Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Василий Яковлев (Тоймак) (19.04.1911-01.11.1978) ҫыравҫӑ тата журналист ҫуралнӑ.
Вӑл Етӗрне уесӗнчи (халӗ Красноармейски муниципалитет округне кӗрет) Шупуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.
Ял каччи Свердлов ячӗллӗ Коммунистсен аслӑ ял хуҫалӑх университетӗнчен 1936 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Унсӑр пуҫне КПСС Тӗп комитечӗн Асла парти шкулӗнче те вӗреннӗ.
Ӗҫ биографине 1931 ҫулта «Канаш» (халӗ «Хыпар») хаҫатри литература ӗҫченӗнчен пуҫланӑ. Мускаври «Коммунар» хаҫатра яваплӑ секретарьте тӑрӑшнӑ. «Чӑваш коммуни» хаҫатра яваплӑ секретарь, редакторӑн заместителӗ пулнӑ. «Правда» хаҫатра та ӗҫленӗ.
1952-1954 ҫулсенче «Коммунизм ялавӗ» (халӗ — «Хыпар»), 1958-1959 ҫулсенче «Советская Чувашия» хаҫатсен редакторӗ пулнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗнче тӑрӑшнӑ. 1960-1972 ҫулсенче «Капкӑн» журнал тӗп редакторӗ пулнӑ.
Унӑн кӗнекисем: «Кулма пӗлекен телейлӗ», «Мӗн вӑл сатира?», «Огрехи и помехи».
