«Туризм индустрийӗнчи профессийӗпе чи лайӑххи» ятпа пӗтӗм Раҫҫейри конкурс иртнӗ. Ӑна малтан регионсен шайӗнче пӗтӗмлетнӗ, кайран ҫӗнтерӳҫӗсем ҫӗршывра тупӑшнӑ.
Регионти тапхӑра республикӑн Культура министерстви ҫӗртмен 18-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ирттернӗ. Номинацийӗсем тӗрлӗрен пулнӑ: «Хӑна ҫурчӗсене чи лайӑх йышӑнакан тата вырнаҫтаракан ӗҫчен», «Шалти тата тулашри туризмри чи лайӑх менеджер», «Чи лайӑх экскурсовод (гид), гид-тӑлмачӑ».
Регионсенче ҫӗнтернисем федераци шайӗнчи тупӑшура хӑйсене кӑтартнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ӗнер чысланӑ. Йышра Чӑваш Енрен те лекнӗ ҫын пулнӑ. «Чи лайӑх экскурсовод (гид), гид-тӑлмачӑ» номинацире Светлана Николаева ҫӗнтернӗ. Вӑл «Экскурси тӗнчи» компанире гид-экскурсоводра ӗҫлет.
Республикӑри культура ӗҫченӗсемпе вӗрентӳре тӑрӑшакансем ҫӗн кун поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 116 ҫул ҫитнине епле уявлассине палӑртса хунӑ ӗнтӗ.
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 6-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнче вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл палӑкӗ умне чечек кӑшӑлӗ хума шухӑшлаҫҫӗ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗ министерстви, Шупашкар хула администрацийӗ тата Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе иртет.
Чечек хума аслӑ шкулсенче вӗренекенсем, тӗп хуламӑрти шкулсенче ӑс пухакансем, поэтсем, писательсем, пултарулӑх интеллигенцийӗ пухӑнмалла. Уяв 10 сехетре пуҫланӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ ялта — Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗлте тата вӑл районти Шӑхасанта та (унта Ҫеҫпӗл Мишши вӗреннӗ) уяв мероприятийӗсем ирттерме палӑртнӑ.
Ку усал ӗҫ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти Эгер бульварӗнчи скверта пулса иртнӗ. Каҫхи тӑхӑр сехет ҫурӑсенче унта сак ҫинче ҫывӑракан ҫынна вӗлернӗ. Усал ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тунӑ. Ҫывӑракан ҫынна вӑл пуртӑпа темиҫе хутчен ҫапнӑ. Хӑйӗн тыткаларӑшне хайхи этем хӑйне евӗр ӑнлантарнӑ. Хӑйӗнчен шар тӳснӗ ҫынна вӑл темиҫе кун маларах пӗр кафере курнӑ иккен. Лешӗ унран ӗҫмелли тата ҫимелли илсе пама ыйтнӑ, хӑй ниҫта пурӑнма ҫуккине пӗлтернӗ.
Йывӑрлӑхри 46 ҫулти арҫынна 33 ҫулти этем шелленӗ, ҫавӑнпа ӑна хайхине шыраса тупса вӗлерес тенӗ.
Ҫынна вӗлерекене психиатри тӗпчевӗ витӗр кӑларнӑ хыҫҫӑн вӑл чирлине палӑртнӑ. Чирлӗ ҫынна суд тухтӑр патӗнче ирӗксӗр юсанмалла йышӑну кӑларнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Митта Ваҫлейӗн преми лауреачӗ Надежда Кириллова Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне пултарулӑх каҫне чӗнет.
Надежда Кириллова Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1983 ҫулта вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Республикӑн Культура министерстви Н. Кириллова хӑйӗн илемлӗхӗпе, уҫӑ чунӗпе, ырӑ кӑмӑлӗпе куракана хӑй майлӑ ҫавӑрнине палӑртать. Надежда Мефодьевна пирки Культура министерстви пур сӑнара та калӑплаять пуль тесе шухӑшлать.
Надежда Кириллован пултарулӑх каҫӗ чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехетре пуҫланӗ. Кӑмӑл пуррисем пурте ҫитсе курма, хак пама пултараҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗччен Улатӑр тӑрӑхӗнчи «Сӑрҫум» заповедник ӗҫченӗсемпе нимеҫӗсем (волонтерсем) шыв-шурлӑ вырӑнсене пӑхса тухнӑ, хӑнтӑр, шашкӑ, ӑтӑр тата ондатра шутне палӑртнӑ. Шутлав ӗҫӗ ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем валли кирлӗ тесе пӗлтереҫҫӗ ӑна пуҫаракансем. Чӗрчунсен йышне палӑртас тӗллевпе ҫулсеренех ирттереҫҫӗ ӑна.
Кӑҫал «Сӑрҫум» заповедник ӗҫченӗсене Мускавран, Чулхуларан, Йошкар-Оларан, Шупашкартан ҫитнӗ нимеҫӗсем пулӑшнӑ. 3–5 ҫынран тӑракан ушкӑнсем патшалӑх инспекторӗсемпе пӗрле вӑрманти пӗчӗк юханшывсен хӗррисене куллен тӗпченӗ. Волонтерсем рейд мероприятийӗсене те хутшӑннӑ, Алтышево шкулӗнче вӗренекенсем валли ятарлӑ заняти те ирттернӗ. Ҫапла вара «Сӑрҫум» заповедникӑн Улатӑр участокӗнче хӑнтӑрсем пурӑнакан 60 вырӑна шута илнӗ. Вӗсен шучӗ пӗрешкелех тытӑнса тӑнине палӑртнӑ.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса республикӑна самаях шар кӑтартрӗ. Ун чухне йывӑҫсем авӑнса, хуҫӑлса пӗтнӗччӗ. Ҫул хӗрринчи посадкӑсем халӗ те ун пирки аса илтереҫҫӗ. Йывӑҫсем халӗ те асар-писер выртаҫҫӗ.
Пӑрлӑ ҫумӑр 2014 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче ҫунӑччӗ. Ҫавӑнтанпа чылай ҫӗрте ҫул хӗррисем тирпейсӗр курӑнаҫҫӗ. Ара, йӑванакан йывӑҫсем камӑн куҫне ан тӑрӑнччӑр?
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та кӑмӑлсӑр. Ку лару-тӑруран хӑтӑлмалли пирки вӑл кӑҫал юпан 19-мӗшӗнче тата чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче аса илтернӗ.
Асӑрхаттару пӗрре кӑна пулман. Анчах пӑр вырӑнтан хускалман. Хӗл лариччен ҫул хӗррисене тасатмалла. Ҫапла каланӑ ЧР транспорт министрӗ Владимир Доброхотов. Халӗ шӑматкунлӑх ирттерме палӑртнӑ. Вӑл республикӑра чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртӗ.
Ку ырӑ йӑла тахҫантанпах ӗҫлет-ха. Халӗ те ӑна малаллах тӑсаҫҫӗ. Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене эрнере икӗ хут вӗри апат ҫитереҫҫӗ.
Вӗри апата ҫимешкӗн ҫапкаланчӑк ҫынсем «Шупашкар» универмаг хыҫне икӗ хут пухӑнаҫҫӗ: ытларикун тата вырсарникун. Ун чухне вӗри апатӑн 120 порцине валеҫеҫҫӗ. Ҫак йӑлана чиркӳ ҫыннисем пуҫарнӑ.
Чӑваш Митрополийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, апатланас умӗн кӗлӗ вулаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне шӑматкунсерен универмаг хыҫӗнче килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсен сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслеҫҫӗ.
Чӑваш Енре Пӗтӗм тӗнчери «Истоки» канашлупа килӗшӳллӗн этноколлективсем концерт лартӗҫ. Вӑл Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 20–22-мӗшӗсенче иртӗ. Этнофестиваль пирӗн патра иккӗмӗш хут пулӗ.
Шупашкара Раҫҫейри тата Молдовӑри 11 этноколлектив килӗ. Сцена ҫине Мускаври, Питӗрти, Екатеринбургри, Пушкӑрт Республикинчи, Чӑваш Енри, Молдовӑри ушкӑнсем тухӗҫ.
Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе тӑватӑ лапамра пуллаштарӗҫ: «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче, Культурӑпа ӳнер институтӗнче, Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Трактор историйӗн музейӗнче.
Ушкӑнсем хӑйсен пултарулӑхне сайра тӗл пулакан инструментсем каласа кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче — дудельзак, раушпфайк, бомбарда, зурна, фрестел, цитоль, эрмен дудукӗ, вырӑс кӗсли тата ыттисем.
Мероприятисене тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.
Пирӗн республикӑра «Хут бумӗ» экологи проекчӗ пурнӑҫа кӗрет. Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл хут пуҫтарнине пӗлтерет. Ку ӗҫе республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви тата «ЭКА» халӑх пӗрлӗхӗ пуҫарнӑ.
«Хут бумӗ» проекта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Канашри, Ҫӗмӗрле районӗнчи 13 шкул хутшӑнать. Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш, Шупашкарти 54-мӗш, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш вӑтам шкул вӗренекенӗсем — чи хастаррисем-мӗн.
«Йывӑҫ касни тавралӑха сиен кӳрет. Макулатурӑран 1 тонна хут хатӗрлесен 17 йывӑҫ упранса юлать, 30 пин литр шыв перекетленет», — аса илтереҫҫӗ проекта хутшӑнакансем.
«Хут бумӗ» 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ку ӗҫе кирек хӑш организаци те хутшӑнма пултарать. Проектӑн малтанхи тапхӑрне кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче «Симӗс Чӑваш Ен» экологи форумӗ вӑхӑтӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малта пыракансене парнепе хавхалантарма шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкар урамӗсемпе утнӑ чухне кашни утӑмра пӗлтерӳсем куҫ тӗлне пулаҫҫӗ. Хулара кӑна-и? Юлашки вӑхӑтра ялсенче те ҫакма пуҫларӗҫ: кам тислӗк сутать, тепри таксист пулӑшӑвӗ сӗнет…
Пӗлтерӳсем ҫакни тем мар-ха. Ку чылай чухне хамӑрах пулашать. Вӗсене вуласа ӑҫта тата мӗн йӳнӗрех туянмаллине пӗлетпӗр. Пӗлтерӳсем валли ятарлӑ вырӑн уйӑраҫҫӗ. Анчах ҫыпӑҫтарнӑ хутсене общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче те, подъезд алӑкӗсем ҫинче те, картасем ҫинче те курма пулать. Халӗ тата асфальт сарнӑ тротоур ҫине те ҫырма пуҫларӗҫ. Тӗслӗхрен, «Компьютер юсама пулӑшатӑп» тенине чылай куртӑм траотуарпа утнӑ май. Ҫавӑнтах телефон номерне ҫырса хунӑ.
Юлашки вӑхӑтра Шупашкарта общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсен павильонӗсене улӑштарчӗҫ. Илемлӗ, таса вӗсем, витӗр курӑнаҫҫӗ. Анчах хӑшӗ-пӗрин ҫине пӗлтерӳсем ҫыпӑҫтарса хуни кӑмӑла хуҫать. Ытларах ҫын курччӑр теҫҫӗ-ши? Ку кӑна мар – тин ҫеҫ вырнаҫтарнӑ павильонсем ҫине вандалсем ӑнланмалла мар сӑмахсем ҫырса хуни пушшех те сехрене хӑптарать. Кам ирӗк панӑ вӗсене ҫапла хӑтланма?
Тата подъезд алӑкӗсем, стенисем ҫине пӗлтерӳсем пырса ҫакни килӗшӳллӗ-и?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |