Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Федерацин пассажир компанийӗ 11 ҫулхине уявланӑ. Асӑннӑ организаци «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен тулли мар яваплӑ обществин шутланать. Предприяти хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри пассажир кунне ирттерме йышӑннӑ.
Купе вакунӗсенчи ҫӳлти вырӑнсене раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗччен билет туянса ӗлкӗрекенсене ҫур хакпа сутӗҫ. Акципе усӑ курас тесен раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ҫула тухса ӗлкӗрмелле.
Йӳнӗ хакпа билетсене Чулхулапа Питӗр, Хусанпа Мускав, Хусанпа Ижевск, Шупашкарпа Первомайск тата ытти хӑш-пӗр маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссем ҫине туянма пулать. Ҫак йӗркесен авторне кун пирки Чулхулари чукун ҫулӑн корпораци коммуникацийӗсен службин ӗҫченӗ Алена Чернышева пӗлтерчӗ.
Акципе «Раҫсейӗн чукун ҫулӗсем» АУОн сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма май пур.
Шупашкарта Президент пернинаталь центрӗнче ҫуралнӑ йӗкӗреш хӗрачасене амӑшӗпе пӗрле киле кӑларнӑ. Пепкесем чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ.
Муркаш районӗнчи ҫак ҫемье халӗ нумай ачаллӑ пулса тӑнӑ. Вӗсен ултӑ хӗрача тата пӗр арҫын ача. Аслӑ виҫӗ хӗрӗ шкулта вӗренеҫҫӗ, хӗрачапа арҫын ача ача пахчине ҫӳреҫҫӗ.
Арӑмӗ те, упӑшки те пысӑк ҫемьерен, ҫавӑнпа иккӗшӗ те нумай ача пирки ӗмӗтленнӗ. Мӑшӑр ҫамрӑклах пӗрлешнӗ, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Аслисем ав кӗҫӗннисене пӑхма пулӑшаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче ӗнер каҫхине икӗ машина ҫапӑннӑ. Сӑлтавӗ — пӗри теприне ҫул парас килменнинче. Кун пирки ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтернӗ.
Инкек Лапсар проездӗнче пулса иртнӗ. «ГАЗ-53» автомобиль водителӗ сулахай енне пӑрӑннӑ чух ҫул паман. Унпа «ВАЗ-2115» пырса тӑрӑннӑ. Инкекре аманакансем пулнӑ. Ҫӑмӑл машинӑн рульне тытса пыракан хӗрарӑм тата автомобильти хӗрарӑм-водитель аманнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханса ҫӳреме чӗнсе калаҫҫӗ. Васкакан вакка сикнӗ тесе калани тӗрӗсех ҫав. Ҫакна асра тытсан инкекрен пӑрӑнма май килӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче пӗр арҫынпа паллашнӑ. Кӑштахран вӑл ӑна водитель пулас ӗмӗтлине, анчах экзамен тытма йывӑррине пӗлтернӗ. Арҫын хӑйӗнпе патшалӑхӑн автоинспекцийӗнче ӗҫлекен ҫын тесе ӗнентернӗ. Чӑваш Енре ҫак тытӑмра ӗҫлекен ҫынпа паллаштарма шантарнӑ. Уншӑн 40 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм килӗшнӗ. Ку вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Хӗрарӑм автоинспекцире ӗҫлекен ҫынна шырама тухса кайнӑ. Анчах тупайман. Ҫапла вӑл хӑй улталаннине ӑнланнӑ та йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Хӗрарӑма улталанӑ арҫын Ӗпхӳре пурӑнать иккен. 38 ҫулти вӑйпитти унччен те ҫынсене улталанӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 46 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Ӑна ЧР Аслӑ сучӗн председателӗн ҫумне хӑртнӑшӑн айӑпласшан.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче вӑл судьяна хӑртса ҫыру ҫырнӑ. Хайхискер ҫемйине те хӑратнӑ. Мӗншӗн ҫапла хӑтланнӑ-ха? Арҫын суда ӗҫ ҫырса парсан ӑна пӑхман-мӗн.
Раштав уйӑхӗнче миравай судья постановлени вуланӑ чухне арҫын киревсӗр сӑмахсемпе калаҫнӑ. Ун тӗлӗшпе судпа психиатри экспертизи ирттернӗ. Вӑл психика енчен чирлени палӑрнӑ. Комисси ӑна психиатри стационарне сиплеме ямашкӑн сӗннӗ.
Палӑртмалла: арҫын 2014 ҫулта кунашкал преступленишӗн явап тытнӑ ӗнтӗ.
Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Вӑрҫӑ ветеранӗсен республикри клиника госпиталӗ Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Ӑна Диабетпа кӗрешмелли куна халалланӑ.
Ҫынсене терапевт тата ансӑр специалистсем: невролог, отоларинголог, офтальмолог, кардиолог, гинеколог, эндокринолог — йышӑнӗҫ. Тухтӑр патне кайнӑ чухне медицина тӗрӗслевӗсене тата клиника анализӗсене пӗрле илсен лайӑх.
Уҫӑ алӑксен кунне 8 (8352) 45-05-45, 8(8352) 45-07-70 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать.
Госпиталь ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 49-мӗш ҫурт.
Паян, хӗллен пӗрремӗш кунӗнче, Шупашкарта иртен-ҫӳрен ҫын пӑр айне анса кайнӑ пулӑҫа ҫӑлнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ.
Арҫын Атӑл ҫинче пулӑ тытса ларнӑ. Хайхискер кӑнтӑрла, 12 сехет ҫурӑра, ӑнсӑртран пӑр айне анса кайнӑ. 70 ҫулти арҫынпа мӗн пуласси пирки шутлама та хӑрушӑ.
Пулӑҫ кӑшкӑрашнине илтсен иртсе каякан ҫын пулӑшма васканӑ. Вӑл ӑна шывран туртса кӑларма пултарнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Пӑр айне анса кайнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.
Эпир — Чӑваш республикин тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем, яланах Шупашкар хулине, ӑна хисеплесе, «Шупашкар» — тетпӗр. Пирӗн патри чӑвашсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ чухне ҫак шӗкӗр хула ҫинчен «Чебоксары» — тесе каланине илтмен. Ытти халӑхсен ҫыннисемпе калаҫнӑ чухне ҫеҫ «Чебоксары» — тетпӗр. Ма «Шупашкар» — тетпӗр-ха? Мӗншӗн тесен вӑл пирӗншӗн — Чӑваш республикин шӗкӗр хули. Пирӗн уйпа, ҫак хулара чӑваш чӗлхи янраса тӑмалла пек, унти тӳре-шарасем те, пуҫлӑхсем те, ахаль ҫынсем те пурте пӗр-пӗринпе чӑвашла калаҫмалла пек. Сӑмахран, пирӗн Пушкӑрт республикинче пушкӑртла калаҫнӑ пек. Е Тутар республикинче тутарла калаҫнӑ пек.
Шупашкар урамӗсемпе утса пынӑ чухне эпӗ яланах хама Ӗпхӳ е Пушкӑртри ытти хуласен урамӗсемпе утса пынӑ пек туятӑп. Мӗншӗн тесен, Шупашкар урамӗсенче те Ӗпхӳри, Ҫтерлӗри е Мелевӗсри кӗре сӑн-питлӗ тутар-пушкӑртсем пекех кӗре сӑн-питлӗ ҫынсем васкавлӑн хӑйсен ӗҫӗсемпе утаҫҫӗ, ҫӳреҫҫӗ, тӗрлӗ магазинсемпе организацисенче ӗҫлеҫҫӗ. Ку ҫынсем- пирӗн чӑвашсем иккенне ӑнланатӑн! Мӗншӗн тесен, вӗсен ҫамкисем ҫине, пирӗн авалтан килекен генсем, ҫуралнӑ-ҫуралманах, чӑвашсем иккенне палӑртса ҫырса хунӑ-ҫке.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. 2021 ҫул – Вӑкӑр ҫулталӑкӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарти Ленин урамӗнчи Тӗп почта умӗнче ҫулталӑк паллине вырнаҫтараҫҫӗ. Пӗлтӗр Йӗкехӳрене лартнӑччӗ. Кӑҫал Вӑкӑр пулӗ.
Плчта умӗнче мӗнле Вӑкӑр пулассине сасӑлав ирттерсе палӑртнӑ. Вӑл «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ.
Сасӑлава 1675 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем пилӗк макетран пӗрине суйланӑ. Чи нумай сасӑ пухаканни – 3-мӗш эскиз. Уншӑн 525 ҫын сасӑланӑ (31,34 процент). Эппин, кӗҫех, Ҫӗнӗ ҫулччен, ҫак эскизра ӳкернӗ Вӑкӑра вырнаҫтарӗҫ.
Паян Шупашкарта Даниил Элмен пурӑннӑ ҫурт ҫине астӑвӑм хӑми вырнаҫтарнӑ. Хӑмана уҫма тӗрлӗ шайри-тӳре шара, культура ҫыннисем, ҫыравҫӑсем тата ытти хастар хутшӑннӑ.
Даниил Элмен 1885 ҫулхи декабрӗн 16-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Исментер ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Хусанта национальноҫсен ӗҫӗсен Халӑх комиссариачӗн чӑвашсен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче тата «Канаш» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ. Юлташӗсемпе пӗрле вӑл Чӑваш ӗҫ коммунине тӑвассишӗн тӑрӑшнӑ. Каярах Чӑваш автономи облаҫӗн ревкомӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Асӑну хӑми ҫине икӗ чӗлхепе ҫырса хунӑ. Мӗн тӗлӗнмелли — тепӗр чухне пӗр чӗлхепе кӑна ҫавӑрттарса хураҫҫӗ. Чӑвашла ҫапларах ҫырнӑ: «Ҫак ҫуртра 1920-1924 ҫулсенче патшалӑхпа партин паллӑ ӗҫченӗ, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенсенчен пӗри, Облӗҫтӑвкомӑн малтанхи председателӗ Д.С. Элмен (Семенов) (1885-1932) ӗҫлесе пурӑннӑ».
Даниил Элмен пурӑннӑ ҫурт Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Халӗ унта Чӑваш наци конгресӗ вырнаҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |