене ҫутатнӑ.
Картина кинотеатрсен экранӗсем ҫине раштав уйӑхӗнче тухмалла. Хальлӗхе монтаж тӑвас ӗҫ пырать. Ҫавӑн пекех кирлӗ документацисене хатӗрлеҫҫӗ.
Ҫакӑ паллӑ: фильм пӗр сехет ҫурӑна тӑсӑлӗ. Хальлӗхе тӗнче тетелӗнче унӑн трейлерӗ тухнӑ.
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем 12 ҫулти арҫын ачана шыраҫҫӗ. Вӑл республикӑри районсенчен пӗринче пулни паллӑ.
Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта ҫухалнӑ арҫын ача ӑҫта пулине пӗлме май килнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 14 сехет те 30 минутра Шупашкарти Ҫамрӑклӑх бульварӗнчен килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Йӗрке хуралҫисем вӑл пӗр районта аякри тӑванӗсем патӗнче пулнине палӑртнӑ. ЧР ШӖМӗ халӗ ҫав арҫын ачана шырать.
Ыран, Пӗлӳ кунӗнче, республикӑри йӗрке хуралҫисем пур ачана та пиллӗклӗ тӑвӗҫ. Анчах кунта дневника лартакан паллӑ пирки сӑмах пымасть. Пӗлӳ кунӗнче йӗрке хуралҫисем шкул ачисене «Твоя пятерка безопасности» (чӑв. «Санӑн хӑрушсӑрлӑх пиллӗкӗ») буклет валеҫсе пама палӑртнӑ.
Ку акци ҫӗршывӗпех иртмелле. Буклета ачасене кӑна мар, вӗсен ашшӗ-амӑшне те тыттарма палӑртнӑ. Кун пирки РФ Шалти ӗҫсен министерствин официаллӑ пайташӗ Елена Алексеева пӗлтерни тӑрӑх республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ.
Хӑрушсӑрлӑх правилисене аса илтерекен кӑларӑм ҫул ҫинче епле тытмаллине, хӑрушлӑха кӗрсе ӳкес мар тесен мӗн тумаллине, ытах лекес патен ҫитсен унран епле пӑрӑнмаллине тата ытти ҫавӑн пек саманта ҫутатнӑ.
Етӗрне хулинче пурӑнакан 27 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене «Форд Фокус» ятлӑ урпапа ҫухални пирки пӗлтернӗ. Инкек тӳсекен ӑнлантарнӑ тӑрӑх, урапа район центрӗнчи Комсомольски урамӗнче ларнӑ, ҫавӑнтан такамсем ӑна пӗҫертсе кайнӑ та. Анчах вырӑнти йӗрке хуралҫисемпе республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин Пуҫиле шыравӗн управленийӗн ӗҫченӗсем итлеме итлеҫҫӗ те, анчах пуҫа та ӗҫлеттереҫҫӗ. Вӗсем арҫын суйса пӗлтернине палӑртаҫҫӗ.
Машинӑна ҫамрӑк кивҫенле илнӗ, ӑна та вӑл тӳлесе татман. Тата унӑн тӗрлӗ штраф тӳлемелле пулнӑ. Парӑма шыраса илейменнине кура суд приставӗсем урапа тӗлӗшпе арест хума йышӑннӑ. Ҫамрӑк арҫын парӑма татас тесе машина ҫухалнӑ пек тӑвас та страховани укҫиллӗ пулас тенӗ. Суйса евитленишӗн халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи психоневрологи интернатӗнчен пациент тухса тарни пирки чылай маларах пӗлтернӗччӗ сайтра. Ҫав ҫынна халӗ те тупайман.
Пациент унтан кӑҫал ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех тухса тарнӑ. 56 ҫулти Александр Арсентьев халӗ те хыпарсӑр ҫухалнисен йышӗнче. Ҫак вӑхӑтра вӑл ашшӗ-амӑшӗ патне килсе курӑнман.
Юлашки хутчен ӑна ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче курнӑ. Вӑл ун чухне чукун ҫулӗпе утнӑ.
Версисенчен пӗри палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл вӑрманта ҫухалса кайса вилме пултарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл республика тулашне кайма пултарнӑ тесе те шутлаҫҫӗ. Ун ҫумӗнче нимӗнле документ та пулман.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен ҫав арҫын интернатран пӗрре те тарма хӑтланман. Вӑл 185 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ кӗске, хура тӗслӗ. Кӑштах кукша вырӑн пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |