Оперштабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ҫитес эрнере 5-8-мӗш классем мӗнле май вӗренӗҫ? Унта ҫакна татса панӑ.
Аса илтерер: Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасем кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнченпе дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Ҫӗмӗрлери тата Канашри шкул ачисем те ҫак мелпех ӑс пухнӑ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Икӗ эрне каялла 1-4-мӗш, 9-11-мӗш классем парта хушшинче вӗренме пуҫланӑ.
Оперштбра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнерен 5-8-мӗш классем шкулта парта хушшинче вӗренме пуҫлӗҫ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере шкул ачисен хушшинче чирлекенсен йышӗ 200-тен 100-е ҫитнӗ.
Автобуспа республикӑри 1720 пурӑну вырӑнӗнчен 1068-шне (62%) ҫитме пулать. Кун пирки Чӑваш Республикин Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтерет.
«Ҫыхӑнура» портал палӑртнӑ тӑрӑх, 1068 хисепе «Чӑвашавтотранс» пысӑк предприяти ӗҫленӗ чухнех, 2013 ҫултах, пӗлтернӗ.
Минтрансӑн пресс-релизӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫул Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта кивелнӗ троллейбус паркне улӑштарас ӗҫе пурнӑҫланӑ. Чӑваш Ен электротранспорта сыхласа хӑварнӑ йышлах мар регионсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ. Троллейбуссемпе турттарнӑ пассажирсен шучӗ 2020 ҫулхипе танлаштарсан ӳснӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫӗршывӑмӑрӑн кӑнтӑр енчи хулисенче пассажирсене туттаракан авиарейссене вӑхӑтлӑха чарса хунӑ. Ҫав йышӑну Шупашкартан Краснодара каякан самолёта та пырса тивнӗ.
Росавиаци пӗлтернӗ тӑрӑх, чару паян ирхи 3 сехет те 45 минутран пуҫласа пуш уйӑшӗн 2-мӗшӗнчи 3 сехет те 45 ммнутчен пырӗ.
Ҫапла вара Ростоври (Платов), Краснодарти (Пашковский), Анапӑри (Витязево), Геленджикри, Элистари, Ставропольти, Белгородри, Брянскри, Орелти, Курски, Воронежри, Симферопольти аэропортсем вӑхӑтлӑха ӗҫлемеҫҫӗ.
Паян ирхи 8 сехет тӗлӗнче Шупашкарти банксенче ют ҫӗршыв валютисен хакӗ ӳссе кайнӑ. Долларпа евро хакӗ 100 тенкӗрен иртнӗ.
Ҫав вӑхӑта илсен Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ долларӑн официаллӑ курсне 80.4194 тенкӗ, евронне 90.8820 тенкӗ тесе палӑртнӑ. Апла пулин те Шупашкарти хӑш-пӗр учрежденире ют ҫӗршыв валютине хаклатса сутма тытӑннӑ. Тӗлӗхрен, РФ Перекет банкӗн Шупашкарти офисӗсенче 1 доллар туянма ирхи 8 сехет те ҫурӑ тӗлӗнче 110 тенкӗ те 86 пус кӑларса хума тивнӗ, 1 еврошӑн — 112,08 тенкӗ.
Валюта хакӗ ӳссе кайнине паян ирпе пирӗн ҫӗршыв Президенчӗ Украинӑра ҫар операцийӗ ирттерме йышӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ.
«Ҫӗршывӑмӑрӑн чапӗпе мухтавӗ — унӑн ҫыннисем». Ҫакӑн пек курава Шупашкар мэрийӗ йӗркеленӗ. Арбатра 36 стенд вырнаҫтарнӑ. Ун пеккисем тӗп хуламӑрӑн ытти вырӑнӗнче те пулмалла иккен. «Ҫӗршывӑмӑрӑн чапӗпе мухтавӗ» тесе пурӗ 120 ҫынна палӑртнӑ. Ҫав йышра леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ ятлӑ-сумлӑ культура ӗҫченӗсемпе ӑсчахсем те (сӑмахран, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина. Е тата Константин Ивановпа Геннадий Айхи поэтсем, Никита Бичурин хӗвелтухӑҫ тӗпчевҫи, чӑваш ҫырулӑхне йӗркелесе янӑ Иван Яковлев) пур.
Ятлӑ-сумлисен йышне хальхи вӑхӑтри политиксене те кӗртнӗ. Тӗслӗхрен, Анатолий Аксаковпа Алла Салаевӑна.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, стендсенче йӑнӑшсем те пур. Сӑмахран, Мая Костина парашютистка ятне «Майя» тесе ҫырнӑ. Анатолий Аксаковӑн ашшӗ ятӗнче пӗр «н» саспаллине сиктерсе хӑварнӑ, анчах ӑна кайран тӳрлетнӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ вара ҫак ӳкерчӗке асӑрхарӗ. Те ӳкерсе илнӗ чух ӑнӑҫлах пулман, те «мухтавӗ» сӑмахра чӑннипех те йӑнӑш кайнӑ — «ӗ» саспаллин тӑрри курӑнмасть...
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта 23 ҫулти хӗр полицие пырса ҫухалнӑ банк карточки ҫинчен укҫа пӗтме тытӑнни пирки каласа кӑтартнӑ. Счет ҫинчен 8 пин тенке яхӑн пӗтнӗ.
Йӗрке хуралҫисем ют ҫын укҫипе усӑ курма пултарнӑ ҫынсен йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Вӗсем 14 суту-илӳ вырӑнӗнче карточкӑпа тӳленӗ. Ватӑрах арҫынпа хӗрарӑмӑн сӑнӗсем видеокамера ҫине лекнӗ.
Сӑнӳкерчӗк ҫинчи ҫынсене палласа илтӗр-тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89003320737, 89279979010 е 102.
Чӑваш Ене Украинӑри Донецк тата Луганск облаҫӗсенче пурӑнакансем тарса килесси пирки пӗлтернӗччӗ. Унти лару-тӑру ҫивӗчленсех пырать.
Донбасри ҫынсем пирӗн республикӑна ҫитнӗ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 300-е яхӑн ҫын килнӗ. Вӗсене «Вӑрманти юмах», «Кӗрен парӑс» тата «Надежда» санаторисене вырнаҫтарнӑ. Тарса килнӗ ҫынсене пулӑшмашкӑн республикӑра гуманитари пулӑшӑвне пухма тытӑннӑ. Ӑна пухмалли центр Ача-пӑча пултарулӑх керменӗнче (Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 14-мӗш ҫурт) вырнаҫнӑ. Вӑл кашни кун, вырсарникунсӑр пуҫне, 10-16 сехетсенче ӗҫлет.
Мӗн йышӑнаҫҫӗ-ха унта? Апат-ҫимӗҫ, чашӑк-тирӗк, харпӑр гигиена хатӗрӗсем, теттесем, кӗнекенсем, канцтоварсем. Ҫавӑн пекех таса шыв, ача-пача ҫимӗҫӗ, вырӑн таврашӗ, ӑшӑ тум илсе килме юрать. Анчах япаласен ҫӗнӗ, этикеткӑпа пулмалла.
Чӑваш Енре ҫӗрулми туса илекенсен куравӗ ҫулсеренех иртет. Кӑҫал та ҫаплах пулӗ. «Ҫӗрулми-2022» ял хуҫалӑх куравӗ пуш уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче Шупашкарти «Контур» суту-илӳпе курав центрӗн территорийӗнче иртӗ.
Унта хамӑр патра тата ют ҫӗршывсенче туса кӑларакан удобренисемпе, ҫӗрулмине хӳтӗлемелли хатӗрсемпе, ял хуҫалӑхӗнче кирлӗ ытти продукципе, вӑрлӑхлӑх ҫӗрулмин тӗрлӗ сорчӗпе паллаштарӗҫ. Курава Раҫҫейӗн 24 регионӗнчен тата Беларуҫ Республикинчен 90-а яхӑн компани килсе ҫитмелле.
Шупашкарти аэропорта кӑҫал юсаса пӗтерсе ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Аэровокзал халӗ те ӗҫлет-ха. Анчах юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн вӑл пысӑкланса-хитреленсе кайӗ.
Аэропорта юсама Федерацин сывлӑш транспорчӗн агентстви 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ирӗк панӑ. Хыҫҫӑнах унта строительсем ӗҫе пуҫӑннӑ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсем графикпа килӗшӳллӗн пулса пыраҫҫӗ.
2021 ҫула аэропорт пассажирсен йышӗпе те, рейссен шучӗпе рекордла кӑтартупа вӗҫленӗ. Пирӗн патран самолётсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине, Ҫурҫӗрпе Кӑнтӑр таранах, вӗҫеҫҫӗ. Ҫакӑнта федераци тата республика хыснисенчен укҫа уйӑрса пулӑшни те витӗм кӳрет.
Кашни ҫулах ҫуркунне йывӑр тиевлӗ машинӑсен ҫул ҫӳрес йӗрке ҫирӗпленет. Кӑҫал та ҫаплах пулӗ. Пирӗн республикӑра автомобиле виҫмелли пунктсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 19-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ.
Талӑкӗпе ӗҫлекен стационар пунктсене Шупашкара Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Улатӑр, Етӗрне тата Вӑрнар районӗсенчен пырса кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ пункт пулӗ.
Хулана кӗме ирӗк илес тесен «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управлени» муниципалитетӑн предприятийӗпе ҫыхӑнмалла. Машина виҫине тӗрӗслекен пунктсем те ку ыйтупа пулӑшӗҫ. Хак 16 пин тенкӗрен пуҫласа 182 000 пин тенкӗ таран.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |