Шупашкарта пурӑнакан арҫын ачишӗн алимент тӳлемен. Парӑм самай пухӑннӑ: 830 пин тенкӗ.
Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, 39 ҫулти арҫыннӑн ӗҫ укҫин 1/4 пайне ачишӗн алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл ҫакна пурнӑҫламан. Ака уйӑхӗнче алимент тӳлемешӗн ӑна явап тыттарнӑ, патшалӑхшӑн ӗҫлеттернӗ. Кун хыҫҫӑн та вӑл тӳрӗ ҫул ҫине тӑман. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн тӗлне унӑн парӑмӗ 830 пин тенке ҫитнӗ.
Халӗ суд ӑна 6 уйӑх ӗҫлеттерме, ӗҫ укҫин 10 процентне патшалӑх валли тытса юлма йышӑннӑ.
Полици майорӗ Владислав Кирпичев тата полици лейтенанчӗ Михаил Леонтьев дежурствӑра пулнӑ чухне пӗр ҫуртри тӑваттӑмӗш хутри хваттер ҫуннине асӑрханӑ. Вӗсем подъезда кӗнӗ, унта тӗтӗм шӑрши сарӑлнӑ. Ку Шупашкарта пулнӑ.
Хваттер алӑкӗ уҫах тӑнӑ. Хайхискерсем шала кӗнӗ, унта хӗрарӑм пулӑшу ыйтнине илтнӗ. Полицейскисем ватӑ хӗрарӑма тупнӑ, ҫунакан хваттертен урама илсе тухнӑ.
Кайран вӗсем ытти ҫынна эвакуацилеме пуҫланӑ. Ватӑ хӗрарӑма вара пульницӑна илсе кайнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Патӑрьелти, Вӑрнарти, Сӗнтӗрвӑрринчи, Ҫӗрпӳри тата Етӗрнери аграри техникумӗсене пӗрлештересшӗн. Ҫапла йышӑну тунӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.
Вӗсем пӗр учреждени пулӗҫ, тӗп офисӗ Шупашкарта вырнаҫӗ. Ӗнер вӗренӳ тата ял хуҫалӑх министрӗсем вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисен директорӗсемпе тӗл пулнӑ. Шӑпах ҫавӑнта Сергей Артамонов вице-премьер аграри техникумӗсене пӗрлештересси пирки пӗлтернӗ. Вӗсен ҫумне «Нива» вӗренӳ центрне те хушӗҫ.
Малашне Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннисем укҫа ытларах илсе тӑрӗҫ. Унччен вӗсене уйӑхсерен 3 пин тенкӗ тӳленӗ.
Ку виҫене пысӑклатасси пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хушу алӑ пуснӑ. Малашне хулан хисеплӗ ҫыннисем уйӑхсерен 5 пин тенкӗ илӗҫ.
Аса илтерер: Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннине тӗп хуламӑрӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн суйлаҫҫӗ. Ку таранччен ҫак ята 41 ҫын тивӗҫнӗ.
Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 20 ҫулти хӗр полицие пынӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн банк карттине ҫухатнӑ. Счечӗ ҫинчен 1 пин тенкӗ ытла ҫухалнӑ.
Полицейскисем ют ҫын карттипе кам таваршӑн тӳленине тупса палӑртнӑ. Павлов мичман урамӗнчи лавккари видеона пӑхнӑ та ҫак ӗҫе шурӑ куртка тӑхӑннӑ хӗрарӑм тунине палӑртнӑ. Унпа пӗрле пӗлӗшӗ те пулнӑ.
Ҫак сӑнӳкерчӗк ҫинчи хӗрарӑма палласан 8 999 756 00 68 е 102 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Раҫҫейре Хӗл мучи пуйӑсӗ регионсем тӑрӑх ҫӳрет. Ку – «Чукун ҫулӗпе» Вологда облаҫӗн правительствин пӗрлехи проекчӗ.
Хӗл мучи пуйӑсӗ юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫула тухнӑ. Вӑл Аслӑ Устюгран пуҫласа Владивостока ҫитӗ, унтан – каялла. Хӗл мучи ҫӗршыври ачасене савӑнӑҫ парнелӗ.
Пуйӑс Чӑваш Ене раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче килӗ. Вӑл Шупашкарта чарӑнӗ.
Анатолий Юман сӑвӑҫ пурӑннӑ пулсан авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Шел те, 2018 ҫулта вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине кӳршӗ тӑрӑхра онлайн-тӗлпулу ирттерсе паллӑ тӑвӗҫ. Хутшӑнас кӑмӑллисене юпан 28-мӗшӗнче 15:00 сехетре кӗтеҫҫӗ.
«Misanec» информаци порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх мероприятие Чӗмпӗрпе Шупашкарти вулавӑш ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех онлайн-тӗлпулура таврапӗлӳҫӗсемпе литераторсем те пулӗҫ.
Мероприятие «Анатолий Юман — писатель, публицист, переводчик» (чӑв. Анатолий Юман — ҫыравҫӑ, публицист, куҫаруҫӑ) ят панӑ. Онлайн-тӗлпулӑва хутшӑнакансем унӑн пурнӑҫне аса илӗҫ, пултарулӑхне сӳтсе явӗҫ, сӑввисене вулӗҫ.
Анатолий Юман — паллӑ чӑваш сӑвӑҫи, публицист. Ҫавӑн пекех вӑл куҫаруҫӑ та: венгр, поляк, белоруҫ сӑвӑҫисен хайлавӗсене сахал мар чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн мӗнпурӗ 50 ытла кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Анатолий Юман РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑнлӑ районӗн (Чӗмпӗр облаҫӗ) хисеплӗ гражданинӗ, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ преми лауреачӗ.
Иртнӗ эрнере хореографи ӑсталӑхӗн «Ташӑ эрешӗсем» республикӑри пӗрремӗш фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри культура ҫуртӗнче пуҫтарӑннӑ.
Аса илтерер: хореографи конкурсне «Куславккасем» ентешлӗх тата Куславкка районӗн администрацийӗ Людмила Нянина тата Владимир Милютин балетмейстерсен ячӗпе ирттерме йышӑннӑ. Пултаруллӑ хореографсем ҫав тӑрӑхран тухнӑ.
Конкурса Чӑваш Енри Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар районӗсенчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Мари Элти Чикмери 9 коллектив 203 ташӑҫӑпа пырса ҫитнӗ.
Гран-прие Шупашкарти Тӗп культура тытӑмӗн «Сарпике» халӑх ташӑ ансамблӗ тата Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи «Белара» халӑх ташӑ ушкӑнӗ тивӗҫнӗ.
Ку эрнекун, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫынсене асӑнмалли куна паллӑ тӑвӗҫ.
Ҫак кунсенче республикӑри шкулсенче тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалланӑ занаятисем иртнӗ. Спикерсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче стариксем, хӗрарӑмсем, ачасем окоп чавни пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫак лекцисене 150 пин ача итленӗ.
Ача пахчисенче те шӑпӑрлансене окоп чавни пирки ӳкернӗ фильмсене кӑтартаҫҫӗ. Вӗсене ашшӗ-амӑшӗ, ачасем хӑйсемех хатӗрленӗ.
Ҫак кунсенче республикӑра тепӗр проект старт илнӗ: «Пӗрремӗш номерлӗ пост». Шупашкарти Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм патӗнче тата Куславкка районӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене халалласа» асӑну палӑкӗ патӗнче хисеплӗ кӑравул тӑрӗ. Ку ӗҫе 14-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем пурнӑҫлӗҫ. Кӑравулта 13-15 сехетсенче тӑмалла.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче «Звуки музыки народной» (чӑв. Халӑх кӗввин сасси) ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ.
Ал айӗнчи тӗрлӗ хатӗртен чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене ӑсталакан маттур, краевед, чылай кӗнеке авторӗ, Николай Фомиряков ачасене чӑваш музыка инструменчӗсем пуҫланса кайни, вӗсен кашнин янӑравлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Ӑстапа тӗл пулма Шупашкарти 20-мӗш тата 49-мӗш вӑтам шкулсенче 6-мӗш класра вӗренекенсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем хӑмӑшран сӑрнай, шӑпӑр валли чӗлӗх хатӗрлеме май пуррине пӗлсе тӗлӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |