Шупашкарта пая кӗрсе хваттер туяннӑ ҫын застройщикрен суд урлӑ укҫа илнӗ.
Вӑл 2018 ҫулта "А101" организаци тӑвакан ҫуртра хваттер илнӗ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, хваттере 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен кая мар туса пӗтермелле пулнӑ. Анчах застройщик уҫҫине 2022 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче кӑна панӑ.
Хваттер хуҫи куншӑн ҫав организацие суда панӑ. Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ организаци ӑна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ, 355 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 18 сехет те 3 минутра Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта чутах ҫын ҫине ҫутӑ юпи ӳкмен. Вӑл урампа пынӑ вӑхӑтра икӗ юпа пралук-качки йӑтӑнса аннӑ. Юрать, ҫын тарса ӗлкӗрнӗ.
Ҫутӑ юпине трактор юр тастанӑ чухне ҫаклатнӑ-мӗн. Юпасем ӳкни видеокамера ҫине лекнӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх. Вӗсене пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗччен улӑштарӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм урама тухайманнипе ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк тӑнӑран, юр нумай ҫунӑран пӳрт тӳрринчен юр ӳксе алӑк умне купаласа лартнӑ. Ҫавӑнпа вӑл урама хӑй тӗллӗн тухайман.
Ҫӑлавҫӑсем паян ҫав ватӑ хӗрарӑм патне ҫитсе пулӑшнӑ: алӑк умӗнчи юра айккинелле пенӗ. Ҫапла вӗсем ватӑскере «юр тыткӑнӗнчен» хӑтарнӑ.
Шупашкарти аэропортра реконструкци ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Ҫапах вӑл ҫав вӑхӑтрах ӗҫлет.
Аэропорта тӗнче уҫлӑхне вӗҫнӗ чӑваш космонавтне Андриян Николаева халалласа темиҫе ҫул каяллах ят панӑ. Халӗ вара ҫурта ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ун ҫинче Андриян Григорьевичӑн сӑнне курма май пулӗ.
Космонавт сӑнне «ӳкермелли» виҫӗ варианта палӑртнӑ. Анчах хальлӗхе аэропорт администрацийӗ вӗсенчен пӗрне суйламан.
Шупашкарти ӳнер училищинче хальхи вӑхӑтра куҫӑн мар мелпе 260 ҫын вӗренет. Ҫав шутран 112-шӗ (43%) пӗлӗве хысна шучӗпе туптать, 148-шӗ (57%) укҫа тӳлесе вӗренет.
Училище студентсене 6 специальноҫпа вӗрентет: театрпа декораци дизайнӗ, дизайн, декораципе прикладной ӳнер тата халӑх промыслисем, живопись, анимаципе анимаци киновӗ, скульптура.
2022 ҫулта студентсене анимаци тата анимаци киновӗ енӗпе вӗренме тытӑннӑ. Ку ӑсталӑха 17 ҫын илет. Кӑҫалтан ҫав енӗпе тата пулас скульпторсене (пурӗ 8-шар вырӑн) бюджет шучӗпе вӗрентме тытӑнӗҫ.
Кун пирки республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский коллективпа тӗл пулсан каланӑ.
Халӗ Аслӑ типӗ пырать. Ҫавна май хӑш-пӗр ҫын типӗ тытать.
Хальхи вӑхӑтра лавккара та типӗ апачӗ сутаҫҫӗ. Анчах чылайӑшӗ хамӑр патра кӑларни мар. Халӗ вара Шупашкарти тата районти предприятисем те типӗ апачӗ туса кӑларас енӗпе ҫине тӑрсах ӗҫлеме пуҫланӑ. Лавккасенче Чӑваш Енре туса кӑларнӑ 30 ытла издели тупма пулать. Вӗсен йышӗнче - ҫӑкӑр, булка, кукӑль, мармелад, вафли, пылак куккурус, макарон, печени.
Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри предприятисем яланах халӑха кирлӗ продукци кӑларма тӑрӑшнӑ.
Паян ҫӗрле Шупашкар ҫывӑхӗнче самай пысӑк пушар алхаснине ҫынсем видео ӳкернӗ. Ӑна "Про Город" хаҫата ярса панӑ.
Пушар алхасни Шупашкартанах курӑннӑ. Хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗ ҫывӑхӗнче, Шупашкар районӗнче, пулма пултарнӑ.
Хальлӗхе официаллӑ верси ҫук. Информаци пулсан хыпара хушӑпӑр.
Паян Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта урамрах арҫын вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
11 сехет те 50 минутра строительсем кӑнтӑрлахи апатран таврӑннӑ чухне урамра арҫынна япӑх пулса кайнине асӑрханӑ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах, шел те, тухтӑрсем те арҫынна ҫӑлайман.
Паян ирпе Шупашкарта автобус ҫӑмӑл машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Волга-бус» автобус Воробьёв композиторсен урамӗнче ирхи 7 сехет те 25 минутра «Ланд Крузер» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Автобуса 1987 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тытса пынӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 10 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ аманнӑ.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти лавккара ӗҫлекен хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та вӑл директор пулнине пӗлтернӗ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, лавккана реклама баннерӗ илсе килеҫҫӗ, уншӑн васкавлӑ укҫа тӳлемелле имӗш.
Сутуҫӑ банкомата кайса счет ҫине 45 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Ҫав палламан ҫын лавкка директорӗ пулманнине вӑл кайран тин пӗлнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |