Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: йывӑрлӑхсем

Вӗренӳ
amurnews.ru сӑнӳкерчӗкӗ
amurnews.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Садовӑй микрорайонти шкула каярах хута ярассине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫавна строительсем тата хулари тӳре-шара строительство материалӗсем хакланнипе тата проектпа смета документацине ҫӗнетме тивнипе сӑлтавлаҫҫӗ.

Благовещенский тата «Университетский-2» микрорайонсенчи ача пахчисене тӑвассипе те йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Малтан асӑннӑ микрорайонти объекта 60 процент таран хатӗрлесе ҫитернӗ, ӑна подрядчик 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче хута ярасшӑн. «Университетский-2» микрорайонтине кӑҫал ӗҫлеттерсе ямалла пулнӑ, анчах ӑна килес ҫулхи кӑрлачсӑр та хута яраймӗҫ.

 

Вӗренӳ

Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари Садовӑй микрорайонта хӑпартма пуҫланӑ шкул строительстви йывӑррӑн пулса пырать. Ҫавна строительство материалӗсем хакланнипе тата проектпа смета документацине ҫӗнетме тивнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Объект хакӗ, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, 500 миллион тенкӗ хаклӑрах кайса ларӗ.

Шкула 1650 ача вӗренмелӗх тума тытӑннӑ. Ҫурт 4 блокран тӑрӗ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗн классем вӗренмелли блока подрядчик раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне хута яма палӑртать. Вӗренӳ учрежденине килес ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Канаш районӗнчи чылай хуҫалӑх тырра типӗтме май ҫуккипе нушаланать. Унти нумай хуҫалӑхра жатка та, подборщик та ҫук тесе хыпарлать Валентин Григорьев хаҫатҫӑ. «Ҫавӑнпа тырра вырса пӑрахса ҫилпе кушӑхтарма май килмест», — вӑрттӑнлӑха уҫать журналист.

Чӑн та, чылай ҫул каялла хресченсем ҫак меслетпе анлӑ усӑ курнӑ. Халӗ тырра тӳрех вырса тӗшӗлеҫҫӗ. Тырӑн нӳрӗклӗхӗ 20 процентран ытларах пулсан ӑна элеваторсем йышӑнмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вырӑнта типӗтме тивет. Анчах ку енӗпе каллех йывӑрлӑх сиксе тухать — районӗпе те 4 сушилка кӑна. Пуррисем ыттисене типӗтсе пама килӗшсен те тӗш-тырӑ туса илессипе тимлекен районти 22 предприятипе 40 ытла хресчен-фермер хуҫалӑхӗшӗн ку вӑл ҫӑлӑнӑҫ мар.

Тӗш-тырӑ пухса кӗртес, ӑна типӗтес ыйтӑва район администрацийӗнче канашлура та сӳтсе явнӑ.

 

Чӑваш Ен правительствин юлашки ларӑвӗнче «В. И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти производство перлешӗвӗнчи» лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Предприятири ӗҫсем япӑх пыни пирки пӗлтернӗ. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнчех предприяти панкрута тухма пуҫланӑ, анчах та ун чухне лару-тӑрӑва лайӑхлатма май тупса панкрута тухассинчен ҫӑлнӑ. Халӗ вара завод каллех ҫав шая ҫитме пуҫланӑ — палартнӑ правительство ларӑвӗнче. Предприятири ӗҫ укҫи Шупашкартинчен те, ун йышши ытти предприятинчен те каярах, 2006 ҫулхи тупӑшлӑхӗ палӑртнӑ 12% вырӑнне 2% ҫеҫ ӳснӗ, пӗр хушӑ эрнере 4 кун кӑна ӗҫленӗ. Фёдорова предприятири ытти ӗҫсем те пӑшӑрхантарнӑ. Предприяти ертӳҫи Михаил Резников каласа панӑ тӑрӑх вара предприятин ӗҫӗсем япӑх пулни Раҫҫее 500 вакун Китай пиротехникине илсе килни, вӗсене 2 хут йӳнӗрех хакпа сутни, самай укҫа производствӑна ҫӗнетнӗ ҫӗре янипе ҫыхӑннӑ. Вӑл калашле 2007 ҫулта предприятири ӗҫ укҫи 21% ӳсмелле, тупӑшлӑхӗ — 16%.

Предприятири лару-тӑрӑва ҫӑлма ыйтса Н. Фёдоров Фрадков патне ҫыру янӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Пуш, 31

1899
126
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1926
99
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1976
49
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1981
44
Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1985
40
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи