Шупашкарти 23 ҫулти «Лада Гранта» автомобиль водителӗ светофор ҫинче хӗрлӗ ҫутӑ ҫутӑлнӑ хыҫҫӑн ҫул урлӑ чупса каҫма хӑтланнӑ ҫынна ҫапса кайнӑ. Кун пирки Раҫҫей УМВД Шупашкарти уйрӑмӗ пӗлтерет.
Видеокадрсене сӑнасан, арҫын светофорӑн симӗс ҫуттинче ҫул урлӑ каҫма ӗлкӗрейменни палӑрать, машшинсем тапранманнине кура вӑл ҫул урлӑ чупса каҫма шутланӑ пулас.
Пӑтӑрмах ӗнер, 16:33-ре, Калинин урамӗнчи 66-мӗш ҫуртсем патӗнче пулса иртнӗ. Водителе тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӑл урӑ пулни палӑрнӑ. Ҫуран ҫӳрекен ҫынна васкавлӑ пулӑшу карети илсе кайнӑ.
Шупашкартан вӗҫсе кайнӑ ҫӑмӑл моторлӑ самолёт Чӗмпӗрте инкеке лекнӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, «Diamond DA42 M» маркӑллӑ самолёт Чӗмпӗрти аэродрома ирӗксӗртен анса ларнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл шассине сиенленӗ, анчах ҫынсем шар курман. Ку хыпара РФ Следстви комитечӗн Транспорт ҫинчи следстви управленийӗнче пӗлтерни тӑрӑх «Ҫыхӑнура» форумра хыпарланӑ.
Самолёт вӗренӳпе тренировка вӗҫевне тухнӑ. Вӑл Шупашкарти аэропортран хускалса кайнӑ. Салонта инструкторпа курсант пулнӑ. Самолёт хуҫи — Чӗмпӗрти граждан авиацийӗн институчӗ.
Пӑтӑрмах сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрӗслӗҫ.
Шупашкарти «Салют» культура керменӗ умӗнчи скверта йывӑҫсем ҫухалма тытӑннине хула ҫыннисем асӑрханӑ. «Тин кӑна «Салют» умӗнче хӑтлӑх кӗртсе пӗтернӗ, тӗмсем лартнӑ, вӗсем вара ҫук та. Кам тата мӗн тӗллевпе вӗсене кӑклать – ӑнланмалла мар. Симӗс тавралӑхсӑр юлас килмест. Вандалсенчен епле хӳтӗленмелле?» - ҫырнӑ ҫынсем.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, объекта хальлӗхе йышӑнман, ҫавӑнпа подрядчикӑн ревизи туса кӑкланӑ тӗмсем вырӑнне ҫӗннисене лартмалла. Халӗ унта видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ.
Сӑмах май, «Альянсгрупп» организаципе культура ҫурчӗ умне хӑтлӑх кӗртмешкӗн 89 млн тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ.
Республикӑра ӗҫлемен кунсем пыраҫҫӗ. Кӑшӑлвирус ытлашши ан сарӑлтӑр тесе республикӑра та, ҫӗршывӗпе те чӳкӗн 7-мӗшӗччен предприятисем ӗҫлемеҫҫӗ, лавккасенчен — куллен кирлӗ тавара сутакансене ҫеҫ ӗҫлеме ирӗк панӑ. Апат-ҫимӗҫ лавккисем, калӑпӑр, хупӑнман.
Паян хулана тухса килме тӳр килчӗ. Малтанах наци вулавӑшне ҫитсе килесшӗнччӗ, анчах ковикул (ковидлӑ каникула ҫапла ят панӑ хӑшӗсем…) пынине аса илтӗм те кӗнекесене тавӑрса парассине тепӗр эрнене куҫарас терӗм. Хулана вара машшин запчаҫӗсем сутакан лавккана ҫитес тӗллевпе тухрӑм — вӗсене хупман иккен. Мана вара ку майлӑ пулчӗ. Вӗсен лавккинче шӑп та тахҫанах туянма ӗмӗтленнӗ велоприцеп сутатчӗҫ. Халь каярах пулин те, ҫавах тепӗр ҫула хӑварас мар терӗм, туянма ҫула тухрӑм. Унсӑр пуҫне ӗнер пӗри 5 пинлӗх спонсорла купонсем туянчӗ. Вӑт ҫав укҫана велоприцеп туянма ярас терӗм те. Укҫана тӗллевсӗр тӑкаклатӑп тесе ан вӑрҫӑр: хыпар ҫыракансене уйӑхсерен тӳлемелли укҫана (вӑл 13 пинпе танлашать) тахҫанах уйӑрса хунӑ.
Ковикул пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫынсенчен ыйткаларӑм: эсир ӗҫлетӗр-и, ҫук-и?
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта машина ҫухалнӑ. Ӑна шырани пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Автомобиле ирхи 4 сехет тӗлӗнче такам хускатса кайнӑ. Машина Эгер бульварӗнчи 4-мӗш ҫурт тӗлӗнче ларнӑ. «Дэу Нексия» маркӑллӑ автомобиль хӗрлӗ тӗслӗ. Унӑн патшалӑх регистрацийӗн номерӗ — Е 803 ТЕ 21 RUS.
Автомобиле юлашки хутчен Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ирхи 4 сехет те 13 минутра асӑрханӑ.
Транспорт ӑҫтине пӗлекенсене 24-09-73, 24-32-62 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Почта пуҫлӑхӗ пулнӑ хӗрарӑм упӑшкине фиктивлӑ майпа ӗҫе выранҫтарнӑ. Куншӑн ун явап тытма тивӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 34 ҫулти хӗрарӑм, Шупашкарти почта уйрӑмен пуҫлӑхӗ пулнӑскер, 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 30-мӗшӗччен ячӗшӗн ӗҫе вырнаҫтарнӑ упӑшкине вӑл ӗҫленине пӗлсе тӑрсах шалу тӳлемелли табеле ҫырса пынӑ. Ҫапла упӑшкин укҫа та енчӗке кӗнӗ, пенси фондӗнче те ӗҫ стажӗ шутланнӑ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхла вминистрӗ Владимир Степанов республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен иртекен паянхи планеркӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки темиҫе кунра пирӗн тӑрӑхри пульницӑсенче койка фончӗ енӗпе лару-тӑру ырӑ енне кӑштах улшӑнма пуҫлани сисӗнет. Кунта сӑмах кӑшӑвируспа чирлисем пирки пырать.
Пульницӑна вырттарассипе Улатӑрти район пульницинче, Шупашкарта вырнаҫнӑ вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тата Хулари клиника центрӗнче лару-тӑру йывӑртарах. Министр ӗнентернӗ тӑрӑх, ытти учрежденире сипленсе тухакансем пульницӑна выртакансенчен йышлӑрах.
Эрнекун тӗлне илсен, ковид-госпитальсенче пушӑ койкӑсем 9,8 процент таран пулнӑ. Кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме мӗнпур койка фондӗнчен 35,7 процентне уйӑрнӑ.
Паян Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисенчен Етӗрне районӗнче пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, водитель удостоверенине укҫалла туянас (суя документпа усӑ куракансене саккунпа килӗшӳллн явап тыттарасси урӑх калаҫу тейӗпӗр. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) тенӗ.
Ара, унччен хӗрарӑм права илес тесе вӗреннӗ иккен-ха. Анчах экзамен тытма сакӑр хутчен кайсан та праваллӑ пулайман. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл водитель правине туянас шухӑш патне ҫитсе тухнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче водитель правине сутакансен пӗлтерӗвне асӑрханӑ. «Пулӑшушӑн» 35 пин тенкӗ тӳлемелле-мӗн. Палламан ҫынсене ӗненсе хӗрарӑм укҫа куҫарса панӑ, анчах удостоверени паракан пулман.
Пирӗн республикӑн тӗп хулинче «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн «Технодинамика»холдингӗн тытӑмне кӗрекен В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑрать, малалла аталанса пырать. Унта экономикӑн тӗрлӗ отраслӗнче кирлӗ, пӗлтерӗшлӗ япаласем туса кӑларнипе пӗрлех резина мечӗк ӑсталаҫҫӗ. Анчах завод хӑйӗн ҫав продукцине Шупашкарта ваккӑн сутман. Ҫывӑх вӑхӑтра ун пекки уҫӑлӗ.
Резина мечӗк сутакан лавкка ГОСТ ыйтнипе килӗшсе тӑракан ача-пӑча теттине 1960 ҫултанпа туса кӑларать. Шупашкарти мечӗке ют ҫӗршывсенче сутаҫҫӗ. Ӑна Великобритание, Германие, Австралие, Сауд Аравине, Кувейта тата Монголие ӑсатаҫҫӗ.
Мечӗке халӗ Шупашкарта «ПОЙМАЙ» (чӑв. Тыт) брендпа кӑлараҫҫӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче васкавӑ пулӑшу машини ҫаврӑнса ӳкнӗ. Инкек ирхи 4 сехет те 26 минутра пулса иртнӗ. Авари хулари Асламас урамӗпе Трактор тӑвакансен проспекчӗ хӗресленнӗ тӗлте пулнӑ.
«Васкавлӑ пулӑшу» карети хӑй васканине кӑтартакан ҫутта ҫутса чирлӗ ҫын патне кайма тухнӑ. Светофорӑн чарӑнма пӗлтерекен ҫутине пӑхмасӑр машина малалла васканӑ.
Ҫул хӗресленнӗ вырӑнта тухтӑрсен машини «Форд Транзит» автомобильпе ҫапӑннӑ. Асӑннӑ транспорт Асламас урамӗнчен тухнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн тухтӑрсен машини ҫивитти ҫине ҫаврӑнса ӳкнӗ. Машинӑра водитель, врач тата фельдшер пулнӑ. Инкек хыҫҫӑн фельдшера тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |